Усал хыпар

МУНЧАРАХ… Çапла, çапла, мунчарах пурнăçран уйрăлса кайнă Мошкасси арçынни. Çук, çăвăннă чухне мар… Вут-çулăма часах сÿнтернĕ, унта вара çын виллине тупнă. Мĕншĕн «хĕрлĕ автан» ташлама пуçланă-ха? Сăлтавĕ – ÿсĕрле сигарет туртни. Çутăшăн тÿлеменнипе арçынăн килĕнчи электричествăна татнă пулнă, вăл вара мунчана пурăнма куçнă. Акă мĕнпе вĕçленнĕ мунча пурнăçĕ…

ЮХТАРСА ИЛНĔ. Çапла майпа тупăш курас тенĕ-ши тракторист? Вăл Лапсарти пĕр агрофирма территорийĕнче экскаватортан 50 л яхăн дизель топливине юхтарса илнĕ. Паллах, ăна сутасшăн пулнă. Анчах тĕллевне пурнăçлайман. Уголовнăй ĕç пуçармалла-и, çук-и? Халĕ çак ыйтăва татса параççĕ йĕрке хуралçисем. Вăрă РФ УК-ĕн 158 статйипе (1 п.) явап тытма пултарать.

ЙĔЛТĔР ĂÇТА? Сывă пурнăç йĕркипе туслă çамрăк Кÿкеçри «Улăп» комплекс çумĕнчи вăрманта йĕлтĕрпе ярăнма шухăш тытнă. Вăл спорт инвентарьне çывăхри лавккаран инçех мар ларакан машина çине вăхăтлăха таянтарса хăварнă. Таврăннă – йĕлтĕр çук. Вăл ăçта е камра? Халĕ çакна йĕрке хуралçисем тĕпчеççĕ. Каласа хăвармалла: ĕç-пуç мĕнле пулса иртнине видеокамера ÿкернĕ. Кÿкеçре тĕрлĕ çĕрте вырнаçнă видеокамерăсем вăрăсене тытма пулăшаççех, халăх нумай пухăнакан вырăнта преступлени тăвасси чакни те çакăнпах çыхăннă ĕнтĕ. Çавăнпа та усал шухăшлă çынсен вăрра кайма тăхтамалла, куçлă «хуралçăсем» пур пĕрех вĕсене палласа илĕç.

ТĂН КĔРТМЕЛЛИ ЧИ ЯПĂХ МЕСЛЕТ. Енчен те çынра е унăн хăтланăвĕнче мĕн те пулин килĕшмесен унпа калаçмалла, мĕн пăшăрхантарнине уççăнах каламалла, анчах та çак меслетсем пулăшмасан вара? Акă Кÿкеçре пурăнакан К. мăшăрĕпе пĕр чĕлхе тупайманнипе ăна хĕнесе пĕтернĕ: çÿçĕнчен туртнă, тапнă-çапнă… Ку мăшкăла хĕрарăм тÿсеймен, полицие евитленĕ. РФ УК-ĕн 116 статйипе (1 п.) уголовнăй ĕç пуçарнă. Тен, халь ăнланĕ кун пек хăтланма юраманнине.

ХĂРАМАЛЛА. Машинăна лартса хăварма та шикленмелле. Акă Çутпылăх çывăхĕнче автомобиле лартса хăварнă та ирхине вара унăн аккумуляторĕ çуккине асăрханă. Кунсăр пуçне тата машинăн тентне касса кайнă. Кукăр алăллă çын хуçине 5 пин тенкĕлĕх сиен кÿнĕ. Халĕ ăна шыраççĕ, тытсан явап тыттараççех.

 Хыпарсене район прокуратури пулăшнипе хатĕрленĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости