Сарăлать уçланкă

Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнчи Станъял ялĕ çывăхĕнчи уçланкă иртнĕ эрнере халăха йышлăн пуçтарчĕ. Станъялсем уяв картишне уçма чул вырнаçтарчĕç. Ниме халăхĕ умĕнче Станъял ялĕн Аслă Канашĕн ертÿçи Владислав Эльмень, Сергей Сорокин предприниматель, Виталий Станъял профессор, Евгений Ерагин (Ешентей Мăчавар) ăсчах, ЧНК президиумĕн членĕ тата «Чăваш ялĕ» комитет ертÿçи Эдуард Бахмисов тухса калаçрĕç.

Авалхи йăлапа ĕçе «Нимене» юрăпа пуçларăмăр. Уçланкăна хыр пĕренесемпе хăмасем кÿрсе килсе пушатнă. «Проектпа Хыркассинчи пухура паллашрăмăр. Çĕнĕ саманара çĕнĕ ятсем кирлĕ. Кашни башньăна историпе çыхăннă тĕрлĕрен илемлĕ ят памалла. Республикăра 3 çĕрте кăна чарлансем пурăнаççĕ: Сĕнтĕрвăрри районĕнче, Сăр хĕрринче тата пирĕн патра», – терĕ Виталий Станъял пур ял тăрăхĕн хăйне евĕрлĕхне те шута илме хушса. Ешентей Мăчавар авалхи йăлана тĕпе хурса уçланкă варрине хатĕрленĕ кăвайта тивертсе ячĕ. Ун хыççăн çамрăксем 4 кĕтесрен 4 кăвайт тивертрĕç. Çăкăр пуçласа сăра тутаннă хыççăн чи пĕрремĕш юпана лартма Валентин Батьковпа Евгений Ильин çĕр чаврĕç. «Башня 7,5 м çÿллĕш пулать. Улăхсан 7 ял курăнмалла», – терĕ Эдуард Бахмисов.

Нимене 35 çын хутшăнчĕ. Хыр пĕренесене якатнă çĕрте 14-ăн ĕçлерĕç. Вĕсенчен 6-шĕ хĕрарăмсем: Татьяна Майорова, Людмила Зайцева, Зоя Ешметьева, Раиса Николаева, Зоя Улеева, Нина Егорова. Çĕр чавнă çĕрте виççĕн тăрăшрĕç: Валентин Батьков, Вера Эльмень тата Софья Егорова. Икĕ метр çÿллĕш хыр юпасенчен хÿме вырнаçтарĕç. Зоя Аввакумова, Владимир Герасимов, Гера Митрюхин, Федор Ильин т.ыт. тăрăшса ĕçлерĕç. Ниме малалла тăсăлать, юпа çумне юпа хушăнать. Иртнĕ шăматкун та пулас Акатуй уçланкинче ир пуçласа каçчен ĕç шавĕ кĕр! кĕрлерĕ. Таврара моторлă вун-вун пăчкă, çĕр чавмалли пăра, пуртă, кĕреçе, мăлатук сасси янраса кăна тăчĕ. 10 ялтан килнĕ хастарсен ушкăнĕсем вырăнти депутатсемпе тата ял старостисемпе пĕрле ĕçе пикенчĕç.Саваласа юпасем лартрĕç, хăмасем çапрĕç. Хатĕр керменсен çивиттисене витрĕç. Кашни ял картишĕ вăрăм сĕтелпе тата саксемпе илемленчĕ. Кашнинех хÿме тытса çавăрчĕç.

Атăлъялтан çак йĕркесен авторĕпе пĕрле 9-ăн пултăмăр нимере: Сергей Сорокин, Кристина Семенова, Владимир Калегин, Владимир Андреев, Юрий Николаев, Вениамин Гарашкин, Николай Кольцов тата Александр Фадеев. Ял çыннисен тепĕр пысăк йышĕ Леонид Фадеев ертсе пынипе ял çăви çинче субботник ирттерсе тирпей илем кĕртрĕ. Паянхи куна 13 ял хăйсен картишĕсене ăсталанă. Çапла сарăлсах пырать Акатуй уçланки.

Николай Смирнов, Атăлъял

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости