Пур эмел те парăнтараймасть

Грипп чирĕпе аптăракансен йышě хĕл варринче ÿсет. Епле сыхланмалла çак чиртен, мěн тумалла чирлес мар тесен – паян çакăн çинчен республикăри медицина профилактикин, сывату физкультурипе спорт медицини центрĕн тухтăрĕнчен Елена ЕГОРОВĂРАН ыйтрăмăр.

– Мěншěн-ха грипп чирне уйрăмах йывăр теççě, мěнпе уйрăлса тăрать ытти вирус чирěсенчен?

– Грипп чирлě çынтан тата уйрăмах чире ура çинче ирттерекенсенчен куçать. Вěсем усěрнě, сунасланă, калаçнă чухне грипп вирусěллě сурчăк 2 метртан пусласа 10 метр таранах саланать. Грипп таса мар алă урлă та ерме пултарать. Организма вирус лекнěренпе чир палăриччен 12 сехетрен пуçласа 48 сехет иртет.

Грипп ытти респираторлă вирус чирĕсенчен урăх чирсене куçма пултарнипе хăрушă. Ÿт-пÿ температури сасартăк 39-40 градуса çити хăпарать, мышцăсем, куçсем ыратаççě, тар вăйлă тухать, вăй-хал чакать, пуç ыратать. Каярахпа тин сăмса питěрěнет, пыр ыратма пуçлать, ÿсěрнě чухне уйрăмах кансĕр. Чире çăмăл тÿссе ирттернĕ тĕслĕхсенче температура 3-4 кунран чакать. Вăйсăрлăх, ывăнчăклăх вара час иртмеççě.

Ытти респираторлă вирус чирĕсем аптăратсан вара ÿсĕрни, сăмса юхни, пыр ыратни – тĕп паллăсем. Грипа ура çинчех ирттерекенсен е йывăр чирлекенсен чир шала кайма, вирус энцефалитне, пневмоние, миокардита, хăлха шыççине, гайморита, тата ытти чире те куçма пултарать. Гриппа ытларах ачасемпе ватă çынсем, чěрепе ÿпкен вăрах чирě пуррисем йывăррăн чирлеççĕ.

– Грипп чирě палăрма пуçласанах мĕн тумалла?

– Енчен те температура пысăках мар пулсан тухтăр патне каймалла, питě пысăк хăпарса кайсан ăна киле чěнсе илмелле. Вăл сěннине çирěп пăхăнса сипленмелле. Чир хěрсе çитнě вăхăтра, вăй пěтсен, шăнтса пăрахсан вырăн çинчен тăмалла мар. Шěвек нумай ěçмелле, хурлăханран, хăмла çырлинчен, çăка чечекěнчен хатěрленĕ шěвексем, улма-çырла морсĕсем усăллă. Тухтăр çырса панă эмелсене вăхăтра ěçмелле. 38 градусран пěчěкрех температурăна чакармалла мар. Мěншěн тесен пысăк температура вируссемпе кěрешекен организмăн хÿтлěх реакцийě шутланать. Температура хăпарсан ăшă процедурăсем – ванна, горчичник, грелка, ăшă чěркени, банка – татах та ытларах вĕрилентерме пултарнипе хăрушă. Антибиотиксене те тухтăр хушмасăр ěçмелле мар: вĕсем грипп вирусěсене çĕнтереймеççĕ, организма хÿтěлекен усăллă микробсене вара тĕп тăваççĕ.

– Елена Михайловна, хăш-пěр çынсем чирлесен те ěçе çÿреççě, ку вăл мĕнпе хăрушă?

– Статистика кăтартна тăрăх, чире ура çинче ирттерекенсемшĕн вăл хĕне кайса урăх йывăр чире те куçма пултарать. Чирлекен çын грипп вирусěсене сыввисем хушшинче сарать. Грипран сывалса пыраканăн халсăрлăх, вăйсăрлăх чылайлăха сыхланса юлать. Çавăнпа чирлě çынтан ěçре те усă нумай пулаймě.

– Чиртен мěнле майсемпе сыхланма пулать?

– Чир пуçланиччен е алхаснă самантра аскорбин кислотипе поливитаминсем, иммунитета ÿстерекен препаратсем ěçмелле. С витаминпа пуян пахча çимěçпе улма-çырла çимелле. Ку вăл – лимон, мандарин, гранат, апельсин, чěрě купăста салачě. Пÿлĕмри вируссене пěтерме вакласа сухан, ыхра тытмалла, вĕсене çимелле. Таса, уçă сывлăшпа сывлама тăрăшмалла. Кил-çурта, пÿлěме час-часах уçăлтармалла. Уçă сывлăшра уçăлса çÿрени, утни – ÿпкесене сывлаттарса тасатма, юн çаврăнăшне лайăхлатма, организма çирěплетме пулăшать. Респираторлă чирсем сарăлнă тапхăрта халăх йышлă пухăнакан вырăнта сахалрах пулма тăрăшмалла. Урама тухиччен кашни кунах сăмса ăшне оксолин маçĕ сĕрмелле. Шăнсан иммунитет чакать. Çавăнпа та тумтире çанталăка кура тăхăнмалла, урамран кĕрсен вара алăсене супăньпе çумалла.

ТАТЬЯНА МАЙОРОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости