Пултарулăх лаççинче

Февралĕн 11-мĕшĕнче Салапайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта чăваш чĕлхипе литература урокĕсен Шупашкар районĕнчи 4-мĕш фестивалĕ иртрĕ. Мероприятие районти 17 шкултан çак предметсене вĕрентекен 21 педагог хутшăнчĕç.

Пĕлтĕрхи 3-мĕш фестиваль Кăшавăш шкулĕнче иртнĕ, унран маларах вăл педагогсене Çĕньял-Покровскинче пуçтарнăччĕ. Пĕрремĕшĕ вара Апаш шкулĕнчен пуçланнă. Çак хăйне евĕрлĕ тупăшу Шупашкар районĕн чысне республика шайĕнче хÿтĕлеме тивĕçлĕ кандидата палăртать.

4-7-мĕш тата 9-мĕш класс ачисем чăваш чĕлхипе литература урокĕсенче пач палламан учительсенчен пĕлÿ илчĕç. Пĕр харăсах 5 кабинетра уроксем пуçланчĕç. Çак йĕркесен авторĕн те жюрипе, ачасемпе пĕрле 5 урокра пулса хăйне шкул ачи вырăнĕнче туйма май килчĕ.

1-мĕш урока Салапайкассинчи Алевтина Шишкина 5-мĕш классемпе «Фонетикăпа графика, орфографи» пайра мĕн вĕреннине çирĕплетсе хăварасси» темăпа ирттерчĕ. Уçă урок ЧР гимнĕпе пуçланчĕ. Урок вăйă евĕрлĕ иртрĕ, ачасем ребус тупсăмне шырарĕç. Жюри пĕтĕмлетĕвĕпе, Алевтина Шишкина – «Урока творчествăлла йĕркелекен учитель». Вăл çак номинацире диплома тивĕçрĕ.

2-мĕш урока Атайкасси шкулĕнчи Светлана Ефимова ирттерчĕ. Тĕп тема «Сапăрлăх этеме илем кÿрет» ятлă пулчĕ. Вĕрентекен ачасемпе «Туйăм ещĕкĕ» вăйă ирттерчĕ. Сивĕ е ăшă япаласемпе сăмахсен пĕлтерĕшне вĕрентрĕ. Доска çинче саланса кайнă утрава пĕрлештермелли вăйă пулчĕ. Унтан ачасене ырă ĕçе вĕрентекен «Эпĕ ырă Улăп» вăйă иртрĕ. «Ырă ĕçсем тăвакан ачасем – сапăр ачасем», – терĕ те Светлана Юрьевна, ачасене чĕререн юратнине палăртса хутран ăсталанă «чĕресем» парнелерĕ. Ачасем вара «чĕресем» хыçне ăшă сăмахсем çырса хăнасемпе юратнă учителе парнелерĕç. Светлана Ефимова фестиваль пĕтĕмлетĕвĕпе «Ăнтăлушăн» номинацири диплома тивĕçрĕ.

Мăнал шкулĕн учителĕ Анжела Московцева 6-мĕш классемпе урок ирттерчĕ. Кунта Антип Николаевăн «Юра асламăшĕ» хайлава пăхса тухрĕç. Урок «Ватта сума сăвакан хăй те сумлă пулакан» темăпа иртрĕ. Ачасем лартса панă сценкăра тĕп рольсене Мария Васильева, Эдик Леонтьев вылярĕç. Кану тăхтавĕнче сăвă каласа физзарядка ирттерчĕç. «Артист учитель» номинацире палăртнă вĕрентекен çакă пулчĕ.

Тренккасси шкулĕн учителĕ Ираида Фомина 7-мĕш классемпе ирттернĕ урок та кăсăклăччĕ. Унăн тĕп теми Геннадий Айхин «Çын тата сцена» сăвви пиркиччĕ. Çак сăвва автор ЧР тава тивĕçлĕ артисткине Вера Кузьминана халалланине пурте пĕлмеççĕ-тĕр. Кăçал Раççейре Кино çулталăкĕ пулнă май, театр, сцена, кино çинчен калаçрĕç урокра. Вера Кузьмина вылянине, сценăсене пысăк экран çинче уçса кăтартрĕ вĕрентекен. «Артист пулма вăй, сывлăх, чăтăмлăх, ăс-тăн, талант кирлĕ», – терĕç ачасем. Картинăсем суйласа илсе сценари çырчĕç, доска умĕнче рольсене калăпласа пăхрĕç.

Евгений Майков 9-мĕш-
семпе урока «17-ри яш ĕмĕр е ĕмĕр тăршшĕ – пурнăçпа вилĕм хушши» темăпа ирттерчĕ. Малтанах ачасене «Турă ĕмĕр валеçет» чăваш халăх юмахĕпе паллаштарчĕ. Кино çулталăкĕ пулнă май кинопленкăсем пек сăнарларĕ. Чăвашăн пурнăç тапхăрне кашни 6 çултан сăнарласа кинофильм ленти евĕр хатĕрленĕ вăл: 6 çулхи ачалăхран пуçласа 102 çулччен. «Кашни вăхăтăн хăйĕн илемĕ», – çапла пĕтĕмлетрĕ урока Евгений Майков. Вăл «Педагогикăри пултарулăх» номинаци дипломне тивĕçрĕ.

Салапайкасси шкулĕн вĕрентекенĕ Алевтина Шишкина фестивале пухăннă учительсемпе мастер-класс ирттерчĕ. Жюри «Педагогикăри пултарулăх» номинациллĕ, çавăн пекех 1-мĕш степень дипломне Вăрман-Çĕктерти шкултан килнĕ Мария Кудрявцевăна пама йышăнчĕ. 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене Тренккассинчи Ираида Фоминапа Çĕньял-Покровскинчи Галина Смирнова пайларĕç. Çитес çулхи 5-мĕш фестиваль вара педагогикăн пултаруллă кадрĕсене Вăрман-Çĕктер шкулĕнче пухма хатĕрленет.

Николай Смирнов, Атăлъял

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости