Тухрĕç уй-хире карапсем

Июлĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев республика Правительствин членĕсемпе, федераци влаçĕн вырăнти органĕсен тата хула округĕсен ертÿçисемпе тĕл пулнă, черетлĕ канашлу ирттернĕ. Унта ЧР вице-премьерĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов вырма ĕçĕсемпе паллаштарнă.

Вырма ĕçĕсем пуçланнă

Республикăра тĕш тырăсем 290,5 пин га йышăнаççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенче тата пысăк ХФХ-че пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 12,2 пин га çулнă, 10,9 пин га çинче çапса тĕшĕленĕ. Пĕтĕмпе 22,6 пин т тырă çапса илнĕ, тухăç 20,8 центнерпа танлашать. Ĕççире Елчĕк тата Комсомольски районĕсенчи хуçалăхсем малта пыраççĕ. Шупашкар, Элĕк, Вăрнар районĕсенче вара пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен тухăçĕ ыттисемпе танлаштарсан пысăк. «Тыр-пул пухса кĕртнĕ вăхăтра мĕнпур ĕçе хăвăрт вĕçлеме комбайнсемпе анлă усă курмалла, кирлĕ пулсан вĕсене арендăна илмелле, тырра вăхăтра пуçтарса илменни укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен тата пысăкрах çухатусем патне илсе пыма пултарать», – палăртнă министр.

Çанталăк пулăшать

Иртнĕ эрне вĕçĕнче районти ял хуçалăх предприятийĕсем те – Ленин ячĕллĕ колхоз-СХПК, «Чурачикское» ОАО, «Атлашевский» СХК – вырмана тухрĕç. Эрне пуçламăшĕнче Агрофирма «Ольдеевская» ЗАО, «Прогресс» ЗАО, С.Д. Чернуха ХФХ ĕçченĕсем те хутшăнчĕç. Райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн кăтартăвĕсем тăрăх, июлĕн 30-мĕшĕнче район уй-хирĕсенче 20 уй-хир карапĕ 887 га çинче тырра çапса тĕшĕленĕ (ку вăл палăртнинчен 6,3%). Пурĕ – 2145 т, вăл шутра 1599 т – тулă, 62 т – ыраш, 302 т тритикале. Тухăç вăтамран хальлĕхе 26 ц-па танлашать. Ку япăх кăтарту мар.

Ирхине анасем çинчи тырă нÿрĕклĕхĕ сывлăм ÿкнине пула 18-20%-па танлашать пулсан, çанталăк ăшă та типĕ тăнипе кăнтăрла тĕлне нÿрĕклĕх 14-15% çитет. Ял хуçалăх ĕçченĕсем каланă тăрăх, тырра складсене кĕртсе хурас тесен нÿрĕклĕх 14%-ран пысăкрах пулмалла мар.

Тухăç япăх мар

Ленин ячĕллĕ колхоз-СХПК уй-хире пĕрремĕш кунне 3 комбайнпа тухнă. Тепĕр пĕр -икĕ кунтанах вĕсен йышне тепĕр комбайн та хутшăннă. Çанталăк типĕ тăнипе усă курса хуçалăх ĕçсене вăхăтра пурнăçлама тăрăшать. Хуçалăхра вăй хуракансем тухăç начарах мар теççĕ – вĕсен кăтартăвĕ 26 ц.

«Атлашевский» СХК-ра вырсарникун уй-хирте 2 комбайн ĕçленĕ пулсан тунтикун вара 4-ăн вырмана тухнă. Уй-хир карапĕсен штурвалĕ умĕнчи комбайнерсем вырма ĕçĕсене хăвăрттарах вĕçлесшĕн пулинех – васкаса бункерсене тултараççĕ.

Комбайнерсем кунта кÿршĕ районсенчен те ĕçлеме килеççĕ. «АGROS» комбайнпа ĕçлекен Андрей Ильинпа комбайнерсен пулăшуçи Геннадий Иванов Çĕрпÿ районĕнчен çÿреççĕ иккен. Çĕнĕ йышши комбайнпа уй тăрăх çÿресси савăнăç кăна – передачăсене автомат курупкипе куçармалла, кнопка пуснипе ĕçлет, шăрăхран, тусанран хÿтĕленме кондиционер пур. Райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Сергей Ванюшкин тата «Атлашевский» СХК управляющийĕ Сергей Михайлов уй-хир ĕçĕсемпе паллашнă май техника хатĕрлĕхĕпе те кăсăкланчĕç. Тĕрĕс-тĕкелех вырать-и, çухатусем çук-и? Комбайнсем выракан кĕрхи тулă ани саралса çитнĕ, пучахĕсем тулса çитсе усăннă. «Гектартан 30 центнера яхăн тухас пек туйăнать», – пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне Сергей Михайлов. Хуçалăх вăрлăх хатĕрлес енĕпе те ĕçленĕрен анасем çинче те пахалăхлă, элитлă вăрлăх акать. Ана çинчи тĕш тырра та вăрлăха яма палăртаççĕ.

Чун савăнать

Комбайнсен тулнă бункерсене пушатса малалла ĕçе тăсмалла, кунта вара пысăк машинăсем кирлех. Вырма ĕçĕсенче КаМазпа ĕçлекен Александр Брусовсăр кунта ниепле те май çук тейĕн. Вăл хăй суйланă профессипе 35 çул тимлет. «Салтака кайса килнĕренпех машинăпа ĕçлетĕп», – тет ял ĕçченĕ. Вырма вăхăтĕнче тĕш тырă турттараканскер çураки вăхăтĕнче те алă усса лармасть – удобрени, тырă турттарать. Ăна Камаз шаннăранпа 12 çул çитнĕ. Унччен 53-мĕш ГАЗпа çÿренĕ.

Уй-хирте тыр-пул кашласа ÿснине курсан епле çын чунтан хĕпĕртемĕ-ши? Сап-сарă тулă ани камăн кăмăлне хăпартмĕ? Уйрăмах ял çынни çăкăр пиçсе çитни çине савăнмасăр пăхаймĕ. Александр Брусов та çапла. «Чун савăнать, – тет вăл уй-хирте тырă тулса çитнине курса, – хамăр акнă вĕт, пирĕн ĕçĕн кăтартăвĕ ку».

Ачасем ĕçре пиçĕхеççĕ

Комбайнсем уй-хирте тырă çапнă хушăра йĕтем çинче тырра тасатса сушилкăна кĕртессипе тимлеççĕ. «Атлашевский» хуçалăхра тĕш тырра тасатакансем – шкул ачисем. Çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасем вăхăта епле ирттереççĕ-ха? Пĕрисем кану лагерĕсенче сывлăха çирĕплетнĕ хушăра теприсем шкул хатĕрĕсем туянма хăйсем укçа-тенкĕ ĕçлесе илеççĕ. Йĕтем çинче пурĕ 11 ача тимлет. Ĕçĕ те вĕсен кăткăс мар – тырă тасатакан агрегат çине аяккарах саланнă тыр-пула шăлса тасатса, кĕреçепе персе пырасси, хылчăкпа тулса кайнă карçинккана вăхăтра пушатасси. Ку механизма ĕçлеттерме ушкăнра чи аслине шаннă. Кăçал шкул вĕренсе пĕтернĕ арçын ача кнопкăна пусса «сортировкăна» – çакăн пек калаççĕ ку агрегата – хута ярать, кирлĕ пулсан – чарать, таса марпа тулнă карçинккана вăхăтра айккине кайса тăкать. Хĕрачасене – 8 класс пĕтернĕ Виктория Кузнецовăпа 9-мĕш класс пĕтернĕ Марина Петровăна алла кĕреçепе шăпăр тыттарнă. Пĕри тасалса тухнă тырра сапаласа пынă май тепри сапаланнă тĕш тырра шăлса пĕр çĕре пухать. Ĕç вăхăчĕ вĕсен аслисенчен урăхларах – 8 сехетрен пуçласа 15 сехетчен ĕçлеççĕ.

9 класс пĕтернĕ Артем Сорокин çуллахи каникул вăхăтĕнче асăннă хуçалăхра 3-мĕш çул тимлет. «Кунта хам ирĕкпех килнĕ, никам та ертсе килмен. Пĕлтĕр ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕпе шкул хатĕрĕсем туянтăм», – каласа парать вăл. Акă ăçта çитĕнеççĕ ял хуçалăхĕн тăрăшуллă пулас кадрĕсем.

ВЕРА ШУМИЛОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости