Фестиваль вăй-хал хушрĕ…

хаваслă кăмăл парнелерĕ

Иртнĕ шăматкун Янăшри вăтам шкул стадионĕнче районти хĕрарăмсен канашĕсен хушшинче спорт фестивалĕ иртрĕ. Унта вун икĕ команда хутшăнчĕ. Уяв пуçланиччен Тăрăн шкулĕнчи музыка вĕрентекенĕ А. Иванов ертсе пынипе вырăнти художество пултарулăх ушкăнĕ пухăннисене юрă-ташăпа савăнтарчĕ.

«Çăлтăрпа» – зарядка

Уçă лапамра Шупашкар районĕн Хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Алевтина Исаева, Янăш ял тăрăх пуçлăхĕ Иван Грачев, ялти шкул директорĕ Вячеслав Дмитриев, «Улăп» спорткомплекс директорĕ Сергей Тунгулов, Павел Цветков тĕп тренер, биатлон енĕпе тĕнчен темиçе хут чемпионĕ Анастасия Михайлова ăмăртăва хутшăнакансене кĕтсе илчĕç.

«Сире çак лăпкă та хĕвеллĕ кун уяв ячĕпе саламласа çĕнтерÿ, çитĕнÿ, çирĕп сывлăх сунатăп. Эпир кăçал сирĕнпе нумай ĕç туса ирттертĕмĕр, вĕсенчен пысăк пĕлтерĕшлисем Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулĕпе çыхăннăччĕ. Иртнĕ суйлавра пĕр шухăшлă пулнине кăтартрăмăр», – терĕ Алевтина Михайловна фестиваль уçăлнине пĕлтерсе. Çакна палăртса Чăваш Ен тата район гимнĕсем мăнаçлăн янăрарĕç. Ăмăртусем пуçланиччен Анастасия Михайлова – спорт çăлтăрĕ – командăсемпе зарядка йĕркелерĕ.

Тупăшу тĕрлĕ енлĕ тата хĕрÿ пулчĕ. Спортсменсем программăри кашни спорт тĕсĕпе хастарлăх кăтартрĕç: чупассипе, дартс, кантрапа сикес, карçинккана мечĕк персе кĕртес, çăмăл атлетика енĕпе тата ытти те. Спортсменсем хушшинче садике çÿрекен ачасенчен пуçласа хĕр, хĕрарăм, асанне, кукамай, утмăл çултан иртнисем таранах пулчĕç. Кашниех пысăк хастарлăх кăтартрĕ, пĕтĕм чун хавалĕпе финиша талпăнчĕç. Чи çамрăк спортсменка – Тутаркассинчи виçĕ çулти Оля Александрова, чи асли вара çитмĕл çулалла çывхаракан Ольга Иванова – Ишек тăрăхĕнчи тĕнчипе паллă спортсменăн, Аслă вăрçа хутшăннă Сергей Скворцовăн хĕрĕ – паян кун та спортпа туслăскер.

Атайкасси, районти тĕп больница, Тăрăн, Ишек, Ишлей, Лапсар тăрăхĕнчи хĕрарăмсем хăвăртлăхпа, çивĕчлĕхпе уйрăлса тăчĕç.

Çĕнтерÿçĕсен чыславĕ

Пĕтĕмлетÿ тăрăх Шемшер команди (хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи М. Никитина) виççĕмĕш вырăна тухрĕ, чăрăшкассисем – (ертÿçи И. Гаврилова) – иккĕмĕшне. Янăшсем (ертÿçи И. Васильева) кубок хуçисем пулса тăчĕç.

Утмăл çултан иртнĕ спорт ветеранĕсене уйрăммăн чысларĕç, хаклă парнесемпе хавхалантарчĕç.

Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе хисеп грамотисем, парнесем парса хисеп турĕç. Çакăн пек хисепе тивĕçнисен хушшинче Алевтина Исаева хăй те пулчĕ. Çакнашкал пархатарлă та усăллă, пурне те пĕр тĕллевпе пĕрлештерекен мероприятисене шăпах вăл тăрăшнипе йĕркелеме май килет.

Янăшсем вашават та тарават: пурне те вĕри чейпе, тутлă кукăльпе, пÿремечпе хăналарĕç.

Юлашкинчен Роза Алексеева, спорт ветеранĕ, уява йĕркелесе ирттерекенсене, хăнасене йышăнакансене пурин ячĕпе те чунтан тав турĕ.

Чăрăшкасси ял тăрăхĕнчи Тăрăнти хĕрарăмсен канашĕ ертсе пынипе спорт фестивальне вырăнти спортсменсем те çитсе килчĕç. Командăри çамрăк спортсменсем Анастасия Спиридонова, Дмитрий Иванов тата Никита Спиридонов хăйсен ÿсĕмĕнчи ушкăнта малти вырăнсене йышăнчĕç, хисеп хучĕсемпе парнесене тивĕрĕç.

Антонина Ефимова, Вăрманкас-Тăрăн ялĕ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости