Тăван тăрăхах каялла йыхăрать

Вăрăм укçа шыраса тăван тăрăхран аякка ĕçлеме çÿрекенсем çук-мар. Çапах та вăхăт иртнĕçемĕн инçе çул та хăшкăлтарса çитерет, сывлăх та хавшать, тăван кил те каялла йыхăрать – темиçе теçетке çул çапла тар тăкакансем çав-çавах таврăнаççĕ. Мĕншĕн тетĕр-и? Тем каласан та, тăван тăрăхран çывăххи çук. Кунта сывлăшĕ те тасарах, хĕвелĕ те ăшăрах, çыннисем те кăмăллăрах. Çакна «Чурачикское» ОАО-ра вăй хуракан Тамара Семенова доярка та çирĕплетет.

Чи хакли – юратнă ял

Элĕк районĕнче çуралса ÿснĕ 49 çулти Тамара Ивановнăна шăпа хăй вăхăтĕнче Киров облаçнех илсе çитерет. Çемье çавăрсанах мăшăрĕпе иккĕшĕ республика тулашне ĕçлеме тухса каяççĕ. Унта 9 çул дояркăра тимленĕ хĕрарăм. Мăшăр ĕçлесе илнĕ укçапа хваттер те туяннă, ывăл ÿстернĕ. Çапах та тăван тăрăхран аякра пурăнайман çемье, хваттере сутса каялла Элĕк районне таврăннă. Тăван ялĕнчи çуртне çĕнетнĕ, ялта пурăнма тытăннă. Шупашкарта та ĕçлесе пăхнă вĕсем, хваттер тара тытса пурăннă. Халĕ ĕнтĕ ывăлĕ те çитĕннĕ, çемйипе пурăнать.

Тамара Ивановна хăйсен тăрăхĕнчи çынсенчен асăннă хуçалăхра ĕçлекенсене кирлĕ вăхăтра пурăнмалли вырăнпа тивĕçтернине илтет. Семеновсем хуçалăхра вăй хума шут тытсан вĕсене хирĕçлекен пулман. Тамара Ивановна дояркăра тимлеме тытăнать, Андрей мăшăрĕ – трактористра. Ĕçе вырнаçсанах вĕсене хуçалăх туса лартнă çуртри 2 пÿлĕмлĕ хваттере параççĕ. Унта пурăнмалли условисене йĕркеленĕ – сĕтел-пукан та лартса панă.

Лăпкисем те, куштаннисем те пур

Тамара Ивановна çулталăка яхăн дояркăра тимлет. Киров облаçĕнче 9 çул дояркăра вăй хунăскер ĕç йĕркине пĕлсе тăрать. Ир-ирех тăрса фермăна васкать вăл – ирхи 4 сехетре пĕрремĕш сăвăм пуçланать. Тепри – каçхи 4 сехетре. Ĕнесене сунă хыççăн дояркăсем тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕре çăваççĕ, ĕне сумалли вырăна тасатаççĕ. Икĕ доярка 500 ытла ĕне суса тăрать. Икĕ кун ĕçленĕ хыççăн улшăнаççĕ – пĕрисем каннă вăхăтра теприсем ĕçе хăйсем çине илеççĕ.

Ĕне мĕн чухлĕ сĕт пани епле апатлантарнинчен, ăратлăхĕнчен нумай килет. «Дояркăран килекен сăлтавсем пур-ши?» – ыйтрăм кăсăкланса. Выльăх-чĕрлĕх усракансем янаварсем çын кăмăл-туйăмне туйса тăни пирки каланине пĕрре мар илтнĕ. Ырăпа пыракан çынна выльăх-чĕрлĕх те кăмăллать. «Выльăх çине усаллăн кăшкăрсан вăл та япăх кăмăла туйса айккинелле туртăнать вĕт. Хăш чухне куштан ĕнесем те тĕл пулаççĕ, уйрăмах тин пăруланă хыççăн хăйсене кăнттамрах тытаççĕ», – ĕçре тĕл пулакан йывăрлăхсене асăнчĕ Тамара Семенова. Тин пăруланă выльăха 10 кунтан сăваканнисен ретне тăратаççĕ. Лăпкă выльăхпа вара ĕçлеме те çăмăлрах.

Канма та вăхăт пур

2016 çулти январĕн 1-мĕшĕ тĕлне хуçалăхра пĕр ĕнерен вăтамран 16,6 кг сĕт суса илнĕ. Кунне 20-25 кг сĕт параканнисем те пур – япăх мар кăтарту.

Кану вăхăтне епле ирттереççĕ-ха ферма ĕçченĕсем? Пĕрле ĕçлекенсенчен пĕри «Атьăр, Шупашкара концерт курма тухса кĕретпĕр!» – тесе сĕнет те ушкăнĕпех çула тухаççĕ выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсем. Пурнăçа ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнăшăн ÿкĕнмест Тамара Ивановна. «Хулара та пурнăç çăмăлах мар, хамăр та çамрăках мар. Юлашки вăхăтра çынсем пушшех ялалла туртăнма пуçланăн туйăнать», – тет вăл. Чăн та, тăван çĕр выçă пурăнма памасть. Ăна юратса пăхмалла кăна.

ВЕРА ШУМИЛОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости