Районăн хисеплĕ çыннисен йышĕ хушăнчĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Шупашкар районĕн хисеплĕ çынни» ята тивĕçрĕ. Районти депутатсен черетсĕр 41-мĕш пухăвĕнче çак сĕнĕве пĕр саслăн ырласа йышăнчĕç.

Сумлă ята Михаил Васильевича район аталанăвне курăмлă тÿпе хывнăшăн пама йышăннă. Вăл 1962 çулхи январĕн 8-мĕшĕнче Кĕçĕн Турхан ялĕнче çуралнине аса илтерни вырăнлă. «Район çыннисен ыйтăвĕсене татса пама пулăшнăшăн, кашни сĕнĕве йышăннăшăн вăл çак сумлă ята чăннипех те тивĕçлĕ», – терĕ Депутатсен пухăвĕн председателĕ – район пуçлăхĕ Алевтина Исаева.

Шупашкар районĕнчи тĕрĕслевпе шутлав органĕн ĕçĕ-хĕлĕпе пухăннисене ведомство председателĕ Надежда Ведина паллаштарчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ çулта орган пĕтĕмпе 184 мероприяти йĕркеленĕ. Вĕсенчен 172-шĕ экспертпа аналитика тĕллевĕсемпе çыхăннă. 12 контроль мероприятийĕнчен виççĕшне бюджет укçа-тенкине тĕллевлĕ тата эффективлă тăкакланине тĕрĕслеме унăн тĕп пайне усă курнă Ишлей, Вăрман-Çĕктер, Кăшавăш ял тăрăхĕсен тĕлĕшĕпе пуçарнă. Çавăн пекех Раççей президенчĕн «майри указĕсене» пурнăçлама республика бюджетĕнчен уйăрнă укçа-тенке усă курнин пĕтĕмлетÿллĕ кăтартăвĕсемпе паллашас тĕллевпе райадминистрацин вĕрентÿ управленийĕнче те тĕрĕслевсем ирттернĕ. Сăмах районти пĕтĕмĕшле вĕрентÿ учрежденийĕсен тата вĕсен умĕнхи заведени педагогĕсен 2012, 2013 çулсенчи ĕç укçине республикăри çак тытăмсенчи вăтам шая çитерессипе çыхăннă. «Тĕрĕслев мероприятийĕсен пур пĕтĕмлетĕвне те райадминистраци сайтĕнче вырнаçтарнă. Вĕсем тăрăх 5 учреждени ертÿçисен тĕлĕшĕпе çитменлĕхсене пĕтерме представлени çырса хатĕрленĕ», – пĕлтерчĕ Надежда Венеровна.

Пухура Шупашкар район администраци пуçлăхĕн должноçне йышăнма конкурса хутшăнмалли, унăн комиссине туса хумалли йĕркене тата унпа тăвакан контракт тĕсне хальхи вăхăтри закона çывăх хатĕрлеме йышăну турĕç. Райадминистрацин ĕçĕсемпе управляющийĕ Лариса Арсентьева ăнлантарнă тăрăх, çакă «Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçне-хĕлне йĕркелессин пĕтĕмĕшле принципĕсем çинчен» федераци законне улшăну кĕртнипе çыхăннă. Çĕнетнĕ документпа килĕшÿллĕн, конкурс комиссийĕн членĕсен пĕр йышне муниципаллă йĕркеленÿ йышĕнчен суйлĕç, теприне Раççей Федерацийĕн субъекчĕн çÿллĕ шайри должноçри сăпачĕ палăртать. «Федераци законĕпе килĕшÿллĕн, конкурс комиссийĕ 10 çынран тăрĕ. Çуррине Шупашкар районĕнчи депутатсен пухăвĕ палăртать, тепĕр çуррине – Чăваш Республикин Пуçлăхĕ», – çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ Лариса Геннадьевна.

Кун йĕркинчи тепĕр ыйту районăн муниципаллă харпăрлăхне Ишлей тата Кÿкеç ял тăрăхĕсене куçарасси пирки пулчĕ. Салари «Спутник» урамĕнчи 20 хваттер, поселокри «Советская» урамри 4 хваттер депутатсен сасăлавĕпе ял тăрăх харпăрлăхне куçрĕç. Райадминистрацин экономика пайĕн пуçлăхĕ Зоя Маслова куçман пурлăха авариллĕ, кивĕ çурт-йĕрте пурăнакан граждансен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма туяннине тата тунине пĕлтерчĕ.

ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости