Тĕнче тата Раççей шайĕнчи ăмăртусенче, Олимп вăййисенче утас енĕпе пысăк çитĕнÿсемпе палăрнă спортсменсен хушшинче ентешсем те сахал мар: Елена Николаева, Алина Иванова, Олимпиада Иванова, Владимир Андреев, Вера Соколова… Пирĕн тăрăхра та спортăн çак тĕсне пуринчен мала хуракан спортсмен пурăнать. Элĕк районĕнче çуралнă, халĕ Кÿкеçре пурăнакан Петр Федоров СССР, Раççей, Европа шайĕнчи ăмăртусенче темиçе хут та малти вырăна çĕнсе илнĕ.
Вăл ялти, каярах кÿршĕ ялти 7-мĕш класс пĕтерсен, тантăшĕсемпе пĕрле 8 çухрăмра вырнаçнă Советски салине çÿренĕ. Çав хушăрах колхоз ĕçĕсене те хутшăнма ĕлкĕрнĕ. Шупашкарти 1-мĕш техника училищине вĕренме куçсан спорт ăмăртăвĕсене хастар хутшăнма тытăнать. Хăвăрт утас енĕпе спорт мастерĕ Василий Семенов ăна асăрхаса хăй патне чĕнсе илет. Çурçĕр тинĕс флотĕнче службăра тăнă чух та спорт пирки манмасть. Энерготехникума вĕренме кĕрсен юлташĕсемпе темиçе хут та «Советская Чувашия» хаçат эстафетинче малтисен ретĕнче пулса парнесене тивĕçнĕ. Алла диплом илсен мăшăрĕпе пĕрле Казахстанри Темир-Тау хулинчи тимĕр шăратакан комбината çĕкленĕ çĕре каяççĕ. Тепĕр икĕ çултан Казахстанри хăвăрт утакансен пĕрлештернĕ командине лекет. Пĕр ăмăртура Петр Федорович 50 çухрăм утса мала тухать, СССР спорт мастерĕн ятне тивĕçет. 1967 тата 1971 çулхи СССР шайĕнчи тупăшусенче 3-мĕш тата 2-мĕш вырăнсене йышăнать.
1969 çулта Кишинев хулинче иртнĕ ăмăртуран 3-мĕш вырăнпа таврăнать. Çакăнта ăна спорт мастерĕ Геннадий Солодов асăрхать, пур енчен те пулăшма тытăнать. Ужгород хулинче пынă ăмăртура Казахстан чысне хÿтĕленĕ Петр Федоров 50 çухрăма парăнтарса хаклă парнене тивĕçет. Тепĕр çул Киевра пынă ăмăртура Мельбурнри 1952 çулти Олимп вăййисенче лайăх кăтартусемпе палăрнă Петр Болотниковпа паллашать, унран нумай усăллă сĕнÿ илет.
1991 çулта Болгари çĕрĕ çинчи ăмăртура Петр Федоров чăваш спортсменĕсен чысне ăнăçлăн хÿтĕлет. 5 тата 10 çухрăма утса çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçет. 1992 çулхине Саранск хулинче 50-55 çулхисен хушшинче 50 çухрăма утса мала тухать. 1996 çулта Хусан хулинчи тĕп стадионра 75-79 çулхи спортсменсен хушшинче 2-мĕш вырăнпа килет.
2004 çулта Кÿкеçри стадиона пĕтĕм Раççейри ял спортсменĕсем пухăнаççĕ. Тĕп судья – Андриян Николаев космонавт – Петр Федоровича хаклă парнепе тата Хисеп хучĕпе чыслать, çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунать.
Ентеш-спортсмен апрельте Мускав хулинче иртнĕ ăмăртусенчен те лайăх кăтартусемпе таврăнчĕ, 2-мĕш вырăна тивĕçрĕ. Вăл, хăйĕн пурнăçне спортпа тата сывă пурнăç йĕркипе çыхăнтарнăскер, ÿссе пыракан ăрушăн ырă тĕслĕх. 80 çула çывхарса пырать пулин те Петр Федоров малашне те спортпа туслă пурăнас тĕллевлĕ, ăмăртусене хутшăнма хатĕрленет.
Леонид Павлов, Чăрăшкасси