Пĕчĕк чух – пĕчĕк хуйхă, пысăклансан…

«Призыв комиссийĕн ларăвĕнче пулас салтаксен ĕçĕсене тĕпчеме пуçласан кашни урлă тенĕ пекех УК 158-мĕш статйипе айăпланнине куратăп», – пăшăрханăвне пĕлтерчĕ тунтикунсерен райадминистрацире иртекен планеркăра ЧР Çар комиссариачĕн Шупашкар тата Сĕнтĕрвăрри районĕсенчи уйрăмĕн çар комиссарĕ Александр Кочуров. Пĕрре закон урлă каçни – çамрăк биографийĕнчи пурнăç тăршшĕпех ура хуракан «хура пăнчă». Сывлăх енчен çирĕп çĕртех çарăн элитлă чаçĕсене лекес вырăнне пĕр салтак та çăмăл тесе аса илмен чукун çул çарне е стройбата яма тивет-мĕн вĕсене.

Каникулта – вăхăтлăха ĕçе

2017 çулхи январь-март уйăхĕсенче районта çул çитменнисем преступлени тăвасси 75% чакнă паллах, анчах малалла мĕнле пулĕ-ха. Çакăн пирки райадминистрацин çул çитмен ĕçĕсемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комисси ĕçĕ-хĕлне йĕркелес сектор заведующийĕ Снежана Петрова пĕлтерчĕ. Çак тапхăрта йĕркене пăснă пĕр тĕслĕх пулнă (пĕлтĕр – 4). Çул çитменнисем йĕркене пăсасси 4,3%-ран 0,8% сахалланнă (республикăри çак кăтарту – 4,1%). Кăтартусем лайăх енне улшăнчĕç – кунта комисси çул çитменнисем йĕркене пăсассине тата ашшĕ-амăшĕсĕр çÿрессине асăрхаттарас тĕлĕшĕпе çине тăрса ĕçленин витĕмĕ те пур. Пĕлтĕр 18 профилактика рейчĕ иртнĕ, çак ĕçе 13 вĕрентÿ учрежденийĕ хутшăннă. Комисси профилактика субъекчĕсемпе пĕрле февралĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 27-мĕшĕччен «Полици тата ачасем» профилактика акцийĕпе килĕшÿллĕн 11 шкул вĕренекенĕсемпе тĕл пулнă. Вĕрентÿ учрежденийĕсенче право темипе, наркомани профилактикипе, сывă пурнăç йĕркине сарас тĕллевпе лекцисем ирттернĕ, уголовлă тата административлă право нормисемпе паллаштарнă. Аслă классенче вĕренекенсене çуллахи каникулта кăна мар, вĕренÿрен пушă вăхăтра та вăхăтлăха ĕçе вырнаçма май пурри пирки ăнлантарнă.

Ăнăçсăр çемьесене тупса палăртма комисси ял тăрăхĕсенчи 60 çемьен тата вĕсенче ÿсекен çул çитмен ачан пурăнмалли условийĕсене тĕрĕсленĕ. Апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне комиссире социаллă хăрушлăхри 47 çемье учетра тăрать, вĕсенче çул çитмен 100 ача. Кăçалхи пĕрремĕш квартал вĕçленнĕ тĕле çул çитмен 26 çамрăка (пĕлтĕрхи çак тапхăрта – 31) шута илнĕ, çав шутра йĕркене пăснă е обществăна хирĕç ĕç-пуç тунисем – 16, условнăй срокпа айăпланнисем – 3, алкоголь продукцине, психоактивлă хутăшсене усă курнисем – 10.

Халăхри воспитательсем

2007 çулхи октябрĕн 5-мĕшĕнчи çул çитменнисен общество воспитателĕсем çинчен калакан республика законĕпе килĕшÿллĕн, учетра тăракан кашни ача çумне вĕсемшĕн яваплă çынна çирĕплетеççĕ. Апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне комисси шута илнĕ çул çитмен 8 çамрăк тĕлĕшпе çакăн пек мерăсем йышăннă. Общество воспитателĕсем йĕркесĕр тытнине асăрхаттарма, сиенлĕ йăласене сирме тĕрлĕ меслет усă кураççĕ. Çемьепе телефон урлă та, куçа-куçăн та çыхăну тытаççĕ.

Çул çитменнисемпе вĕсем пурăннă вырăна тухса çÿресе кăна мар, комисси ларăвĕсене чĕнсе те ĕçлеççĕ. Пĕлтĕр комисси пăхса тухнă 61 административлă материалтан 13-шĕ çул çитменнисемпе çыхăннă. Çав шутра РФ КоАПĕн 21.20 статйипе (çынсем нумай пухăнакан вырăнсенче ÿсĕр çÿрени) – 1 протокол (пĕлтĕрхи çак тапхăрта – 5), РФ КоАПĕн 7.27 статйипе (çаратни) – 1 (пĕлтĕр – 4), транспорт хатĕрĕпе унпа çÿреме ирĕк çук çĕртех руль умне ларнăшăн – 1.

«Уçăлма тухрăм»

Комиссие çитернĕ материалсене майăн 24-мĕшĕнче иртнĕ черетлĕ ларура пăхса тухрĕç. Акă Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнче пурăнакан 5-мĕш класс вĕренекенĕ кăçал урокра хăйĕнпе пĕр класра вĕренекен хĕрачана пит çăмартийĕнчен çапнă. Хĕр пĕрчин ашшĕ-амăшĕ çапнă вырăнта кăвака асăрхасанах çакăн пирки йĕрке хуралне пĕлтернĕ. «Вăл мана тĕкрĕ, ручкăпа печĕ, эпĕ вара ăна çупса ятăм», – тÿрре тухма тăрăшрĕ ача. Комисси членĕсен çын çине алă çĕклеме юраманни пирки асăрхаттармалли кăна юлчĕ – куншăн законпа пăхнă яваплăх пур.

«Уçăлма тухрăм», – ăнлантарчĕ комисси членĕсем ачисене хăйсем тĕллĕн пăрахса хăварнин сăлтавĕпе кăсăклансан ларăва Кăшавăш ял тăрăхĕнчен йыхравланă вăтăр çула та çитмен амăшĕ. Амăшĕ теме чĕлхе те çаврăнмасть ун пирки, хутран-ситрен ачисене килте пăрахса хăварса (кĕçĕнни виççĕре кăна) эрнипех киле килмесĕр пурăнма пултарать-мĕн вăл. Ĕçкĕллĕ юлташĕсемпе пĕрле ерсе çÿрет. Ачисен ашшĕ çак вăхăтра тĕпренчĕкĕсене хăйĕн ашшĕ-амăшĕ патне илсе кайни пирки калать. Эрехпе иртĕхекен хĕрарăм ниçта та ĕçлемест. Ялта пурăнсан та пĕр выльăх та усрамасть. Специальноçĕ те çук унăн. Намăсланчĕ-ши – пĕр-пĕр хуçалăха ĕçлеме кăмăл пурри пирки пĕлтерчĕ. Комисси членĕсем ĕçе вырнаçма йывăр пулсан килте выльăх-чĕрлĕх, анкартинче пахча çимĕç ÿстерме сĕнчĕç, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта пĕр-пĕр профессие алла илме май пуррине ăнлантарчĕç. Тÿрленме васкамасан тĕпренчĕкĕсемсĕр тăрса юлас хăрушлăх та пысăк. Пĕр-пĕр кун урăлĕ те – килте ача сасси илтĕнмĕ…

Специалист шухăшĕ

Маргарита Попова,

Кÿкеçри 1-мĕш шкул психологĕ:

– «Манран никам та нимĕн те ыйтмасть», – тет хăш-пĕр ача куçа куçăн калаçнă чухне. Ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкне çи-пуç, апат-çимĕç енчен уйăрас мар тесе çителĕклĕ укçа-тенкĕ ĕçлесе илме тăрăшать, ачисем валли вăхăт юлмасть тесен те йăнăш мар. Ачана вара, уйрăмах çул çитменнине, тимлĕх ытларах кирлĕ. Вăл кампа туслине, унăн вĕренĕвĕ çинчен, шкулта мĕн пулса иртни, ăна пăшăрхантаракан, кăсăклантаракан ыйтусем пирки чуна уçса калаçмалла. Ачан ашшĕ-амăшне шанма хăрамалла мар. Унăн тусĕсен ашшĕ-амăшне пĕлни те пăсмасть. Кунсăр пуçне вăл мĕнле сайтсене кĕнине сăнаса тăмалла. Интернетра ача хăрушлăх кăларса тăратакан информаци авăрне те лекме пултарать. Ачана тивĕçлĕ воспитани парас тесен чи малтанах ашшĕ-амăшĕн уншăн ырă тĕслĕх пулмалла, юратмалла, ачан çемьере унпа кăсăкланнине, хăй кирлине туймалла. Пушă вăхăта усăпа ирттертĕр, сиенлĕ йăласенчен аякра тăтăр тесен тĕрлĕ кружока, секцие çырăнмалла.

АНЖЕЛИКА ТИХОНОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости