Террора хирĕç – хавхалантару

— Юлашки вăхăтра терроризм пирки нумай калаçаççĕ. Террорла акт тăвакана, усал ĕçе хутшăнакана мĕнле яваплăх кĕтет? Ăнлантарăр-ха.

Владимир КУЗЬМИН, Кÿкеç

Александр РОМАНОВ, Шупашкар район прокурорĕн аслă пулăшуçи:

– Терроризм ĕç-хĕлне хутшăннăшăн уголовлă, административлă яваплăх тытма пулать. Террорла актшăн, калăпăр, сирпĕтсе янăшăн, вут тĕртнĕшĕн, урăхла каласан, халăха хăратакан, çынна вĕлерме, пурлăха пĕтерме пултаракан, влаç органĕсен ĕç-хĕлне йĕркерен кăларакан пулăм туса хурсан РФ Уголовнăй кодексăн 205-205.5 статйисемпе айăпланса 15 çул таран ирĕклĕхсĕр юлма пулать. Ытти çынна явăçтарни те пĕр йĕрсĕр юлмасть: «вербовка» тăвакана, этем пуçне çавăракана, ытти усал ĕç пуçаракана асăннă кодексăн темиçе статйипе явап тыттарма пултараççĕ: 205.2, 205.3, 206, 208… Айăплав тĕрлĕрен – штрафран пуçласа темиçе çула ирĕклĕх мĕн икенне манасси таранах.

Енчен те гражданин нумай çынна вĕлерекен хĕç-пăшал е çар техникин ĕç-хĕлне хутшăнма пултаракан информаципе ĕçлерĕ пулсан ăна РФ КоАпĕн 14.20 статйипе айăплама пулать. Енчен те терроризма хирĕç кĕрешессине контрольлесе тăракан влаç органĕсем ĕçлесе çитереймесен е çÿлтен панă хушăва пурнăçламасан асăннă кодексăн 19.5.1 статйипе явап тытма пулать. Айăплав – тĕрлĕрен.

Террорла акт тăвакансем сиене, çав шутра кăмăл-сипет сиенне те, саплаштармалла. Тăкака айăплă çынран кăна мар, унăн çывăх тăванĕсенчен те шыраса илме пултараççĕ, енчен те вĕсем террорпа çыхăннă ĕçсенчен тупăш илнĕ пулсан. Çакăн пирки «Терроризма хирĕç кĕрешесси çинчен» федераци законĕн 18-мĕш статйин 1.1 пайĕнче каланă.

Террора хирĕç кĕрешесси патшалăх органĕсен тивĕçĕ кăна мар, кашни гражданинăн та. Енчен те пĕр-пĕр çын террорла акта кам тунине шыраса тупма, преступниксен çулне пÿлме пулăшрĕ пулсан ăна федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕпе хавхалантарма пултараççĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости