Уявран ан юлăр!

Июнĕн 13-мĕшĕнче, çитес шăматкун, Вăрман-Çĕктер тăрăхĕнчи Станъял ялĕ çывăхĕнчи уçланкă чĕрĕлсе тăрĕ. Кунта кĕске хушăра ÿссе ларнă «чăваш ялĕ» районта пурăнакансемпе пĕрлех сумлă хăнасене те пухать. Вулакан, ахăртнех, ăнланчĕ: «Акатуй-2015» программи кăçал уйрăмах кăсăклă тата асра юлмалла иртесси каламасăрах паллă.

Çакăнта кĕртнĕ пĕлтерĕшлĕ мероприятисенчен пĕри вăл – «Тăван ен» художество пултарулăх фестивалĕ. Унта хăйсем тĕллĕн аталанакан пултарулăх ушкăнĕсем пурте – ачасенчен пуçласа ваттисен таранах – хутшăнаççĕ. Кашни хутшăнаканăн 2 номер таран лартса пама ирĕк пур. Фестиваль программи «вокал ансамблĕ», «хореографи», «вокалпа хореографи композицийĕ» номинацисенче иртет. Шупашкар районĕн тĕп культура çурчĕн директорĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Ирина Беспалова каланă тăрăх, фестиваль-конкурса пĕтĕмпе 25 коллектив хутшăнма кăмăл тунă. Пĕтĕмпе вĕсем 30 номер хатĕрленĕ. Ытти çулсенче ĕçпе юрă уявĕсенче халăха концертпа кăна савăнтарнă пулсан, кăçал пултарулăх коллективĕсен пĕр-пĕринпе тупăшма та май пулĕ.

Аса илтерни вырăнлă: уяв тĕлне ятарласа уçланкăра кашни ял тăрăхĕ валли 16 йывăç çурт хăпартса лартнă. Кунтах – чăвашсен йăли-йĕркипе тунă çÿллĕ тăрăллă башньăсем. Вĕсен çине хăпарса пăхсан темиçе ял урлă килсем-çуртсем курăнмалла. Уçланкăран инçех мар, вăрман çывăхĕнче, уяв тĕлне ятарласа çăл чавнă. Уяв сценарийĕпе килĕшÿллĕн, унтан Нарспипе Сетнер шыв ăсса витресене кĕвентерен çакмалла. Районти 170 ялта пурăнакан хĕрпе каччă ун тавра вăйă картине тăраççĕ. Чăваш сăвви-юрри ахрăмĕ Атăл çинчи ялтан сапаланса вун-вун çухрăмра илтĕнсе тăмалла. Вĕсем çакăнта Константин Ивановăн вилĕмсĕр «Нарспи» поэмин пĕр сыпăкне лартса параççĕ. Вăйă картин репетицийĕ иртнĕ эрнекун яра куна пынă. «Акатуй» сценине кăçал ятарласа çавра тунă: курма килекенсен ун çинче пулса иртнине пур енчен те пăхса савăнма май пултăр.

Акатуя «Тăван Ен» хаçат редакции ĕçченĕсем те хапăл тусах хутшăнаççĕ. Вырăн йышăнса хунă, хăнасене кĕтсе илме хăтлă «ÿпле» пур. Çакăнта район хаçатне çур çуллăх илсе тăма çырăнтару пунктне йĕркелетпĕр. Квитанцисем çак самантран лотерея вылявне хутшăнаççĕ. Тĕп парне – велосипед! Çавăн пекех пир-
авăр таварĕ, кил-тĕрĕшре кирлĕ паха савăт-сапа, ал ĕç хатĕрĕсем тата нумай-нумай парне выляттарăпăр.

Çак кун Кÿкеçри «конечкăран» Станъял патĕнчи уçланка кашни çур сехетрен автобус çурĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости