Тĕл пу​лу​сем ÿсĕм шан​та​раççĕ

Чă​ваш Ен Пуçлă​хĕ Ми​хаил Иг​натьев ок​тяб​рĕн 1-​мĕ​шĕн​че Мус​кав​ра РФ фи​нанс ми​нист​рĕ​пе Ан​тон Силуа​нов​па тĕл пул​нă.

Ре​гио​на – йÿ​нĕ кре​дит

Çак ху​шă​ра Чă​ваш Рес​пуб​ли​ки Раççей Пре​зи​ден​чĕн 2012 çул​хи май уйă​хĕн 7-​мĕ​шĕн​че кă​лар​нă указĕ​сем​пе çи​рĕп​лет​нĕ мĕн пур ин​ди​ка​то​ра та пур​нăçла​са пы​ни​не па​лăрт​нă. Фе​де​ра​ци бюд​же​тĕн​чи пу​лă​шă​ва та​та рес​пуб​ли​ка ту​хăç­лă ме​рă​сем йы​шăн​ни​не ку​ра со​циал​лă пĕл​те​рĕш​лĕ та​та паян​хи кун​хи тă​как​сем вал​ли, Чă​ваш Енĕн па​рăм​не сир​ме ук​çа уйă​рас​си​не ти​вĕç­те​реç­çĕ.

Тĕл пу​лу вă​хă​тĕн​че çа​вăн пе​кех Чă​ваш Енĕн 2012-2013 çул​сен​че Пĕ​тĕм тĕн​че​ри фи​нанс кор​по​ра​ци​йĕн​чен ача са​чĕ​сен ст​рои​тельст​ви​пе ре​конст​рук​ци​йĕ вал​ли та​та кĕс​ке вă​хăт​лăх ил​нĕ, пĕ​тĕ​мĕш​ле ви​çи 3 млрд тен​кĕ​пе тан​ла​ша​кан кре​дит​сем​пе çы​хăн​нă па​рăм обя​за​тельст​ви​се​не ви​çел​лĕ тă​вас ый​ту​се​не сÿт​се яв​нă.

«Раç­çей Фи​нанс ми​нис​терст​ви​пе ĕç­лĕ хут​шă​ну​сем йĕр​ке​лен​чĕç, кир​лĕ пу​лă​шă​ва яла​нах илет​пĕр. Паян​хи тĕл пу​лу​ра Ан​тон Гер​ма​но​вич Си​луа​нов​па ма​лаш​не çы​хă​ну тыт​са ĕç­лес​си​не, çав шут​ра хуш​ма пу​лă​шу илес май​се​не тиш​кер​тĕ​мĕр. Эпир кĕс​ке вă​хăт​лăх кре​дит​сем ил​нĕч​чĕ, ха​лĕ ва​ра банк​сен кре​дит ре​сур​сĕ​сем çул​та​лăк​ри 12,5% та​ран хак​лан​чĕç. Рес​пуб​ли​ка бюд​же​чĕ шай​ла​шул​лă, пат​ша​лăх па​рă​мĕ ха​мă​рăн ту​пăш​сен 50% пĕ​чĕк​рех, çав​на май кă​çал Чă​ваш Ене çул​та​лăк​ри 0,1% ви​çе​пе бюд​жет кре​ди​чĕ па​ма йы​шăн​нă, ку рес​пуб​ли​кă​на кул​лен​хи тÿ​лев​се​не 5 çул​лă​ха рест​рук​ту​ри​за​ци​ле​ме май па​рать», – те​нĕ Ми​хаил Иг​натьев тĕл пу​лу хыç­çăн жур​на​лист​сен ый​тă​вĕ​се​не ху​рав​ла​са.

Ма​гист​раль ту​пăш кÿ​рĕ

Çак кунах Ми​хаил Иг​натьев Мус​кав​ра «Раç­çей чу​кун çу​лĕ» АУО​ра Раç­çей​ри хă​вăрт​лăх​лă та​та пы​сăк хă​вăрт​лăх​лă çÿ​ре​вĕн ый​тă​вĕ​сем​пе ĕç­ле​кен Об​щест​во ка​на​шĕн Раççей Фе​де​ра​ци​йĕн Пат​ша​лăх Ду​мин пĕр​ре​мĕш ви​це-с​пи​ке​рĕ Алек​сандр Жу​ков та​та «Раç­çей чу​кун çу​лĕ» АУОн пĕр​ре​мĕш ви​це-п​ре​зи​ден​чĕ Алек​сандр Ми​ша​рин ерт​се пы​нă ка​наш​лăв​не хут​шăн​нă. Ун​та пы​сăк хă​вăрт​лăх​лă «Мус​кав – Ху​сан – Ека​те​рин​бург» чу​кун çул ма​гист​ра​лĕн «Мус​кав – Ху​сан» учас​то​кĕн​чи ст​рои​тельст​во ый​тă​вĕ​се​не сÿт​се яв​нă. Дис​кус​сие çа​вăн пе​кех Чă​ваш Рес​пуб​ли​кин​чи предп​ри​ни​ма​тель​сен пра​ви​се​не хÿ​тĕ​ле​кен упол​но​мо​чен​нăй В​ла​ди​мир Ива​нов хут​шăн​нă.

Ла​ру​ра Алек​сандр Жу​ков пы​сăх хă​вăрт​лăх​лă ма​гист​раль ст​рои​тельст​ви çĕр​шыв​шăн эко​но​ми​ка ÿсĕм​не пы​сăк ви​тĕм кÿ​рес​си​не, халь​хи тех​но​ло​ги​се​не ата​лан​тар​ма, çĕ​нĕ ĕç вы​рă​нĕ​сем йĕр​ке​ле​ме пу​лă​шас​си​не па​лăрт​нă. Ăна ху​та яр​сан Чă​ваш Ен 2020 çул тĕл​не 20 млрд яхăн тен​кĕ хуш​ма ту​пăш ил​ме пул​та​рĕ, 2030 çул тĕл​не – 43 млрд. Етĕр​не, Мур​каш, Шу​паш​кар, Сĕн​тĕр​вăр​ри çĕ​рĕ​сем​пе ир​те​кен 118 ки​ло​метр трас​са çин​че Мă​нал (Шу​паш​кар ра​йо​нĕ) та​та По​лян​ки (Е​тĕр​не ра​йо​нĕ) ялĕ​сем çы​вă​хĕн​че транс​порт та​та куçса лар​мал​ли халь​хи йыш​ши икĕ комп​лекс ту​ма па​лăр​таç­çĕ. Пы​сăк хă​вăрт​лăх​лă ма​гист​ра​лĕн Шу​паш​кар стан​ци​йĕ ху​ла​на çы​вăх пу​лать, Шу​паш​кар ма​гист​раль​не ха​лĕ ĕçле​кен чу​кун çул​па çы​хăн​тар​ма па​лăрт​нă, çап​ла ва​ра рельс​лă ав​то​бу​са ху​та яма май ки​лĕ.

Хаклав

Ни​ко​лай ИВАНОВ,

Шу​паш​кар стан​ци​йĕн​чи про​вод​ник​сен
ре​зер​вĕн ер​тÿ​çи;

– Пы​сăк хă​вăрт​лăх​лă ма​гист​раль çин​чи «Шу​паш​кар» стан​ци май пур та​ран ху​ла çы​вă​хĕн​че выр​на​çĕ. Ăна ху​ла​ри чу​кун çул​па çы​хăн​та​рас​си​не те шу​та ил​нĕ. Проект Чă​ваш Рес​пуб​ли​кин​че пу​рă​на​кан​сем​шĕн чăн​ни​пех те пы​сăк пĕл​те​рĕш​лĕ, вăл хĕвел ту​хă​çĕ ре​гион​ĕсем​пе çы​хăн​ма та май па​рать, Урал​та, Çĕ​пĕр​те ĕç­ле​кен​се​не çа​кă уй​рă​мах ан​сат​лăх кÿ​рĕ. Ун тă​рăх çĕр​шыв цент​рĕн​чи ре​гион​се​не те хă​вăр​тах çит​ме пу​лĕ. Çа​кă чу​кун çул ти​вĕç­те​ре​кен пу​лă​шу па​ха​лăх​не си​сĕн​мел​лех ÿс​те​рĕ, йă​ла​на кĕ​нĕ чу​кун çул транс​пор​чĕн ата​ла​нăв​не хă​ват​лă тĕ​рев па​рĕ.

​ТАТЬЯ​НА МА​ЙО​РО​ВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости