Тĕрлĕ енлĕ пултарулăх

Январĕн 31-мĕшĕнче «Бичурин тата хальхи самана» музейра Вячеслав Семенов ÿнерçĕ ĕçĕсен куравĕ уçăлчĕ. Вăл Атăлъялта çуралса ÿснĕ, Шупашкарти ÿнер училищинче пĕлÿ пухнă, ялтах пурăнать.

Курав авторне ентешсем Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăррăн çапăçнă салтаксене асăнса Кипечкассинче (1976), Станъялĕнче (2005) тата Атăлъялта (2010) лартнă палăксем тăрăх аван пĕлеççĕ. «Ялав», «Капкăн» журналсем тата «Тăван Ен» хаçат валли иллюстрацисем хатĕрленĕ вăл. Унăн йывăçран касса тунă ĕçĕсем «Лесная сказка» кану лагерĕнче питĕ нумай. Куравра пурĕ 20 яхăн çĕнĕ ĕç. Вĕсенче автор юратнă сăнсене, – тăван тавралăхпа çут çанталăка илемлĕ тĕссемпе сăнланă. Куравра Шупашкар район администрацийĕн культурăпа туризм пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Екатерина Кириллова Вячеслав Георгиевича тăван район ятне çÿллĕ шая çĕкленĕшĕн тав турĕ, унăн çĕнĕ ĕçĕсене тата ытларах курасса шаннине пĕлтерчĕ. Салам сăмахĕсене Вăрман-Çĕктер ял тăрăх пуçлăхĕ Олег Ерманов, ЧР тава тивĕçлĕ художникĕсем Петр Пупин, Николай Енилинпа Юрий Матросов, пĕрле вĕреннĕ Владимир Князев ÿнерçĕ, ЧР таврапĕлÿçĕсен председателĕ Сергей Сорокин, музей директорĕ Ирина Удалова тата ыттисем те каларĕç. Сергей Сорокин ÿнерçе, ачасене йывăçран скульптурăсем касма вĕрентме сунса, бензинпа ĕçлекен пĕчĕк пăчкă парнелерĕ. Çÿлтикассинчи Владимир Мартьянов ертсе пыракан «Палан» ушкăнăн «Атăлъялăн хĕрĕсем» юрри ÿнерçĕшĕн савăнăçлă кĕтменлĕх пулчĕ. «Ÿнер училищинче маларах пурте каччăсем вĕреннĕ пулсан, халĕ хĕрсем кăна», – терĕ Вячеслав Семенов. Унтан хăйĕн куравĕпе Кÿкеçри 1-мĕш шкулти 8-мĕш класс ачисене хаваспах паллаштарчĕ. Хăйĕн телейне пултарулăхра тупнă Вячеслав Семенов художник. Çавăнпа та унăн ÿкерчĕкĕсем пурне те çывăх.

Николай Смирнов, Атăлъял

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости