Та­вă­рас тесе … чÿ­ре­че­рен чулпа пе­нĕ

Аш­шĕ-а­мă­шĕ ачи­се­не çи­те­лĕк­лĕ тим­лĕх уйăр­ман­ран çи­рĕп­лен­сех çи­тей­менс­кер­сем час-­ча­сах йă­нăш çул çи­не тă­ни тĕл пул­ка­лать. Сен­тяб­рĕн 10-­мĕ­шĕн­че ирт­нĕ ка­наш­лу­ра çул çит­мен­ни­сем­пе ĕç­ле­кен ко­мис­си чле­нĕ­сем шă­пах йĕркене пăс­нă тĕс­лĕх­се­не пăх­са тух­рĕç те.

А­ча­сен­чен чы­ла­йă­шĕ юл­та­шĕ­сем е ас­лă­рах­хи­сем хĕ­тĕрт­ни­пе тÿ­рĕ çул çин­чен пă­рă­нать. Ко­мис­си чле­нĕ­сем Кÿ­кеç­ри пĕр ар­çын ача­па çы­хăн­нă тĕс­лĕ­хе тишкерчĕç. Икĕ 10-11 çул­ти ар­çын ача пĕр­ле тус­лă вы­ля­нă çĕр­тех тем пай­лай­ман, хи­рĕç­се кай­нă. Юл­таш­не та­рăх­нă К. ну­май шу­хăш­ла­са тă­ман, чул­па яра па­нă юл­та­шĕ пу­рă­на­кан хват­тер чÿ­ре­чи­не. Чăн­кăрр! ка­тăл­нă кан­тăк. Кил ху­çи хĕ­ра­рă­мĕ по­ли­цие шăн­кă­рав­ла­нă. Ко­мис­си чле­нĕ­сем ывăл­не ти­вĕç­лĕ вос­пи­та­ни па­ман­шăн амăш­не чĕн­тер­нĕ, пу­хă­ва аш­шĕ кил­нĕ. Вăл хă­йĕн ачи чÿ­ре­че­не ăн­сăрт­ран, вы­ля­са çĕ­мĕр­нĕ те­се ĕнен­тер­ме тă­рăш­рĕ. Комисси членĕсем ашшĕне ачине ытларах тимлĕх уйăрмаллине асăрхаттарчĕç.

И­шек тă­рă­хĕн­чи пĕр çам­рăк хĕ­ра­рăм пур­нă­çĕн­че 6 çулти ывă­лĕ пур­ри­не ман­сах эрех­пе ай­каш­са пу­рă­нать. Çул çит­мен­ни­сем­пе ĕç­ле­кен ко­мис­си чле­нĕ­сем вăл тă­рăх­ра те­ми­çе хут­чен те рейд­ра пул­нă, каш­нин­чех вĕ­се­не хĕ­ра­рăм ÿсĕр кĕт­се ил­нĕ. Çав вă­хăт­рах ача амă­шĕ тир­пей­лĕ пул­ни­не, ки­лĕн­че яла­нах апат-­çи­мĕç пур­ри­не па­лăрт­рĕç ко­мис­си чле­нĕ­сем. …Ку çемье 2010 çул­тан­па учет­ра тă­рать, амăш­не ачи­не ти­вĕç­лĕ шай­ра пăх­ман­шăн шт­раф тÿ­лет­тер­ме йы­шăн­чĕç.

Кă­ша­вăш тă­рă­хĕн­чи те­пĕр хĕ­ра­рăм та хă­йĕн ывăл­не ти­вĕç­лĕ вос­пи­та­ни па­рас­си­пе на­чар ĕç­лет те­мел­ле. Унăн ывă­лĕ И., ас­лă клас­сен­че ăс пух­мал­лис­кер, çул­та­лă­ка яхăн шку­ла çÿ­ре­мест. Ăна вы­рăн­ти участ­ко­вăй об­щест­вăл­ла вы­рăн­та ÿсĕр çÿ­ре­ни­пе тыт­са чар­нă. Ан­чах ку пĕр­тен-­пĕр тĕс­лĕх мар. Кă­çал кă­на вăл пĕр ва­тă çурт­не кĕр­се хă­рат­са 50 тен­кĕ турт­са ил­нĕ. Унч­чен ма­ла­рах пĕр хĕ­ра­рăм ки­лĕн­чен 1000 тен­кĕ вăр­ла­са тух­ни пал­лă. Ку енĕ­пе уго­лов­нăй ĕç те пу­çар­нă.

Кÿ­кеç­ре пу­рă­на­кан 17 çул­ти пи­ке ма­лаш­не­хи пур­нăç çин­чен мĕн шу­хăш­лать-­ши? Шу­паш­кар­ти пĕр тех­ни­кум­ра вĕ­ре­не­кенс­кер, ул­тав­лă май­па ук­çал­лă пу­лас те­нĕ-­ши? Хăй ка­ла­са па­нă тă­рăх, ăна юл­та­шĕ 1 пин тен­кĕ па­нă ик­кен. Ук­çи ва­ра чăн-­чăн­ни мар, «­банк при­ко­лов» тесе çырнă хут пул­нă. Хĕ­ра­ча çав ук­çа­на ху­ла­ри пĕр киоск­ра вак­лат­тар­ма шу­хăш­ла­нă. Су­ту­çă ук­çа «­суя» пул­ни­не кай­ран­та­рах кă­на сис­нĕ, хĕ­ра­ча хыç­çăн чуп­са тух­нă. Пи­ке хăй ук­çа­на «­суя» пул­ни­не пĕл­мен­ни­пе сăл­тав­ла­ма, юл­та­шĕ­сем ун­ран ул­та­ла­нă те­се ĕнен­тер­ме тă­рăш­рĕ. Аш­шĕ-а­мă­шĕ те хăй­сен пеп­кин хут­не кĕ­чĕç, хĕ­ра­ча çын­се­не хы­тă ĕнен­ни­не па­лăрт­рĕç. Çав вă­хăт­рах пи­ке вĕ­ре­нÿ заве­де­ни­не йĕр­кел­лĕ çÿ­ре­мен­ни, час-­ча­сах сăл­тав­сăр за­ня­ти­се­не сик­тер­ни вĕ­се­не сис­чĕв­лен­тер­чĕ.

Са­ра­па­кас­си ял тă­рă­хĕн­чи хĕ­ра­рăм хă­йĕн çул çит­мен ывăл­не ху­ла­ри шку­ла вĕ­рен­ме яр­сан ле­шĕ усал ĕç тă­вас­са шухăш­ла­ман  та пуль. Амă­шĕн­чен аяк­ра пу­рăн­са ывă­лĕ çă­мăл пур­нăç шы­ра­нă-­ши, пĕр лавк­ка­ран ка­ме­рă­сем çук­ки­не ку­ра вăрт­тăн 2 шам­пунь хĕс­тер­се тух­нă. Кас­са умĕн­чен ир­тей­мен. Рюк­зак­не тĕ­рĕс­ле­сен ва­ра ар­çын ача мĕн­шĕн хă­ра­са ÿк­ни пал­лă пул­нă. Хай­хи­сем юл­та­шĕ­пе ик­кĕ­шĕ ин­тер­нет­ра сă­нĕ­се­не па­лăрт­ман ача­сем лавк­ка­ран япа­ла­сем çак­лат­са тух­ни­не кур­нă ик­кен, хăй­сем те çав «­пат­тăр­сем» пек хăт­лан­са пăх­ма шут­ тытнă. Те­лее, ĕç ăн­ман. Вă­рă çин­че çĕ­лĕк те çу­нать те­се ахаль­тен ка­ла­маç­çĕ ик­кен. Ко­мисс­си чле­нĕ­сем ар­çын ача унч­чен усал ĕç­ре па­лăр­ман­ни­не, ÿкĕн­ни­не шу­та ил­се мал­тан­лă­ха асăр­хат­тар­ма йы­шăн­чĕç. 9-мĕш кла­са кая­кан ар­çын ача хă­йĕн йă­нăш­не ăн­лан­са за­ко­на урăх пăс­мас­са шан­тар­чĕ.

Ко­мис­си чле­нĕ­сем аш­шĕ-а­мă­шĕ­се­не ачи­се­не ти­вĕç­лĕ вос­пи­та­ни па­рас­сипе ыт­ла­рах ĕçлеме сĕн­чĕç. Хăш чух­не ва­ра ачи­се­не кă­на мар, çакă аш­шĕ-а­мă­ш­не те   çи­тей­мен­ни ку­рă­нать.

  Ве­ра Фи­лип­по­ва

(Тăван Ен 35№, сентябрĕн 12-мĕшĕ, 2014 ç.)

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости