Тара ÿкичченех вылярĕç

Пушкăртран килнĕ хăнасем «Улăп» спортпа сывлăх центрĕпе те паллашрĕç. Шупашкар тата Аургазински район командисем мини-футболла вылярĕç. Тупăшу çивĕч иртрĕ, икĕ ен футболисчĕсем те тара ÿкрĕç. Икĕ таймпа пынă тупăшура Шупашкар район команди 2:1 шутпа çĕнтерчĕ. Икĕ гола та Атайкасси ял тăрăх пуçлăхĕ Сергей Виноградов тапса кĕртрĕ. Шĕнерпуç ял тăрăх пуçлăхĕ Вячеслав Столяров хапхана тимлĕ сыхларĕ. Хăнасем темиçе хутчен те мечĕк тапса кĕртме хăтланчĕç, хапхаçă сыхă тăни кăна çăлса хăварчĕ. Район команди чысне хÿтĕлекенсен йышĕнче çаксем пулчĕç – Андрей Михайлов, Александр Владимиров, Иван Грачев, Сергей Мульдияров. Хăнасем тепĕр тĕл пулăва хатĕрленсе килме, футболла выляс ăсталăха аталантарма шантарчĕç.

ВЕРА ШУМИЛОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости