Сцена çинче – чи пултаруллисем

Иртнĕ шăматкун Шупашкарти ача-пăчапа çамрăксен пултарулăхĕн керменĕнче «Чăваш Ен ахах-мерченĕсем» республика фестиваль-конкурсĕ иртнĕ. Унта районтан 2 пултарулăх коллективĕ хутшăннă – Кÿкеçри «Ягодка» ача сачĕн «Задоринки» вокалпа хореографи коллективĕ тата Кÿкеçри тĕп культура çурчĕ çумĕнчи «Феерия» вокал студийĕн «Бебитоша» ансамблĕ.

Аса илтерер – «Чăваш Ен ахах-мерченĕсем» конкурс-фестиваль 3 тапхăрпа иртнĕ. Малтанах пултаруллă çамрăксем районсенче иртекен суйлав тапхăрне хутшăннă, чи маттуррисем конкурс финалне хутшăнма тивĕçнĕ. Чи-чи пултаруллисене вара Шупашкарта иртнĕ гала-концерт пĕр çĕре пухнă. Оксана Евстриковăпа Галина Яхина ертсе пыракан «Задоринки» коллектив сцена çине «Дорога добра» композиципе тухнă.

Район шайĕнче иртнĕ суйлав тапхăрĕнче «Феерия» вокал студийĕн вĕренекенĕсем Екатерина Владимирова пĕччен, Никита Родионовпа Анастасия Иванова дуэтпа юрласа «Наци пултарулăхĕ» номинацире финала тухнă. «Бебитоша» ансамбльти маттурсем вара «Çуркунне» чăваш юррипе конкурсăн 3 тапхăрĕнче те палăрнă, малти вырăна тухнă. Вокал студийĕн ертÿçи Олеся Саксонская ЧР культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлевăн Тав хутне тивĕçнĕ.

Гала-концерта паллă Раççей композиторĕ, ача-пăча юррисен авторĕ Григорий Гладков та хутшăннă. Çĕнтерÿçĕсене савăнăçлă лару-тăрура чыслакансен йышĕнче «Тăван Ен» хаçатăн тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина та пулнă. Татьяна Геннадиевна «Ягодка» ача сачĕн коллективне хаçатра статьясем пичетлеме май паракан сертификата парнеленĕ. Хаçат страницисенче хăйсен пултарулăхĕпе вулакансене «Бебитоша» ансамбль те паллаштарма пултарĕ.

Пирĕн корреспондент паллă композитортан илнĕ интервьюпа хаçатăн çитес номерĕнче паллашма май пулĕ. Григорий Гладков Чăваш Ене мĕншĕн кăмăлланине, мĕн сăлтавпа кунта куçса килес ĕмĕт-шухăшлă пулнине пытармасăр каласа парĕ.

ВЕРА ШУМИЛОВА ХАТĔРЛЕНĔ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости