Халăх умĕнчи ĕçсемшĕн

Илья Павлович Прокопьева республикăра нумайăшĕ пĕлеççĕ: экономика наукисен кандидачĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ, 1974-1988 çулсенче КПСС Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă, вăл – Шупашкар хулин хисеплĕ çынни.

Илья Павлович 1926 çулхи июлĕн 29-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Мачамăш ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ – Павел Прокопьевичпа Марфа Евгеньевна – ывăлĕшĕн тĕслĕх пулнă. Вĕсем тĕпренчĕкне те мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса çитĕнтернĕ.

Прокопьевсен çемйинче ачасене пĕлÿ парасси яланах тĕп вырăнта пулнă. Павел Прокопьевич чиркÿ прихут шкулĕнче 4 класс вĕреннĕ. Марфа Евгеньевна хутла пĕлмен пулин те вăл каласа паракан юмахсемех ачасене таса чунлă та тÿрĕ кăмăллă пулма, ырăпа усала уйăрма вĕрентнĕ. Вăл çав тери вĕренес кăмăллă пулнă, ывăлĕ аса илнĕ тăрăх, ялта ликбез курсĕсем уçăлсан «пĕтĕм ĕçе пăрахса курссене çÿренĕ, кăшт вулама тата сас паллисем çырса алă пусма вĕреннĕшĕн те çав тери савăннă».

1933 çулта Илья Павлович Калининăри вăтам шкула вĕренме кĕнĕ. 7 класс пĕтернĕ хыççăн 1940 çулта конкурс витĕр тухса унти педагогика училищин студенчĕ пулса тăнă. Пĕтерсен Хăмăшри 8 çул вĕренмелли шкулта историпе географи предмечĕсене вĕрентме тытăнать, анчах учитель пулса ĕçлеме тÿр килмест ăна – çав çулах çара кайнă. Вăл Краснознаменск полкĕнче службăра тăнă, фашистла Германие çапса аркатсан Китай тата Корея çĕршывĕсене Япони оккупанчĕсенчен ирĕке кăларассишĕн çапăçнă. Илья Павлович 1950 çулччен службăра пулнă, çав вăхăтрах куçăмсăр майпа Хабаровскри педагогика институтне вĕренсе пĕтернĕ. Япони милитарисчĕсемпе çапăçнăшăн ăна «Паттăрлăхшăн» тата «Японие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе наградăланă.

Служба хыççăн тăван тăрăха таврăнсан вăл республикăн обществăпа политика пурнăçне хастар хутшăнать. 1950 çулта Илья Павлович – Чăваш АССР партин Калинин райкомĕн пропагандăпа агитаци уйрăмĕн заведующийĕ, пĕрремĕш секретарĕ те пулать. 1956 çулхи кĕркунне ăна Мускава ЦК КПСС çумĕнчи аслă парти шкулне вĕренме яраççĕ. Ăна пĕтерсен 1958 çулта партин Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕн пулăшуçин, 1959 çулта – шкулсемпе аслă вĕрентÿ заведенийĕсен, пропагандăпа агитаци уйрăмĕн заведующин тивĕçĕсене пурнăçлать.

1961-1963 çулсенче Илья Павлович – ЦК КПСС çумĕнчи обществăлла наукăсен академийĕн аспиранчĕ. 1963-1988 çулсенче вăл чăваш обкомĕн секретарĕнче, кайран пĕрремĕш секретарĕнче вăй хунă. Вăл ĕçленĕ вăхăтра Чăваш Енре Шупашкарти трактор завочĕ, ГЭС хута кайнă. Партин Чăваш обкомĕн пуçарăвĕпе Шупашкар хулинче пурăнмалли çĕнĕ микрорайонсем аталанса вăй илнĕ, çĕнĕ комбинат самай уçăлнă, предприятисен коллективĕсем пилĕкçуллăхран пилĕкçуллăха производство калăпăшне ÿстерсе пынă. Хулара вĕрентÿн, сывлăх сыхлавăн, культурăпа физкультурăн çĕнĕ объекчĕсем уçăлнă. Чăваш Ен тĕп хули çав çулсенче Атăлçин индустриализаци, ăслăлăх тата культурăн чи пысăк центрĕсенчен пĕри пулса тăнă.

Пенсие тухсан Илья Павлович аслă вĕрентÿ заведенийĕсенче вăй хунă, студентсене экономика пĕлĕвне ÿстерме пулăшнă. Пушă вăхăтра Илья Павлович литературăпа кăсăкланнă, вăл – Раççей писателĕсен союзĕн членĕ. Тăван çĕршыв, чăваш халăхĕ умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçĕсемшĕн Илья Прокопьева нумай правительство наградипе, хисеп тата тав хучĕсемпе чысланă.

ДЕОМИД ВАСИЛЬЕВ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости