«Хыпартан» «Тăван Ен» редакторне

Рубрикăна малалла тăсса 2002-2009 çулсенче Шупашкар район хаçачĕн тĕп редакторĕнче вăй хунă Валерий Сорокин пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарар-ха.

Валерий Сорокин 1954 çулхи январĕн 23-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Вăтаел ялĕнче çуралнă. Туçири вăтам шкула вĕренсе пĕтерсен виçĕ çул Челябинскри политехника институтĕнче вĕреннĕ. Шупашкарти электромеханика техникумне, И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ экономика факультетне вĕренсе пĕтернĕ (1994 ç).

Журналист ĕçне кÿлĕниччен Валерий Трофимович тĕрлĕ хулара тĕрлĕ должноçре вăй хунă. Шупашкарти электротехникума вĕренсе пĕтерсен Чулхулари автозавода ĕçе вырнаçнă. Каярах тăван пиччĕшĕн йыхравĕпе Харьков хулине ĕçе куçнă, электромеханикре вăй хунă.

Çуралса ÿснĕ вырăн, тăван кĕтес хăйĕн патнеллех туртать. Валерий Сорокинпа та çаплах пулса тухнă. Вăл 1980 çулта тăван Шупашкара куçса килсе ĕçе вырнаçать. 1994 çулччен тĕп хулари «Чăвашкабельте», электроаппаратура заводĕнче, «Промтракторта» ĕçлет. Çакăнтан унăн пурнăçĕнче пысăк улшăну пулса иртет. Çав çул И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн экономика факультетне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн чăваш халăхĕн «Хыпар» хаçатне обозреватель, патшалăх право пайĕн редакторне ĕçлеме вырнаçать. Унăн ĕç тивĕçне пурнăçлас тĕлĕшпе чылай вырăна тухса çÿреме тивет – çитмен район та юлман. Унăн журналист ĕçĕнчи тĕп тĕллевĕ вырăна тухса ял хуçалăхĕпе промышленноç предприятийĕсен объекчĕсен ĕçне тишкерсе хак парасси пулнă. Çавна май унăн чылай материалĕ критикăлла та пулса тухнă. Пирĕн Ишекри «Слава» колхозăн Хураçырмари сысна ферминчи лару-тăру пирки тиркевлĕ материал çырса кăларнине лайăх ас тăватăп. Республика хаçатĕнче вун пĕр çул вăй хурса хăйĕн тавра курăмне чылай анлăлатать, пултаруллă та тăрăшуллă обозреватель-репортер пулнине çирĕплетсе парать.

Пурнăç шăпи В. Сорокин çыравçа çакăн хыççăн Шупашкар районне илсе çитерет. 2002 çулта ăна «Тăван Ен» хаçатăн тĕп редакторне çирĕплетеççĕ. Редактор ĕçне пысăк çĕкленÿпе пуçăнать вăл, хаçат историйĕнче пĕлтерĕшлĕ йĕр хăварать. Тĕп редактор пулнă хушăрах вăл умстатьясем çырнипе кăна çырлахмасть, пахалăхлă, анлă содержаниллĕ статьясем те пичетлесе кăларать. 2009 çултан район хаçачĕн редакторĕсене ĕçе конкурс витĕр илес йĕрке вăя кĕрет. Çак çул унăн урăх ĕçе куçма тивет.

ФАДЕЙ КОНСТАНТИНОВ, КИПЕККАССИ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости