Патшалăх пулăшăвĕпе – ятран кĕтес

Халăхăн социаллă ушкăнне пулăшасси – влаç тытса пыракан тĕп çул-йĕр. Çак тĕллеве пурнăçлама Чăваш Республикинче пурнăçланакан çурт-йĕр программисен шайĕнче тĕрлĕ бюджетран 3,5 млрд тенкĕ усă курнă. Çакă 6,5 пин çемьене патшалăх тĕревне туйса илме май пачĕ.

Шупашкар районĕнче пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма 265 çамрăк çемье черете тăнă. Федерацин 2011-2015 çулсенчи тĕлевлĕ «Çурт-йĕр» программин «Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕç­тересси» çумпрограммипе килĕшÿллĕн 2014 çулта 22 çемьене пурăнмалли кĕтес туяннă е çурт тунă чухнехи тăкаксен пĕр пайне саплаштарма май паракан пурĕ 13,7 млн тенкĕлĕх социаллă тÿлев свидетельстви панă.

Чăваш Республикин Президенчĕн 2011 çулхи октябрĕн 3-мĕшĕнчи «Çамрăк çемьесене пурăнмалли условисене лайăхлатнă чухне патшалăх пулăшăвĕ памалли хушма мерăсем çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн пĕлтĕр çамрăк 7 çемье хăй ятăн хваттер е çурт туяннă.

Халăхăн хÿтлĕхсĕр сийне пулăшу кÿрес тĕлĕшпе  те район администрацийĕ ĕçе малалла тăсрĕ. Çĕнĕ Тутаркасси поселокĕнче 12 тăлăха валли пурăнма хăтлă çурт тунă. 2015 çулта çак ушкăнри 7 ачана харпăр кĕтес туса пама тĕллев лартаççĕ. Çакна валли Кÿкеç поселокĕнче çĕкленекен çуртра пая кĕрсе хваттерсем туянма муниципалитет  контрактне çирĕплетнĕ. Малтан палăртнă тăрăх, строительство ĕçĕсене 2015 çулти ноябрь уйăхĕнче вĕçлемелле.

Пурăнмалли  условисене патшалăх пулăшнипе районта çавăн пекех 2005 çулхи мартăн 1-мĕшĕ хыç­çăн черете тăнă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 198 ветеранĕ, инвалидсемпе тăлăха юлнă арăмĕсем те лайăхлатнă. 2015 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне çак ушкăнри тата 10 çын черет кĕтет.

Инвалидсен тата çакăн пек ачаллă çемьесен умĕнче патшалăх тивĕç­не пурнăç­лас тĕллевпе районта 2014 çулта пĕр инвалид-ачана çурт-йĕр строительстви валли е туянма социаллă тÿлев свидетельстви панă. Унпа туллин усă курнă.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости