Пĕр кунта – 5 концерт

Аслă вăрçăран чылай çын аманса таврăннă, нумайăшĕ вăрçă хирĕнче пуçне хунă. Манăн аттен пиччĕшĕн Федор Платоновичăн та пурнăçĕ Сталинград çывăхĕнчи кĕрешÿре татăлнă.

Ăна тата вăрçăн ытти паттăрĕсене чыс тума майăн 9-мĕшĕнче Кÿкеçе çитрĕмĕр. Пĕрлех манăн тахçанхи юлташ Федор Мадуров скульптор пулчĕ. Вăл мана хытă хистесех Лапсар тăрăхне кĕрекен Çĕнъяла хăй тунă палăка уçнă çĕре хутшăнма чĕнчĕ. Мероприятие Лапсар ял тăрăх пуçлăхĕ Дмитрий Захаров ертсе пычĕ. Ку палăка икĕ çул каяллах тума пуçланă. Çур тонна таякан мрамора Екатеринбург хули çывăхĕнчи Урал тăвĕсем патĕнчен машинăпа турттарса килнĕ. Кунта салтак тата чăваш хĕрарăмĕн сăнарĕ сăнланнă. Композицире çавăн пекех çапăçу хирĕнче танксем, артиллеристсем тупăран пенĕ самант. Гранит плити çине вăрçăра пуç хунă 22 тата вăрçăран таврăннă 24 салтак хушамачĕсене çырса хунă. Вăл вăхăтра ялта пурĕ те 37 кил çеç пулнă.

Палăк вырнаçтарнă лаптăка илем кĕртнĕ, çĕнĕ карта тытнă, тротуар сарнă.

Федор Мадуров тунă композици Ойкасри А. Михайлов старостăна та килĕшнĕ. Çавăнпах вăл пире хăнана илсе кайрĕ. Çак ялта та Алена Егорова клуб заведующийĕ тата Константин Кондратьев вырăнти депутат тăрăшнипех Çĕнтерÿ кунне халалланă мероприятисем пуян программăллă иртрĕç. Сĕтел хушшине ларсан вара çак ялта пурăнакан Людмила Кондратьева ашшĕ вăрçăран таврăннă чухнехи саманта аса илсе култарчĕ. Çемье пуçĕ 1945 çулта трофейпа таврăнать… икĕ ачаллă нимĕç хĕрарăмĕпе!

– Анне çур çул чăтса пурăнчĕ, кайран аттене ăçтан илсе килнĕ – çавăнта кайса яма хушрĕ. Атте итлерĕ – леçсе ячĕ те каялла килчĕ.

Ойкассем сумлă хăнана Çĕнъял-Туканашри пек палăк туса пама ыйтрĕç. Кивĕ палăк ишĕлсе пынă пирки кашни çулах ансат мар юсав ĕçĕсем ирттермелле. Скульптор мраморпа гранит хакĕ çеç 130 пин тăнине пĕлтерсен ял халăхĕ шухăша кайрĕ.

Самуккасси ялĕнче те Çĕнтерÿ кунне тивĕçлĕ шайра ирттерчĕç. Вырăнти «Савнă Ен» фольклор ушкăнĕ майăн 9-мĕшĕнче 5 яла çитсе концерт кăтартрĕ.

Самуккасси ялĕнче вăрçă ачисем, тĕрĕсрех, хĕрĕсем виççĕн çеç, Галина Федорова 1930 çулта çуралнă, Гюльсара Васильева – 1937, Николаева Мария Николаевна – 1929 çулсенче. Уйрăмах Гюльсара Васильевна митингра каланă сăмахсем чуна пырса тиврĕç:«Хамăр мăянран пĕçернĕ çăкăр çиеттĕмĕр, фронта çăмарта, услам çу тата ытти тутлă çимĕçе салтаксене ярса параттăмăр. Шупашкара кайсан тыткăна лекнĕ нимĕçсем тĕпне йывăçран тунă, çÿлти пайне брезентран çĕленĕ атăпа урам тăрăх утни 2-3 километртанах илтĕнетчĕ…»

Çавăнпа пуль кăçал Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче Мускава килнĕ Германи канцлерĕ Ангела Меркель Раççей тата ытти çĕршыв халăхĕнчен каçару ыйтрĕ.

Николай Платонов, Шоркка

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости