Нимĕнле ĕçе те пайламан

Аслă Çĕнтерÿ тылра ĕçлекенсемсĕр пулман. «Пĕтĕмпех фронт валли!» лозунгпа тăрăшакансем фронта апат-çимĕçпе ытти кирлĕ япалапа тивĕçтернĕ. Ваттисемпе пĕрле ачасем те тăрмашнă.

Ишлей ял тăрăхĕнче Етĕрнекассинче пурăнакан Пелагея Мушлаева тăшман тапăннă çул 18-та пулнă. Вăрçă вăхăтĕнче Сăр юхан шывĕ хĕррине окоп чавма çÿренине питĕ лайăх ас тăвать вăл. Кунсăр пуçне тата фермăра скотникре тăрăшнă. Хаяр вăрçă вĕçленсен те Пелагея алă усса ларман, 13 çул тракторпа вăй хунă. Хальхи вăхăтра Пелагея Мушлаева Владислав ывăлĕпе пурăнать. Кăçал ватă юбилейлă медале тивĕçрĕ.

Матикассинчи Лидия Чуркина тăшман тăван çĕршыва тапăнсан 12-ре пулнă. Çамрăкскер вăрçă тути-масине лайăхах туйса курнă. Тырă вырма çÿренĕ, утă пуçтарнă. Çĕнтерÿ хыççăн та колхозрах тăрăшнă. Вăл та кăçал юбилейлă медалĕн хуçи пулса тăчĕ.

Матикассинчех пурăнакан Нина Федорова 1941 çулта – 13-ри хĕрача. Унăн хулпуççийĕ çине те йывăрлăх тиеннĕ: лаша пăхнă, çум çумланă, çурлапа тырă вырнă, йĕтем çинче ĕçленĕ… Вăрçă вĕçленсен те пурнăç пыл та çу пулман. Колхозра конюхра тăрăшнă. Паянхи кун Нина Федорова ывăлĕн çемйипе кун кунлать. Кăçал ăна та юбилейлă медальпе чысларĕç.

ЛЮБОВЬ МАН

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости