Тă­как­сен пĕр пай­не сап­лаш­тар­ни…

…аг­роп­ро­мыш­лен­ноç комп­лекс­не ата­лан­тар­ма май па­рать

Ял ху­çа­лăх про­дук­ци­не ту­са иле­кен­сем пат­не пат­ша­лăх пу­лă­шăв­не вă­хăт­ра çи­те­рес­си – ми­нис­терст­во уй­рă­мĕ­сен та­та ве­домст­вă­на пă­хăн­са тă­ра­кан ор­га­ни­за­ци­сен ер­тÿ­çи­сем­пе çак ый­тă­ва пăх­са тух­нă ЧР ял ху­çа­лăх ми­нист­рĕ Сер­гей Ар­та­мо­нов че­рет­лĕ ка­наш­лу вă­хă­тĕн­че.

Вă­хăт­ра çи­тер­мел­ле

ЧР аг­роп­ро­мыш­лен­ноç комп­лекс­не 2016 çу­ла пăх­са ху­нă пат­ша­лăх пу­лă­шă­вĕн ка­лă­пă­шĕ ав­гус­тăн 1-­мĕ­шĕ тĕл­не 2 млрд та 319 млн тен­кĕ­пе тан­лаш­нă. Çав шут­ран 1 млрд та 350,2 млн тен­ке ял ху­çа­лăх та­вар­не ту­са иле­кен­се­не та­та АПК ор­га­ни­за­ци­йĕ­се­не ку­çар­са па­нă та ĕн­тĕ. Июль уйă­хĕн­че фе­де­ра­ци­рен куç­нă ук­çа-­тен­кĕ ви­çи 120,4 млн тен­кĕ­пе тан­лаш­нă. Çав нух­ра­тăн пĕр пай­не выльăх-­чĕр­лĕх ĕр­чет­ме (31,3 млн тен­кĕ), ÿсен-­тă­ран ÿс­тер­ме (10,7 млн тен­кĕ), аш-­ка­кай­лăх выльăх-­чĕр­лĕх ĕр­чет­ме объект­сем ту­ма та­та ре­конст­рук­ци­ле­ме (0,1 млн тен­кĕ), сĕт та­вар­не кÿ­ре­кен выльăх-­чĕр­лĕ­хе ĕр­чет­мел­ли вы­рăн­се­не ту­ма та­та ре­конст­рук­ци­ле­ме (6,3 млн тен­кĕ) ил­нĕ инвес­ти­ци кре­ди­чĕ­сен про­цент став­ки­се­не суб­си­ди­ле­ме янă. Ун­сăр пуç­не ху­çа­лăх­сен пĕ­чĕк фор­ми­сем – хуш­ма ху­çа­лăх­сем­пе ХФХ-­сем – ил­нĕ кре­дит­сен про­цент став­ки­се­не суб­си­ди­ле­ме 45,0 млн тен­кĕ уйăр­нă. Ÿсен-­тă­ран ÿс­тер­ме та­та сĕт­лĕ выльăх-­чĕр­лĕх ĕр­чет­ме кĕс­ке срок­лăх кре­дит­сен про­цент став­ки­се­не сап­лаш­тар­ма уйăр­нă суб­си­ди 1,0 млн та­та 0,5 млн тен­кĕ­пе тан­лаш­нă.

Сер­гей Ген­надье­вич ка­наш­лу­ра пат­ша­лăх пу­лă­шăв­не рес­пуб­ли­ка аг­ра­ри­йĕ­сем пат­не вă­хăт­ра çи­те­рес­си­не çи­рĕп­пĕн тĕ­рĕс­ле­мел­ли­не па­лăрт­са хă­вар­нă.

Пу­лă­шу­па усă кур­нă

Ра­йон тер­ри­то­ри­йĕн­чи ял ху­çа­лăх предп­рия­ти­йĕ­сем­пе пĕ­чĕк ху­çа­лăх­сем мал­тан­хи пе­кех çă­мăл­лат­нă кре­дит­сем­пе, ăрат­лă выльăх ĕр­че­тес та­та элит­лă вăр­лăх ха­тĕр­лес, ст­ра­хо­ва­ни ты­тăм­не ата­лан­та­рас енĕ­пе усă ку­раç­çĕ. Ра­йад­ми­нист­ра­цин ял ху­çа­лă­хĕ­пе эко­ло­ги па­йĕн кă­тар­тă­вĕ­сем­пе ию­лĕн 1-­мĕ­шĕ тĕл­не фе­де­ра­ци бюд­же­тĕн­чен 279509838,64 тен­кĕ, рес­пуб­ли­ка бюд­же­тĕн­чен 71271510,17 тен­кĕ суб­си­ди куç­нă, çав шут­ра ху­çа­лă­хăн пĕ­чĕк фор­ми­сем ил­нĕ кре­дит­сен про­цент став­ки­се­не сап­лаш­тар­ма фе­де­ра­ци бюд­же­тĕн­чен 2743962 тен­кĕ, рес­пуб­ли­ка бюд­же­тĕн­чен – 1037100 тен­кĕ. Инвес­ти­ци кре­ди­чĕ­сен (­çав шут­ра ÿсен-­тă­ран ÿс­тер­ме, выльăх-­чĕр­лĕх ĕр­чет­ме ил­ни­сем) про­цент став­ки­не сап­лаш­тар­ма фе­де­ра­ци бюд­же­тĕн­чен 169191396,26 тен­кĕ, рес­пуб­ли­ка бюд­же­тĕн­чен 43901529,61 тен­кĕ кил­нĕ.

Çă­мăл­лăх­па усă кур­са Ле­нин ячĕл­лĕ СХПК-­кол­хоз акă кă­çал «AGROS-550» ком­байн та туян­нă. Ху­çа­лăх ер­тÿ­çи Петр Тун­гу­лов пĕл­тер­нĕ тă­рăх, тех­ни­кă­на ли­зинг мес­ле­чĕ­пе су­тăн ил­нĕ, 6 млн та 200 пин тă­ра­кан ком­байн ха­кĕн çур­ри­не хăй­се­мех сап­лаш­тар­нă-­ха, çур­ри­не тÿ­ле­се тат­ма кĕс­ке вă­хăт­лăх кре­дит­па усă кур­нă.

Паян ху­çа­лăх­сен­че çĕ­нĕ тех­но­ло­ги­сем­пе усă кур­ма­сан, нау­кă­па тех­ни­ка çи­тĕ­нĕ­вĕ­се­не шу­та ху­ма­сан ÿсĕм ту­ма çук. Çак­на шу­та ил­се пат­ша­лăх ял ху­çа­лăх предп­рия­ти­йĕ­се­не вал­ли ук­çа-­тен­кĕ са­хал мар уйă­рать.  Элит­лă вăр­лăх туян­ни­пе çы­хăн­нă тă­как­се­не сап­лаш­тар­ма фе­де­ра­ци бюд­же­тĕн­чен 548113 тен­кĕ, рес­пуб­ли­ка бюд­же­тĕн­чен 1546000 тен­кĕ куç­нă. Çак çă­мăл­лăх­па «Ат­ла­шевс­кий» СХК, Ле­нин ячĕл­лĕ СХПК-­кол­хоз, «Чу­ра­чикс­кое» ОАО, «П­рог­ресс» ОАО, «П­ри­волжс­кое» ОАО усă кур­нă.

Ус­ло­вие пă­хăн­ма­рăн – каял­ла та­вăр

Çун­тар­мал­ли-­сĕр­мел­ли ма­те­риал­сем, сап­пас пай­сем, ми­не­рал удоб­ре­ни­йĕ­сем та­та ыт­ти пур­лăх туян­ма пĕр çул­та­лăк­лăх кре­дит ил­нĕ ху­çа­лăх­се­не унăн тă­ка­кĕ­сен пĕр пай­не сап­лаш­тар­мал­ли про­цент ви­çи­не тÿ­ле­ме фе­де­ра­ци бюд­же­тĕн­чен 42429468,66 тен­кĕ, рес­пуб­ли­ка бюд­же­тĕн­чен 18313039,56 тен­кĕ суб­си­ди па­нă. 1 га çи­не ты­рă ак­са ту­нă­шăн суб­си­ди илес те­сен ва­ра тĕр­лĕ ус­ло­вие пă­хăн­мал­ла – те­пĕр çул­та­лăк­ра та кă­çал­хин­чен кая юл­ма­сăр çĕр лап­тăк­не ак­мал­ла, ту­хăç ра­йон­ти вă­там кă­тар­тă­вăн 90%-­чен кая мар пул­мал­ла та­та ыт­ти те. Çак ус­ло­ви­се­не пă­хăн­ма­сан суб­си­дие каял­ла та­вăр­са па­ма ле­кет. Ра­йон тер­ри­то­ри­йĕн­чи «Ту­ру­новс­кое» СХПК та­та «Пу­чах» СХПК 2012-2013 çул­сен­че пат­ша­лăх пу­лă­шă­вĕ­пе усă кур­нă, вĕ­се­не ра­йон бюд­же­тĕн­чен те ук­çа-­тен­кĕ уйăр­са па­нă. Ан­чах ху­çа­лăх­сем ус­ло­вие пăс­нă, суд йы­шă­нă­вĕ­пе суб­си­дие каял­ла та­вăр­са па­малла тунă.

Сăмах май

2016 çул­хи ию­лĕн 1-­мĕ­шĕ тĕл­не Шу­паш­кар ра­йон­не «Я­лăн со­циал­лă ата­ла­нă­вĕ» прог­рам­мă­па фе­де­ра­ци бюд­же­тĕн­чен 5591000 тен­кĕ, рес­пуб­ли­ка бюд­же­тĕн­чен 2396300 тен­кĕ ук­çа-­тен­кĕ куç­нă. Ăна ял­та ĕç­ле­се пу­рă­на­кан­сем та­та çам­рăк спе­циа­лист­сем ил­ме пул­та­раç­çĕ.

ДЕО­МИД ВА­СИЛЬЕВ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости