Пěр вăхăтра тата пěрле

«Тăван Ене» вуланăçемěн çырмалли тупăнсах пырать. Ноябрěн 11-мěшěнче пичетленнě пěр статья авторě – Мăн Маркăри Екатерина Григорьева – хăйěн ентешě, инçетри çěршывра пурăнакан Оксана Кириллова акăлчанла мěнле майпа калаçма хăнăхни пирки çапла çырать: «Оксана çакăншăн Ишек шкулěнче ют чěлхене вěрентнě Евстолия Михайловна Кузнецовăна паянхи кун та ырăпа асăнать».

Е.М. Кузнецовăна асăнни вырăнлă пулчě. Мěншěн тесен шăпах тепěр кунне, ноябрěн 12-мěшěнче, пединститутра ют чěлхесен факультечě 65 çул тултарнине паллă турěç. Тата шăпах çак факультетра эпир Евстолипе пěрле вěреннě. III курсра вăл мана Шăмăршă районěнчи хăй çуралнă Кахерлě Шăхаль ялне хăнана илсе кайнăччě. Унтанах эпир Чěмпěр хулине курма кайса килтěмěр. 1968 çулта Евстолия Михайловна Ишекри вăтам шкулта ěçлеме пуçларě. Ун патěнче эпир, пěрле вěреннисем, темиçе хут та пулнă. Студент чухнех Евстолия обществăлла ěçе хастар хутшăнатчě. Шкулта ěçленě вăхăтра та вăл пысăк авторитетлă пулнă. «Учитель-методист» ята, ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн Хисеп грамотине тивěçнě, партипе профсоюз органěсенче вăй хунă, ял совет депутатěнче тăрăшнă. Шел, вăхăтсăр пурнăçран уйрăлчě.

Сăн ÿкерчěкре – Евстолия Кузнецова студентка гитарăпа ларать. Сăмах май, сулахайра тăраканни – Кăшавăш хěрě Надя Херсонова. Манпа пěр вăхăтра ют чěлхесен факультетне пěтернě учительсем районта татах пур. Атайкасси шкулěнче нумай çул Евгения Германовна Молостова нимěç чěлхи вěрентрě. Вăл Вăрмар районěнчи Мăнçырма ялěнчен. Эпир Женьăпа студент чух Павлодар облаçне çерем уçма кайсан пěр бригадăра ěçлерěмěр. Иккěн Хусана та кайса килнěччě. Атайкассине ěçлеме куçсан Женя пěр вăхăт пирěн патра, Çĕньял-Покровскинче, пропискăра тăчě. Яла автобуспа çÿренě чух ăна эпě час-часах кураттăм – уроксем хыççăн вăл Шупашкара каятчě. Пединститут умěнче 1964 çулта ÿкерěннĕ сăн ÿкерчĕкре, варринче, эпир Женьăпа иккěн йăл кулса тăратпăр. Женя çумěнче пирěн юратнă куратор, лексикологи вěрентнě Клара Фридриховна Ваккер.

Çěньял-Покровски шкулěнче 34 çул нимěç чěлхи вěрентнě Алевтина Ивановна Васильева (Артемьева) та эпě çывăх паллакан ěçтешсенчен пĕри. Шупашкарта эпир пěр-пěринчен инçех мар пурăнатпăр. Хăй вăл Вăрнар районěнчи Кайри Тукай ялěнчен. 1967 çулта пединститутран вěренсе тухнă. Алевтина Ивановна яланах хăйěн тăрăшулăхěпе палăрса тăрать. Ахальтен мар унăн вěренекенě пулнă пирěн ялти Наталья Витальевна Яруткина халě институтра ют чěлхесен факультетěнче студентсене хатĕрлет. Ют чěлхене вěрентекенсен хушшинче хамăр районсем те пур. Ман умěн Ишлей шкулне пěтернě Лариса Московцева нимěç чěлхи уйрăмĕнче пěлу илчě, манпа пěр вăхăтрах Улатăр районěнче ěçлерě. Кайран Лариса Кирилловна Иванова Çěньялти (аэропорт патěнчи) шкулта ěçлеме пуçларě. Кашни çыннăн пурнăçě пěр-пěрин хушшинчи хутшăнусемпе пуян. Çавăнпа ыттисемшěн кирлě те манăçми тěслěх пулса тăрать.

ТАМАРА ВЕРЕНДЕЕВА, ÇĔНЬЯЛ-ПОКРОВСКИ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости