Телевизора ăçта юсаттармалла?

Икĕ çул ытла ĕнтĕ телевизора, кĕпе-йĕм çăвакан машинăна, утюга юсаттараймастпăр. Йăлари ыйтусемпе пулăшакан комбинат, урăхла КБО, ĕçлет-ши халĕ? Тĕрлĕрен сăмах-юмах çÿрет, маçтăрĕ те урăх çĕре куçса кайнă тесе калаççĕ. Пире, ватă çынсене, пĕр-пĕр япалана юсаттармашкăн Шупашкара е Ишлее çитсе килме çăмăл мар.

4 çын алă пуснă, Кÿкеç

Татьяна ПАВЛОВА, Ишлей райповĕн председателĕ:

– Хальхи вăхăтра КБО ĕçлемест. Ишлейре кăна телевизор юсама май пур. Унта çитсе килмешкĕн транспортпа пулăшу кÿме пултаратпăр. Утюг, кĕпе çăвакан машинăсене юсама вара райпо ĕçĕнче пăхса хуман. Çак енĕпе ĕçлекен уйрăм маçтăра кăтартсан кăна.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости