Уяв – хисеп палли

Тăван чĕлхе вăл – хаклă тупра, наци культурин никĕсĕ. Ытти чĕлхе хушшинче тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи – чи хакли. Хăйне хисеплекен кирек мĕнле халăх та тăван чĕлхине пысăк пуянлăх вырăнне хурса хаклать. Пирĕн несĕлсем тĕрлĕ йывăрлăх тÿссе чăваш чĕлхине аталантарса пынă. Пирĕн халăх мĕн авалтан çамрăксене хайĕн тăван чĕлхине юратма, хисеплеме вĕрентнĕ.

Мĕн авалтан чĕлхе çынсене пĕр-пĕринпе çывăххăн хутшăнса пурăнма пулăшнă. Чăваш çĕршывĕнче пурăнакан кашни çыннăн чăваш чĕлхине пĕлмелле, вĕренмелле, хисеплемелле, упрама тăрăшмалла. Тăван чĕлхерен пирĕн ăс-хакăл, чун-чĕре вăй-халĕ аталанма пуçланине манас марччĕ.

Иртнĕ эрнекун Кÿкеçри тĕп культура çуртĕнче «Тавах сана, чăваш чĕлхи!» район фестивалĕ иртрĕ. Çак кун культура çурчĕн фойинче чăвашсен паллă поэтне Константин Иванова, унăн вилĕмсĕр «Нарспи» поэмине халалласа кĕнекесен, ÿкерчĕксен куравне йĕркеленĕччĕ. Унта Кÿкеç ача-пăча ÿнер тата районти шкулсенче вĕренекен ачасен ĕçĕсене тăратнăччĕ.

Фестивале райадминистраци пуçлăхĕ Георгий Егоров уçрĕ. «Тăван чĕлхе вăл – тăван халăхăн ăс-тăн çăлкуçĕ. Çак çăлкуçран эпир мĕн ачаран пĕлÿ илсе ÿсетпĕр. Шел те, пур чухне те чăвашла таса калаçма пултараймастпăр. Хăш чухне киревсĕр сăмахсем тухса каяççĕ. Ку килĕшÿсĕр. Кирек мĕнле чĕлхепе калаçсан та – таса калаçма вĕренмелле», – залра ларакан çамрăксене ăс пачĕ Георгий Иванович. Вăл тăван чĕлхене хакламаллине, унран именме юраманнине пирки каларĕ. «Чăваш çыравçисем, художникĕсем, артисчĕсем чăваш çĕршывне пĕтĕм тĕнчипе чи çÿллĕ шая çĕкленĕ,» – пĕлтерчĕ вăл хăйĕн шухăшне.

Фестиваль хăни – чăваш писателĕ Геннадий Максимов та çамрăксене чăваш чĕлхи пĕлтерĕшĕ, унпа мухтанмалли çинчен вĕрентсе каларĕ. Кăшавăш шкулĕнчи чăваш чĕлхипе литература учителĕ Евгений Майков Константин Иванов пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа пани çамрăксемшĕн кăна мар, залра ларакан пур çыншăн та асра юлмалла пулчĕ.

Райадминистрацин вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Борис Романов «Чăваш поэзийĕн Алтăр çăлтăрĕ» район викторинин тата «Искорка дружбы» район фестивалĕн çĕнтерÿçисене дипломсемпе чысларĕ. Районти шкулсенче ăс пухакансен ташши, юрри-кĕвви, сăввисем куракансен кăмăлне çĕклерĕç.

ВЕРА ФИЛИППОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости