Рейдсем çиеле кăлараççĕ

Январĕн 31-мĕшĕпе февралĕн 1-мĕшĕнчи çĕр варринче Мускавран Владимир, Чулхула, Хусан витĕр Ĕпхĕве каякан «Волга» автоçулăн 630-мĕш километрĕн, Шупашкар районĕнчи лаптăкĕ çинче автомашина 35 çулти хĕрарăма çапса хăварнă. Водитель ăна пулăшу парас вырăнне инкекре пăрахса тарнă.

Çакăн пирки çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн районти уйрăмĕнче пĕлтереççĕ. Йывăр суранланнине пула хĕрарăм тÿрех пурнăçран уйрăлса кайнă. Инкек вырăнĕнче бампер тата автомобиль хыçĕнчине кăтартакан кăвак тĕслĕ тĕкĕр ванчăкĕсем. Çул-йĕр çинчи пăтăрмах хыççăн инспекторсем тÿрех свидетельсене шырама пуçланă. Хальлĕхе тĕттĕм кăвак ГАЗель йĕрĕ çине ÿкме май килмен-ха – видеокамера шăпах çакăн йышши транспорт хатĕрне ÿкерсе илнĕ.

Çуран çÿрекенсен айăпĕпе 2016 çулта пулса иртнĕ 13 аварире 6 çын вилнĕ, çиччĕн йывăр суранланнă. Кăçал вара çулталăк пуçланнă кăна-ха – çакăн йышши 4 инкеке шута илнĕ. Иккĕн вилнĕ, çавăн чухлех шар курнă. Тĕп сăлтав – çул урлă юраман вырăнтан каçни.

Иртнĕ эрнере кăна-ха «Тăван Ен» М7 трассăн Шупашкар районĕнчи 640-мĕш километрĕнче «УАЗ» автомашина Явăш çыннине, 64-ри арçынна, çапса хăварни пирки пĕлтернĕччĕ. Йывăр сурансене пула унăн та чĕри тÿрех тапма чарăннă. ÇÇХПИ районти уйрăмĕн пайĕн информацийĕнчен вăл çул тепĕр енне ятарласа уйăрман вырăнтан каçни паллă.

Çуран çÿрекенсем çул çинче тăтăшах шар курнине пула районти çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн инспекторĕсем «Пешеход! На переход!» рейда час-часах тухаççĕ. Юлашки январĕн 26-мĕшĕнче иртрĕ. Çуран çÿрекен 6 çынна йĕркене пăснăшăн явап тыттарнă.

Çул-йĕр инспекторĕсем сăнанинчен авари вырăнне пăрахса хăварни водительсем çухалса кайнипе çыхăнни паллă. Анлă сарăлнă тепĕр сăлтав вăл – руль умне ÿсĕр ларни. Шăпах алкоголь витĕмĕпе водитель тимлĕхĕ темиçе хут чакать. Кун пек чухне вара çуран утакан çине пырса кĕресси те инçе мар. Шупашкар районĕн 21 çулти çамрăкĕ акă суд сакки çине виççĕмĕш хут ларчĕ – кашнинчех автомашинăпа хĕрĕнкĕ пуçпа çÿренине пула. Район прокуратуринче пĕлтернĕ тăрăх, пĕрремĕш хут вăл Toyota Corolla рулĕ умне эрех ĕçнĕ хыççăн 2016 çулхи июль уйăхĕнче ларнă. Ун чухне каччă алкоголь витĕмĕпе ÿсĕрĕлни тÿрех палăрнине пăхмасăрах хăй ĕçни пирки тунса медицина тĕрĕслевне тухма килĕшмен. Çак пăтăрмахран вăл 15 талăклăх административлă арестпах хăтăлса юлнă. Икĕ кун иртсенех çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн инспекторĕсем ăна каллех ÿсĕрле тытса чарнă – ку хутĕнче те руль умĕнче. Ун чухне суд ăна 5 пин тенкĕ штраф тÿлеттерме йышăннă. Пĕлтĕрхи ноябрь уйăхĕнче руль умне виççĕмĕш хут ÿсĕр ларсан вара çамрăк тĕлĕшпе уголовнăй ĕç пуçармах тивнĕ. Нумай пулмасть суд ăна пăхса тухса йĕркене пăсакана 220 сехет ĕçлеттерме йышăну кăларчĕ. Ун тăрăхах яшăн икĕ çулсăр транспорт хатĕрĕн рулĕ умне ларма ирĕк çук.

Çулталăк пуçланнăранпа районта инспекторсем руль умне ÿсĕр ларнă 9 водителе тытса чарнă. 2016 çулхи январь уйăхĕнче йĕркене пăсакансем пиллĕкĕн пулнă. Çакăн йышши тĕслĕхсене ытларах чухне «Урă мар водитель» масштаблă рейдсем çиеле кăларнине палăртни вырăнлă. Январĕн 27-29-мĕшĕсенче иртнинче ÿсĕр 2 водителе чарнă.

Татьяна Майорова

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости