Пĕрремĕш тенкĕ паха

Шупашкар районĕнчи шкулсенче 282 вĕренекен ĕçлет. Вĕсене ĕçленĕ вăхăт тăрăх (сехетшĕн) тÿлеççĕ. Вĕренекенсемпе 10 кунлăх ĕç килĕшĕвĕсем туни пирки пире районти Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн ертсе пыракан инспекторĕ Рената Чайкова пĕлтерчĕ.

Кунсăр пуçне Центр ултă ял хуçалăх предприятийĕпе килĕшÿ туни паллă. Хальхи вăхăтра çул çитмен çамрăксем çак документпа килĕшÿллĕн «Атлашевский» СХКна тата «Приволжское» ОАОна ĕçе вырнаçаççĕ. Вĕсен унта çу тăршшĕпех вăй хума ирĕк пур. Ытти предприятисем шкул ачисене август уйăхĕнче кĕтеççĕ-мĕн.

Çул çитмен 8 çамрăк «Зеленстрой» ОАО ĕçченĕсем пулса тăнă та ĕнтĕ. Вĕсем Кÿкеç поселокĕнчи теплицăсене пăхса тăраççĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости