«Тантăшсен умĕнче намăс мар…»

Вĕçленмен историн каялла таврăнас йăла пур

Республика архивĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче блокадăна лекнĕ Ленинградран тарса çăлăннă ачасем пирки питĕ нумай паха документ упраççĕ. Вĕсенчен пысăк пайĕ пĕчĕкскерсене вутлă ункăран илсе тухнă çынсен аса илĕвĕсенчен тăрать.

Çăлăнăç билечĕсем

1943 çулхи июлĕн 14-мĕшĕ. Ленинградри патшалăх университетне пĕтерсе çак хулан Куйбышев райисполкомĕн финанс инспекторĕ пулса тăнă Василий Андреева РОНОна чĕнтереççĕ. Шухăшлама вăхăт та, май та паман. Вăл пулман та. Çĕршыв çийĕн кĕрленĕ вăрçă пĕтĕмпех арпаштарса-пăтраштарса пĕтернĕ. Укçа-тенкĕ мар, çиме çăкăр та çитсе пыман. Финанс инспекторĕ çакăн пек лару-тăрура мĕн тума? Володарск районĕнчи 73-мĕш ача çурчĕ вара çав вăхăтра шăпах ертÿçĕсĕр юлнă. Унсăр пуçне тата 43-ри чиновнике Выборгск районĕн 51 тата 63-мĕш, Красногвардейск районĕн 43-мĕш ача çурчĕн шăпăрланĕсене те йышăнма хушнă. «Тепĕр кунах мана çап-çамрăк воспитателе Зоя Смирновăна пулăшма ярса пачĕç. Вăл тÿрех ĕçе кÿлĕнчĕ, ачасен юратăвĕпе ăшшине тивĕçрĕ. Темиçе кунранах манăн тепĕр çамрăк пулăшуçă тупăнчĕ – хуçалăх заведующийĕ Михаил Волков. Канăçа çухатса ачасене инçе çула хатĕрлеме пуçларăмăр»,– тенĕ Чăваш патшалăх архивĕнче упранакан документра. Аса илÿре çула хатĕрленес ĕçе йĕркелессипе сике-сике тухнă йывăрлăхсем пирки нумай каланă. Володарский тата Выборгский районсем хулан икĕ вĕçĕнче вырнаçни çакна уйрăмах чăрмав кÿнĕ. Чарăнма пĕлмесĕр перекен тупă унта та кунта çыхăнăва татса тăнă.

Июлĕн 26-мĕшĕ. Çула çак кун тухма палăртнă. Октябрьск çулне юсанă. Электроçутăллă, чÿрече карриллĕ пассажир поездне пулăшса пыма чукун çул çинчи чи лайăх стахановецсене уйăрса панă. Чукун çулăн вăхăтлăх линийĕ фронт çывăхĕпе иртнĕрен чăрмавсем пуласса пĕлнĕ. Пуйăссене кунта минометран персе тăнă. Çавăнпа та фронтăн çар канашĕн йышăнăвĕпе унта багажсене тиесе пушăллах Лаврово станцине ăсатнă. Пĕчĕк пассажирсене çакăнта кĕтсе илмелле пулнă.

«Ладога кÿлли урлă хăрушлăхсăр çулпа каяс тесе эпир вара Мускав вокзалне июлĕн 27-мĕшĕнче çитме хатĕрлентĕмĕр. Çак кун пирĕн ачасене валли вăл вăхăтшăн сайра автобуссемпе, чи лайăх тумтирпе, апат-çимĕçпе тивĕçтерчĕç. Вокзал патне чăрмавсăр тата хăтлăхра çитсе чарăнтăмăр», – вуласа пĕлетпĕр малалла. Ача-пăча сассипе кĕрлекен вокзал чĕрĕлсе тăнă, вăл çав кун паллайми улшăннă. Булка, сахăр катăкĕ, çу, шоколад, печени валеçсе панă хыççăн пĕчĕк пассажирсем вакунсене вырнаçса лараççĕ. Анчах та çак вăхăтра татах çан-çурăма çÿçентерекен шăхăрнă сасă янăраса каять. Ачасемшĕн çакă савăнăçлă тĕлĕке татса вăраннăнах туйăнать. Вĕсем хăраса макăраççĕ, тарса пытанма вырăн тупаймаççĕ. Снарядсем вокзал территорийĕнчех çурăлса ÿкме тытăнаççĕ. Сывпуллашма вăхăт памасăрах пуйăса вырăнтан хускатмалла. Çакăн пек фронт хушăвĕ хыççăн ачасен докуменчĕсене Андреев тĕплĕ пуçтарса пĕр çĕре вырнаçтарать – вĕсем çухалсан е вут-çулăм аллине лексен çĕр ытла ача ятсăр, хушаматсăр тăрса юлма пултарать. Пуйăс Ладога кÿлли еннелле васкать. Ун урлă çĕрле тĕрĕс-тĕкелех каçаççĕ.

Чи ăста стахановецсемпе

Эвакуациленекенсене Андреев хĕрлĕ çар салтакĕсем кĕтсе илни пирки каласа кăтартать. Ачасене хул пуççисем çинче йăта-йăта тепĕр пуйăс çине куçараççĕ. Акă вĕсем Пысăк çĕр çинче. Кĕç-вĕç хускалса кайма хатĕрленекен çак пуйăс çинчи билетсем ун чухне çĕр ытла ачашăн çĕнĕ пурнăçа çул уçакан çăлăнăç билечĕсем пулса тăраççĕ. Васкавлăн апатланнă хыççăн вĕсене çула валли апат-çимĕç хатĕрлесе параççĕ – хăйсен пуррине чи тутлине. Тăшман куçран вĕçертесшĕн мар: унта та кунта çÿллĕ ракета çутисем курăнаççĕ. Станци хыççăн станци хыçа юлать. Çапла вара çăлăнăç пуйăсĕ июлĕн 28-мĕшĕнче каçхине Тихвин станцине çитсе чарăнать. Каçхи апатланăва хатĕрленнĕ кăна – каллех хăлхана çурасла сирена улама тытăнать. Фашист авиацийĕ тапăннă чухне вăрманта кăна çăлăнăç тупма пулать. Вăл иртсе кайиччен ачасене çакăнта пытараççĕ те. Чукун çул линийĕн икĕ айккипе те бомбăсем хыççăн юлнă варинккесем.

Бабаево, Череповец, Вологда… – пур çĕрте те ача çурчĕн шăпăрланĕсене чунтан-кăмăлтан кĕтсе илни курăнать. Тупă сассисем шăплансан çула малалла тăсаççĕ. Ярославль, Иваново, Арзамас… хыçа юлаççĕ. Ертÿçĕ тавçăрулăхĕпе яваплăхĕ кăна çап-çамрăк йыша вырăна тĕрĕс-тĕкел илсе çитерме пултарнă. Çав вăхăтрах истори справкисенчен блокадăри Ленинградран илсе тухма тăнă пин-пин ача çав вăхăтра пуйăссенче, пăрахутсенче вутлă унка лексе чĕрĕллех çунни паллă.

Августăн 3-мĕшĕнче çăлăнăç пуйăсĕ тинех Канаш хулине çитсе чарăнать. ЧАССР çутĕç халăх комитечĕн çумĕ Тимофеев, ленсовет уполномоченнăйĕ Акимов, ЧАССР совнарком представителĕ – архиври документра çак хушаматсем çырăнса юлнă. Ачасене тата вĕсемпе пĕрле килнĕ воспитательсене çак çынсем кĕтсе илнĕ. Хăнасем çитнĕ çĕре мунча хутса хунă, апат хатĕрленĕ. Хула канашĕ ăна пĕçерме пахча çимĕç леçет, Канашторг ĕçченĕсем вара хăйсен сахăр карточкисен шучĕпе ачасене валли парне хыççăн парне йăтаççĕ. Çакăн пек ăшшăн тата тарават кĕтсе илнĕ темиçе халăх ачисене чăвашсем. Тепĕр кунне, çывăрса тăрансан, вĕсене Ишлей районĕнчи Ишек салине çула ăсатнă. Çак хушăра – эвакуацин пĕрремĕш кунĕсенчен пуçласа вĕсене кунта вырнаçтаричченех тата ун хыççăн çулталăка яхăн тăлăхсемшĕн ашшĕ-амăшне улăштарнă Василий Андреев юнашар пулнă. Ан тив, ача çурчĕн директорĕнче хăйне тивĕçлипе кăтартайман пултăр вăл. Историн хăш-пĕр çăлкуçĕсем вăл «учреждени çурчĕсене юхăнтарнине, ачасене çителĕклĕ тата пахалăхлă апатлантарассишĕн, тумлантарассишĕн тăрăшманнине» ĕнентереççĕ. 1944 çулхи март уйăхĕнче пĕрремĕш директора тивĕçрен хăтарнине çакăнпа ăнлантараççĕ. Çакăн хыççăн пĕр кун тăхтамасăрах вăл каялла Ленинграда тухса каять. Апла пулин те унăн аса илĕвĕсенчен влаçа кÿренни курăнмасть:«ВКП (б) чăваш обкомĕ тата халăх комиссариачĕшĕн Ленинград ачисем яланах чи малти вырăнтаччĕ, вĕсемшĕн нимĕн те шеллемен», – тенĕ унта.

Кÿренÿ е..?

Пĕрремĕш директора Чăваш Енпе çыхăнтаракан аса илÿ урăх çук. Çак самантран унăн çĕнĕ пурнăç пуçланнă. Анчах та темшĕн ача çуртĕнче çитĕннисемшĕн те, унăн ĕçтешĕсемшĕн те унăн малашнехи шăпи паллă пулман. Чылайăшĕ вилнĕ тесе шухăшланă. Вăл Ленинградра иртнĕ тĕл пулусене те хутшăнман, çырусене те хуравламан. Тен кÿреннĕ? Ку ыйтăва эпир Василий Андреевăн волонтерсен пулăшăвĕпе шыраса тупнă кĕçĕн мăнукне Ульяна Лавриненкăна пама шут тытрăмăр. Волгоград облаçĕнчи Новоанненск шкулĕнче вĕренекен хĕрача (унăн ашшĕ çак хуларан) мăн кукашшĕ Чăваш Енри пурнăçĕ пирки каласа пама юратманнине пĕлтерчĕ. Ют çĕрте ăна çăмăл мар пулнă-мĕн, мăшăрĕшĕн, Ульяна кукамăшĕшĕн, питĕ хытă тунсăхланă – çакна кăна пĕлет. Каялла Ленинграда таврăннă хыççăн вара вăл кантурта ĕçлеме пай пулнă çĕртех хăйĕн ирĕкĕпех вăрçа тухса кайнă. Çар пурнăçĕ уншăн Украина, Винница, Ужгород, Чехословаки, Карпат çĕрĕсене тăшманран хăтарнипе пуçланнă. «Юлашкинчен асăннă туллă-вăрманлă вырăнсенче салтаксене çапăçма уйрăмах хĕн килнине аса илетчĕ кукаçи» – çырать Ульяна.– Тăванла халăх çĕрĕсене хÿтĕленĕ чухне шăпа ăна вилĕмпе куçа-куçăн тăратать – снаряд ванчăкĕ йывăр амантать. Ун хыççăн госпитальти сиплев, амăшĕ – манăн кукамай – патне çакăнтанах çырнă çырусем… сăмах май, вĕсемпе пĕрлех Анна Евдокична (кукамай) икĕ виле хучĕ илет: вĕсенче мăшăрĕ тата тепĕр ывăлĕ вăрçă уйĕсенче паттăрăн пуçĕсене хуни пирки пĕлтернĕ. Василийĕн госпитальтен илнĕ çырăвне алла тытсан уçма та шикленнĕ, кая юлса çитнĕ пуль тенĕ, вăл чĕрĕ-сывă иккенне ĕненмен те!». Çĕнтерĕве те Андреев лейтенант госпиталь стенисем хушшинчех кĕтсе илнĕ. Ура çине тăрсан Ленинград облаçĕнчи колхоз счетоводĕнче ĕçленĕ, анчах суранĕсем канăç паман. «Тантăшсен куçĕнчен пăхма намăс мар: Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçларăм», – мăнукĕ вăл час-часах çакăн пек калама юратнине асăнать. Шел, Аслă çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейне кĕтсе илеймен – ветеран – Ишекри ача çурчĕн пĕрремĕш директорĕ.

ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ

Владимир Иванович Феофанов (1935 çулта çуралнă):

«Пире Ленинградран çĕрле пысăк çар карапĕпе илсе кайрĕç. Мĕншĕн çар карапĕ пулнине ас тăватăп: Ладога тăрăх ишнĕ чухне самолетсем тапăнчĕç. Карап çинчен вĕсем çине зениткăсемпе печĕç. Эпир пенине хăнăхнă пулин те хăраса ÿкрĕмĕр. Нумайăшĕ причалтах макăрма тытăннăччĕ. Чи пĕчĕккисене алă çинче йăтса килчĕç. Причалĕ çÿллĕччĕ, свай çинче ларатчĕ. Хăмасем хушшинче – 2-3 пÿрне сарлакăш хушăксем. Шыв аялта-аялта пек туйăнатчĕ, хăма хушшисем вара сарлакан курăнатчĕç. Тĕттĕм, хăрушă, çавăнпа макăраттăмăр. Эпĕ ун чухне 6 çултаччĕ».

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости