Сăваплă кун

Апрелĕн 15-мĕшĕнчен 16-мĕшне куçнă каç Шупашкар районĕнчи 11 чиркÿре Мăнкун кĕллисем иртрĕç. Мăнкун авалхи чăвашсемшĕн çулталăка пуçласа яракан пĕрремĕш кун пулнă. Каярахпа вăл вырăссен уявĕпе (пасха) тÿр килнĕ. Çак кун тата хыççăнхи эрне тăршшĕпе çынсем пĕр-пĕрне «Христос чĕрĕлнĕ!», «Чăн чĕрĕлнĕ!» тесе саламласа хĕретнĕ çăмартасемпе сăйлаççĕ.

Кÿкеçри Державная Турă Амăшĕн турăшĕн чиркĕвĕнче литургие Николай Питирнов протоиерей ертсе пынă. Мăнкун уявĕнче кунта Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ – бюджет, финанс тата налог комитечĕн председателĕ Альбина Егорова, Шупашкар район пуçлăхĕ Андрей Николаев, райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриев тата православи тĕнне ĕненекенсем службăна хутшăннă. Николай Питирнов протоиерей уяв молебенне ирттернĕ, çынсене Турă шывĕпе сирпĕтсе тасатнă. Çавăн пекех тĕслĕ çăмартасене, ытти апат-çимĕçе кĕлĕ вуласа сăвапланă. Çур çĕр çитсен Мăнкун кĕлли хыççăн священниксем тата Турра ĕненекенсем чиркÿ тавра Хĕреслĕ çула утса çаврăннă.

Мăнкун уявĕ хыççăн Мăн кун эрни пуçланать. Шупашкар районĕнчи халăха социаллă хÿтлĕх паракан центрăн стационар уйрăмĕсенче пурăнакансем те çак уява пылак кулачăпа, хĕретнĕ çăмартапа кĕтсе илнĕ. Шемшер салинчи чиркĕвĕн настоятелĕ йăлана кĕнĕ йĕркепе Хыркассинчи стационар уйрăмĕнче пурăнакансене Тутаркасси шкулĕн вĕренекенĕсемпе пĕрле саламланă. Кашни çынна парне вырăнне пылак çимĕçпе открыткăсем валеçсе панă. Кăрмăшри ватăсем те парнесемсĕр юлман,вĕсене те шкул ачисем хăйсен тимлĕхĕпе çупăрланă.

Православин тĕп уявĕ ял тăрăхĕнчи чиркÿсенче тата пĕчĕк чиркÿ пек кĕлĕ çурчĕсенче иртнĕ. Вĕсенчи лăпкăлăха полици ĕçченĕсем хуралласа тăнă. Çакăн пирки РФ ШĔМĕн Шупашкар районĕнчи уйрăмĕн пуçлăхĕн çумĕ Андрей Рябов райадминистрацире тунтикунсерен иртекен планеркăра пĕлтерчĕ. Массăллă мероприятисен вăхăтĕнче йĕркене пăснă тĕслĕхсем пулман. Мăн кун каç чиркÿсене 3100 яхăн çын пынă.

Сăмах май

ЧР культура, национальноç тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов палăртнă тăрăх, Мăнкуна халалланă кĕлĕсем Чăваш Енри район-хулари 175 соборта тата чиркÿре иртнĕ, вĕсене 30 пин ытла çын хутшăннă.

АНЖЕЛИКА ТИХОНОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости