Фанагори хулинче – Хура тинĕс хĕрринче!

Фанагори хули – авалхи хула. Вăл хальхи Краснодар крайне кĕрекен Сенная станица çывăхĕнче, Тамань заливĕнче, Хура тинĕс хĕрринче вырнаçнă пулнă. Мĕн çыхăнтарса тăрать-ха пире унпа?

Пăлхарсен ханĕ Кубрат хăй йĕркеленĕ Аслă Пăлхар патшалăхĕн тĕп хули пулма 7-мĕш ĕмĕрте (632-665 çç.) Фанагорие (Ханакур) суйласа илнĕ теççĕ. Хан Кубрат – авалхи несĕлсен Пăлхарсен 3 патшалăхне пуçарса яраканĕ. Унăн ывăлĕ Аспарух Дунай, тепĕр ывăлĕ Катракт Атăл çинче Пăлхарсен патшалăхĕсене йĕркеленĕ. Олег Цыпленков ертсе пыракан 86 çынран тăракан ушкăн июлĕн 5-мĕшĕнче, 2500 км хыçа хăварса, Фанагорипе паллашма авалхи хула вырăнне 2 автобуспа пырса çитрĕ. Кунта 1936 çултанпах археологи ĕçĕсем пыраççĕ. Авалхи хулан чавса кăларнă çуртсен никĕсĕсене курма май пулчĕ, пысăк савăтсем (кувшинсем) те пур. Пире археологи ĕçĕсемпе тата хула историйĕпе унăн пĕр участокне ертсе пыракан Мускаври Наука академийĕн ĕçченĕ, истори наукисен кандидачĕ Павел Евдокимов паллаштарчĕ. Хула çĕр çинче 1500 çулсем таран пурăннă, 10-мĕш ĕмĕрччен. Чи малтанах, пирĕн эрăчченхи 540 çулсенче, хулана Греци таврашĕнчи Иони хулинчен куçса килнĕ çынсем вырнаçнă. Хула 60 га йышăннă, халĕ нумай вырăн шыва кайнă.

Авалхи йăлапа чăваш тумĕсем тăхăннă яшсемпе хĕрсем карталанса çаврăнса вăйă пуçларĕç. «Çерем пусса вир акрăм» вăйă ирттерчĕç. «Крым 24» телеканалăн Надежда Терзаева корреспондентпа Антон Кузнецов операторсем пирĕнтен ыйтса репортаж ÿкерчĕç. Каласа хăвармалла, пирĕнпе пĕрле чун çул çÿревне тухнисен хушшинче ЧР кинематографĕсен пĕрлĕхĕн ертÿçин çумĕ Илтимер Ефремовпа Сергей Щербаков сценарист та пулчĕç. Вĕсем «Константинопольти чăвашсем: эткерсем» документлă фильм ÿкерме пуçларĕç. Ăна Кино çулталăкĕ ячĕпе хулари тата ялти культура çурчĕсенче кăтартма тĕв тăваççĕ.

Хальхи çул çÿревĕн тĕп тĕллевĕ – Фанагори хули пуçланнă сăмсаха, аслă çул хĕррине чăвашла тата вырăсла çырнă Асăну хăмисем вырнаçтарасси пулчĕ. Кубрат, Аспарух, Катракт хансен барельефне Чĕмпĕрти Николай Кондрашкин историк-скульптор туса хатĕрленĕ. Асăну хăмине вара Мускаври ентешлĕхри Владимир Болгарский тăрăшнипе хатĕрленĕ. Вĕсене Олег Цыпленковпа Юрий Чутай тата Сергей Щербаков пулăшса тăнă. Барельефпа Асăну хăмине Мăн чул çине Сенная станицăра пурăнакан Юрий Иваненко шăтарса лартрĕ. Чи малтанах авалхи «Алран кайми аки-сухи» юрă шăранчĕ. Палăка уçнă çĕрте Виталий Романов (чăваш тăприне хучĕ), Раиса Сарпи, Николай Контрашкин, Владимир Болгарский, Олег Цыпленков, Сергей Щербаков историк тата Юрий Чутай сăмах каларĕç. «Çакă пархатарлă вырăн. Çавăнпа та эпир кунта ЧР тĕрлĕ кĕтесĕнчен, Тутар, Пушкăрт республикисенчен килсе çитрĕмĕр. Пăлхар патшалăхĕн ертÿçисен ячĕпе эпир кĕвĕсем калатпăр, юрă юрлатпăр. Пирĕн палăк ĕмĕр-ĕмĕр тăтăр, çулран килен чарăнса пуç тайтăр», – терĕ Раиса Сарпи. Асăну хăми çинче: «Ку тăрăхра 7 ĕмĕрте Атăлçи пăлхар-чăвашĕсемпе Дунай пăлхарĕсен Аслă Пăлхар патшалăхĕн тĕп хули Фанагори пулнă», – тесе çырнине вулама пулать. Хура тинĕс хĕрринчи лагере çитсен авалхи йăлапа чÿк туса хуран çакса какай шÿрпи пĕçерсе çирĕмĕр, Аслă Пăлхарăн Кубрат ханпа ывăлĕсене асăнтăмăр. Тепĕр кунне сăваплă вырăнта кашниех авлхи ятсене илме тивĕçлĕ пултăмăр.

НИКОЛАЙ СМИРНОВ, АТĂЛЪЯЛ- ФАНАГОРИ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости