Па­кун­се­не ук­çа­па улăш­тар­нă

Ул­та­ла­ма тă­ни, долж­ноç пол­но­мо­чи­йĕ­сем­пе чи­кĕ­рен ирт­се усă кур­ни, взят­ка ил­ни – çа­кăн пек айăп­лав­па суд ум­не тă­чĕ ШĔМĕн эко­но­ми­ка хă­руш­сăр­лă­хĕ­пе кор­руп­цие хи­рĕç па­йĕн унч­чен­хи ĕç­че­нĕ.

С­ледст­ви лей­те­нант айк­кин­че вăй хур­са чĕ­рĕк мил­лион та­та пур­лăх  «ĕç­ле­се» ил­ни­не туп­са па­лăрт­нă. 2014 çул­хи фев­раль уйă­хĕн­че вăл 50 пин тен­кĕ тÿ­ле­сен тĕп ху­ла­ри пĕр предп­ри­ни­ма­те­ле по­ли­цейс­ки­сем турт­са ил­нĕ вă­йă ав­то­ма­чĕ­се­не та­вăр­са па­ма шан­тар­нă. Кая­рах ва­ра ĕç-­пу­çа по­ли­ци ĕç­чен­не взят­ка па­нă пек çа­вăр­са ху­нă, хă­йĕн «к­лиент­не» тыт­са чар­са ăна хи­рĕç уго­лов­нăй ĕç пу­çар­нă.

Кая­рах ком­мер­сан­та хи­рĕç пу­çар­нă ĕçе хуп­са ăна по­ли­цейс­кий тĕ­лĕ­шĕ­пе пу­çар­нă. «С­ледст­ви шу­чĕ­пе, вăл çак­на пуç­лăх­сен ку­çĕ умĕн­че ÿсес шут­па ту­нă», – тет Следст­ви ко­ми­те­чĕн рес­пуб­ли­кă­ри уп­рав­ле­ни­йĕн ер­тÿ­çин ас­лă пу­лă­шу­çи Олег Д­мит­риев.

Па­кун­се­не ук­çа­па улăш­тар­ма ха­тĕр по­ли­цейс­кий кая­рах та çак предп­ри­ни­ма­тель­тен мил­лион тен­кĕ ук­çа ыйт­нă – ĕç­рен хă­тăл­маш­кăн имĕш. Хи­рĕç­ле­сен ун çи­не та­та те­пĕр прес­туп­ле­ние «­çак­са ху­ма» шан­тар­нă. Усал шут­лăс­кер вăрт­тăн ка­зи­но ху­çи­сен­чен 250 пин тен­кĕ ил­нĕ, те­пĕр го­но­ра­ра ал­ко­голь­пе за­ко­на пăс­са су­ту-и­лÿ тă­ва­кан ком­мер­сант па­нă. Ук­çа-­тен­ке ик­кĕ­ле­нÿл­лĕ опе­ра­ци­се­не явăç­тар­нă пĕ­лĕ­шĕ­пе пай­ла­нă.

С­ледст­ви те­ми­çе çу­ла та тă­сăл­нă, фе­де­ра­цин хă­руш­сăр­лăх служ­бин те хут­шăн­ма тив­нĕ. Ха­лĕ ва­ра экс-­по­ли­цейс­кий тă­хăр çу­ла йĕп­лĕ хÿ­ме леш ен­че ирт­те­рĕ. Лей­те­нант зва­ни­не турт­са ил­ни­пе пĕр­лех ăна суд 10 млн тен­кĕ шт­раф тÿ­ле­мел­ли пир­ки йы­шă­ну кă­лар­нă. Ĕç­те­шĕ ус­лов­нăй айăп­лав­па хă­тăл­са юл­нă.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости