Тухтăр ял çыннине çывăхрах

«Патшалăх çакăн пек пулăшу пани питĕ лайăх, уйрăмах вăл çамрăксемшĕн усăллă», – шухăшне палăртать Ишлей больницин заведующийĕ Ирина Павлова невролог. Аслă пĕлÿ илсе тĕрлĕ çĕрте вăй хунă хыççăн вăл 2014 çулхи октябрь уйăхĕнче «Земский доктор» программăна хутшăнса асăннă больницăна вырнаçать.

Ирина унта хутшăнакансене паракан пĕр млн тенкĕпе усă курнă ĕнтĕ, ăна Кипечкассинче çурт тунă çĕре тăкакланă. Ĕмĕрĕпех ялта пурăннăскер, çакăнтах тĕпленесшĕн вăл, ялтан ĕçе çÿреме хăнăхса та çитнĕ ĕнтĕ.

Ишлей больницинче «Земский доктор» программăпа тăрăшакан тухтăрсем татах та пур. «Вуннă ытла», – тет Ирина Павлова. Пурĕ асăннă программăпа Шупашкар районĕнче 30 тухтăр вăй хурать, вĕсенчен 6-шĕ 2016 çулта ĕçлеме пуçланă. Паян тесен паян район больницине тепĕр специалиста – онколога – илме хатĕр. Программа условийĕпе, тухтăр 1 млн тенке тивĕçет, ялта унăн 5 çултан сахал мар вăй хумалла. Килĕшĕве пăрахăçланă тĕслĕх районта пĕрре пур. Енчен те программа условийĕсене пурнăçламасан вĕсен патшалăх пулăшăвне каялла тавăрса пама тивĕ.

«Земский доктор» программа ĕçлеме пуçланăранпа Чăваш Енре ял-салана 278 тухтăр ĕçе вырнаçнă. Тĕслĕхрен, 2012 çулта – 132, 2013 çулта – 54. Пĕлтĕр 37 медицина ĕçченне вырăн тупса панă. Çав вăхăтрах 28 тухтăр килĕшĕве пăрахăçлани те паллă, вĕсем укçа-тенке бюджета каялла тавăрса панă.

Программа условийĕсене çулсерен улăштарчĕç. Калăпăр, 2012-2014 çулсенче унта 35 çула çитмен тухтăрсем кăна хутшăнма пултарнă пулсан 2015 çулта ăна 45 çулччен тăсрĕç, пĕлтĕр вара – 50 çулчченех. Малтанах программăна ял-саларисем кăна хутшăнма пултарнă тăк 2015 çултан унта хула евĕрлĕ поселокра тăрăшакансен те кĕме пулать.

Медицина ĕçченĕсене пулăшу памалли мерăсем Чăваш Енре татах та пур. Сăмахран, «Ял территорийĕсен 2014-2017 çулсенчи тата 2020 çулчченхи çирĕп аталанăвĕ» программăпа çурт тума-туянма субсиди, ял-салари специалистсем çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусемшĕн уйăхсерен компенсаци илме, аякран яла килнĕскерсене служба çурт-йĕрĕпе тивĕçтерме е хваттер тара тытнăшăн тăкаксене саплаштарма пултараççĕ.

ЛЮБОВЬ МАН

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости