«Пире манманшăн питĕ пысăк тав»

Ентешсем карапсене пăхăнтараççĕ

Мурманск облаçĕнче карапсемпе шыв айĕнчи кимĕсем çинче паян службăра тăракан çĕр-çĕр ентеш, флотили командующийĕн çумĕ Александр Пешков каланă тăрăх, çар тивĕçне яваплăха туйса тата тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. «Кунсăр пуçне шефла çыхăнусене аталантарассипе те ĕçлетпĕр. Михаил Игнатьев витĕмĕпех «Адмирал Кузнецов» авианосец çине паян çĕр ытла чăваш яшне службăна илнĕ», – тенĕ командующи çумĕ. Пуçлăх флотили тытăмĕнчи «Ядрин» шыв айĕнчи карап служащийĕсемпе – ентешсемпе, экипажпа – тĕл пулнă. Паян кунта Александр Колосов (Патăрьел районĕ) тата Сергей Тимофеев (Етĕрне) çар службине контрактпа пурнăçлаççĕ. Республикăн пĕрремĕш çыннисем килсе çитни – экипажшăн пĕлтерĕшлĕ пулăм. Михаил Васильевич вĕсен ашшĕ-амăшĕнчен хаклă парне, «видеоçыру» илсе килнĕ. Çар çыннисемшĕн çакăн пек хавхалантарни пĕлтерĕшлĕ – палăртаççĕ моряксем. Мĕншĕн тесен хăйсен пурнăçне Тăван çĕршыва хураллассине халалласси – чи çирĕп кăмăллисен тивĕçĕ.

1993 çулта çара кайма ят тухнă Алексей Егоров та чĕрĕке яхăн ĕмĕрне Полярный хулинчи çар базинче ирттерсе шыв çинчи пурнăçа пĕтĕм енчен пĕлсе çитнĕ. Салтак аттине тăхăнса вăл тăван Çырмапуç ялĕнчен тухса кайнăранпа кĕçех 25 çул çитĕ. Кольский флотилийĕн шыв çийĕнчи кимĕсене хирĕçвунă карапĕнчен пĕрин – «Снежногорск» – çине лекнĕскер çар тивĕçне татнă хыççăн та унтах юлнă. Çемьеленнĕ. Шăпа çакăн пек килсе тухнăшăн вăл паян хĕпĕртет çеç. Мĕне вĕрентрĕç çак çулсем? Ку ыйтăва Алексей Егоров моряксем пирки хывнă, пурте пĕлекен юрă сăмахĕсемпе хуравлать: «И тогда вода нам, как земля, и тогда нам экипаж как семья». «Карап çинче ентешсене тĕл пулма, паллах, питĕ кăмăллă: эсĕ Чăваш Енрен-и тесен тăвана тĕл пулнă евĕр туйăнать. Çав вăхăтрах пур наци çынни те тахçан пĕлнĕ çывăх çын пек: пĕрле пурăнатпăр, пĕрле службăра тăратпăр. Çак хушăра яваплăха, экипаж пĕрлĕхĕн вăйне туйма, çине тăрса тăрăшма вĕрентĕм», – пĕлтерет ентеш Полярный хулинчен. Снабжени команди старшинин куçĕнче – опыт, аллинче – карап çулĕ, хул пуççийĕсем çинче – аслă мичман пакунĕ. Шăпах çакăн пек пултаруллă, хăйсен ĕçне чунтан парăннă ентешсем малашне çамрăксене патриотла воспитани парас программăна хутшăнса республикăна килсе çÿрĕç. Хĕрлĕ ялавлă Çурçĕр флочĕн Кольский флотилийĕн командующийĕпе Олег Голубев вице-адмиралпа ЧР Пуçлăхĕ ун шайĕнчи мероприятисем пирки калаçса татăлнă. «Чăваш Республикин шанчăклă та çирĕп юлташ – Кольский флотилийĕ – пур. Чăваш Енрен килнĕ салтаксем çар ретĕнче ыттисенчен хастарлăхпа, хăюлăхпа, ĕçченлĕхпе палăрса тăраççĕ. Вĕсен авторитечĕ те пысăк. Эпир малашне те сирĕнпе тачă çыхăнса ĕçлеме хатĕр. Пирĕн салтаксем сирĕн тăрăха, Чăваш Республикине пырса кайма ирĕк илĕç», – тенĕ Голубев.

Аталанăвăн çĕнĕ çулĕсем

Мурманск облаçĕнчи тĕл пулăвăн официаллă пайĕ Правительство çуртĕнче малалла тăсăлнă. Михаил Игнатьев тата Мурманск облаçĕн кĕпернаттăрĕн пĕрремĕш çумĕ Алексей Тюкавин кунта регионсен экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвне тата малашне пĕрле хутшăнса ĕçлес çул-йĕрне сÿтсе явнă. Мурманск облаçĕн правительстви тата ЧР Министрсен Кабинечĕ экономикăпа суту-илÿре, техникăпа наукăра тата культурăра тачă çыхăну тытса ĕçлесси пирки калакан килĕшĕве алă пуснă. Облаçпе республика хушшинчи таварсен çаврăнăшĕ пĕлтĕр 60 млн тенкĕпе танлашнă. Чăваш Республикишĕн çакă çĕршыв регионĕсемпе тунă 43-мĕш килĕшÿ пулать.

Асăнмалăх уяв

ЧР культура министрĕ Константин Яковлев «Чувашский край» чăваш культура обществин представителĕсемпе тĕл пулу ирттернĕ. Кунта халăхсен хушшинчи культура çыхăнăвĕсене çирĕплетессипе, чăваш чĕлхине тата чăваш наци культурине сыхласа хăварассипе, вырăнти чăваш диаспорин наципе культура аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Мурманск облаçĕн искусство тата культура комитечĕн председателĕпе Сергей Ершовпа тĕл пулнă май регионсенчи театр учрежденийĕсем гастроль турĕсене йышăнас майсене пăхса тухнă. Министр облаçри пултарулăх ушкăнĕсене кăçал июнь уйăхĕнче Республика кунĕнче иртекен «Раççей çăлкуçĕсем» Раççейри халăх пултарулăхĕн XXI фестивальне хутшăнма йыхравланă. ЧР Культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валерий Клементьев, «Ярды», «Дуняша Style» фольклор ушкăнĕсем моряксене, Раççей çарĕнче службăра тăракансене шыв ай морякĕн кунĕпе саламланă.

Пирĕн сайтăн кулленхи вулаканĕ, Вăрмар районĕнче çуралнă, Мурманск облаçĕнче пурăнакан чăваш каччи, тĕнче класлă «Аурелия» наукăпа тĕпчев карапĕн капитанĕ Андрей Григорьев концерт вăхăтĕнчех янă сăн ÿкерчĕксене соцсетьри хамăрăн ушкăнсенче вырнаçтарнăччĕ эпир. «Мĕн тери чаплă уяв пулчĕ ку пирĕншĕн! Уляндина хăй саламларĕ моряксене! Ентешсене пире манманшăн питĕ пысăк тав!» – çырнă селфи айне.

Цифрăсен чĕлхипе

Паянхи кун тĕлне Мурманск облаçĕнче 4 пине яхăн чăваш пурăнать.

Анжелика Тихонова, Виктория Вышинская

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости