Тĕплĕ калаçу

«Пуçлăх пуриншĕн те яваплă» проект вĕçленчĕ. Вăл пурнăçланнă хушăра вулаканпа журналистсен хушшинчи çыхăну татах та çирĕпленчĕ: çырусене ытларах йышăнма пуçларăмăр, шăнкăрав татăлмасть. Влаçпа халăх хушшинчи диалога малалла тăсса çак эрнере райадминистраци пуçлăхĕпе Георгий Егоровпа тĕл пулу йĕркелерĕмĕр. Вăл проектăн хăйнеевĕрлĕ пĕтĕмлетĕвĕ пулĕ.

Икĕ сехете яхăн тăсăлнă калаçу вăхăтĕнче Георгий Иванович журналистсен 27 ыйтăвне итлерĕ, пурин çине те тулли, компетентлă хуравсем пачĕ. Района ертсе пыма пуçланăранпа, виçĕ çул хушшинче, туса ирттернĕ ĕçсем çинче те чарăнса тăчĕ. Тĕплĕ калаçăвăн тулли версийĕпе вулакана çитес номерте паллаштарăпăр.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости