Рабочипе инженер ят-сумĕ таврăнать

Тавар туса кăларакансемшĕн цехсенче ăста кадрсем пулни, вăл е ку ĕçре çĕнĕ технологисемпе усă курни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Предприятисене ĕç меслетне алла илнĕ рабочисем çитменни ура хурать.

Правительство тĕллевĕсенчен пĕри

Рабочисем – республика экономикине аталантарма хутшăнакан кадрсем. Ытларах станок, руль, тимĕр шăратакан кăмака умĕнче, цехра е фабрика-заводра вăй хуракансем кирлĕ. Анчах та çамрăксем юрист, экономист, менеджер чи хисеплĕ те укçа ытларах кÿрекен професси тесе шухăшлама пăрахман-ха. Çав вăхăтрах предприятисемпе организацисем пысăк квалификациллĕ рабочисене хапăл тусах кĕтсе илеççĕ. Раççей Правительствин тĕллевĕсенчен пĕри те – инженери тата пысăк квалификациллĕ рабочи кадрĕсене хатĕрлесси. Вăйлă экономика – вăйлă çĕршыв…

Çĕршыври, республикăри, районти ĕçпе тивĕçтерекен центр сĕннĕ вакансисен пысăк пайĕ те рабочи профессийĕсен сĕнĕвĕпе çыхăннă. Предприятисемпе организацисенче строительсене, электрогазосварщиксене, наладчиксене, монтажниксене, отделочниксене, платниксене, столярсене, фрезеровщиксене кĕтеççĕ. Парикмахерсене, закройщиксене, çĕвĕçсене те йыхравлакан нумай.

Тĕслĕх пур

Çамрăксене шкулта вĕреннĕ чухнех профориентаци енĕпе кирлĕ пĕлÿ пани пĕлтерĕшлĕ. Шкул пĕтерекен çамрăксем тĕрĕс специальноç суйласа илччĕр тесен тĕрлĕ професси çыннисемпе тĕл пулусем йĕркелемелле. Нумай пулмасть Çĕньял шкулĕн вĕренекенĕсем çак тăрăхра ÿссе çитĕннĕ, халĕ Екатеринбург хулинчи физика меслечĕсемпе контроль приборĕсен кафедрин профессорĕнче вăй хуракан Александр Владимиров тĕпчевçĕпе тĕл пулнă. Тăван çĕршывра нумай çул пулман профессор шкул ачисене хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа панă, инженер профессийĕн уйрăмлăхĕсемпе паллаштарнă.

Александр Петрович Владимиров тĕпчевçĕ 1952 çулта Мускав облаçĕнчи Нарофоминск хулинче çар çыннин çемйинче çуралнă. Унăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ Чăваш Енре иртнĕ. 1969 çулта Çĕньял шкулĕнчен вĕренсе тухсан вăл çулталăк Шупашкарти механизмсем тăвакан заводра вăй хунă. 1970-1975 çулсенче ăс пухас ĕмĕтлĕ çамрăк ЧПУ-ра физикăпа математика уйрăмĕнче вĕреннĕ. Иккĕмĕш курсрах тĕпчев ĕçĕсене хутшăнма тытăннă. 1975-1979 çулсенче вăл Пермь хулинчи полимер материалсен институтĕнче инженерта вăй хунă, полимер пахалăхĕсене тĕпченĕ чухне голографипе усă курассипе ĕçленĕ.

Пурнăç çулĕ ăна Свердловск хулинчи металл институтне те илсе çитернĕ. Вăл малтан инженерта, унтан наукăн кĕçĕн сотрудникĕнче, кайрантарах наука сотрудникĕнче вăй хунă. Александр Петрович кандидат тата доктор диссертацийĕсене хÿтĕленĕ. 1990 çултанпа Свердловскри УГТУ-УПИ-ре физика меслечĕсемпе контроль приборĕсен кафедринче малтан преподавательте, кайран доцентра вăй хурать. Паян вăл – кафедра профессорĕ.

Александр Петрович конструкцин çиелти çирĕплĕхне тĕрĕслеме тата сиенленессинчен хÿтĕлеме май паракан спекл-интерферометр меслетне шухăшласа кăларнă. Вăл сĕннĕ оптика меслечĕсем вара япаласем куçнине виçме, çаврăннине, хăйсен формине çухатнине, материалсем юрăхсăра тухнине, конструкцин çĕмĕрĕлес хăрушлăхне тупса палăртма май панă. Вĕсене пурне те авиаци промышленноçĕнче ăнăçлă усă курма тытăннă.

Александр Владимирова Çĕньял шкулĕнче физика предметне РФ тава тивĕçлĕ учителĕ Светлана Димитриевна Кутузова юратма вĕрентнĕ. Шăпах вăл хавхалантарса тăнипе паллă тĕпчевçĕ-ентеш хăйĕн çулне тупнă. Учитель каланă тăрăх, А. Владимиров шкул саккинченех çак предмета юратнă.

Çĕньял шкулĕнче вĕренекенсемшĕн ученăй-тĕпчевçĕ тĕслĕх вырăнĕнче. Хăйĕнчен тĕслĕх илсе пĕр вĕренекен те пулсан инженер профессине алла илме тĕллев лартсан Александр Петрович калама çук савăннă пулĕччĕ паллах.

ВЕРА ШУМИЛОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости