Хăвăртлăха ÿстерме тивет

Çуллахи каникул вăхăтĕнче ача-пăчапа çамрăксен канăвне йĕркелесси, сывлăхне çирĕплетме тата пушă вăхăта усăпа ирттерме май туса парасси, çуркунне-çулла пушар тухас хăрушлăхлă тапхăрта инкекрен сыхланасси, уй-хир ĕçĕсен хăвăртлăхне ÿстересси тата халăхран пухакан сĕт хакĕ майăн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикинче иртнĕ Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕн тĕп темисем пулчĕç. Информкун ушкăнĕсем ял-саласенчи çынсемпе тĕл пулса вĕсене кăсăклантаракан ыйтусене хуравларĕç.

Тĕп тĕллев паллă

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕрпÿ тата Красноармейски районĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулнă. Унпа пĕрле ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пынă. Регион ертÿçи Çĕрпÿ районĕнчи Андрей Хорошавинăн хресченпе ферма хуçалăхне, Красноармейски районĕнчи «Агрофирма Таябинка» ОООна çитсе вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе те кăсăкланнă. Пуçлăх çурхи уй-хир ĕçĕсемпе паллашнă, кĕрхи культурăсен пахалăхне хакланă. Çавăн пекех Михаил Игнатьев «Красное Сормово» ООО сĕт-çупа тавар комплексĕнче пулнă. Ĕçлĕ çул çÿрев вăхăтĕнче вăл хуçасăр кивĕ çуртсене пĕтермелли çине пусăм тунă – çул тăршшĕпе вĕсем куç тĕлне сахал мар пулнă. Аграрисен умĕнчи тĕп тĕллев паян – çурхи ĕçсене хăвăртрах пурнăçласа вăхăтра вĕçлесси. Кунсăр пуçне ял хуçалăх таварне туса илекенсене патшалăх паракан пулăшу майĕсене те сÿтсе явнă.

Красноармейски районĕнче пулнă тепĕр ушкăна ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов ертсе пынă. Вăл Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕнчи Йĕпрем ялĕн çыннисемпе тĕл пулнă. 50 килте 25-28 ĕне тытаççĕ кунта. Халăх пĕр литр сĕте 14 тенкĕпе сутать. Влаç органĕн представительне çынсем сĕт хакĕ ÿкни пирки пăшăрханса пĕлтернĕ. Министр çавăн пекех Красноармейски районĕн «Ял пурнăçĕ» хаçат редакцийĕнче вăй хуракансемпе те тĕл пулнă.

Ачасен кану вăхăчĕ çитет

Шупашкар районĕнче вара çак кун виçĕ ушкăн ĕçлерĕ. Райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриев ертсе пынă ушкăн Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнче Вăрман-Çĕктер тата Çÿлтикасси шкулĕсенчи учительсемпе, шкул ачисемпе, ял халăхĕпе тĕл пулчĕ.

Мускаври политехника университечĕн Шупашкарти филиалĕн директорĕ Александр Агафонов кăçал республикăра 87 пин ытла шкул ачи ача-пăча лагерĕсенче сывлăхне çирĕплетме пултарни пирки пĕлтерчĕ. Çакна валли республика бюджетĕнчен 400 млн ытла укçа-тенкĕ уйăрнă. Чăваш диаспорин представителĕсем валли «Золотой колос» лагерьте сменăсем пулĕç. Лагерьсем валли 500 яхăн вожатăй хатĕрлеме планланă. Аслă çулти ачасене тата студентсене валли çуллахи каникул вăхăтĕнче предприятисенче, ял хуçалăх организацийĕсенче ĕç вырăнĕсем уйăрма сĕннĕ. Кану объекчĕсенче васкавлă службăсене чĕнме кнопкăсемпе, видеосăнав камерисемпе тивĕçтернĕ. Предмет олимпиадисенче регионта, Раççей шайĕнче мала тухнисен Краснодар крайĕнче, Хура тинĕс хĕрринчи лагерьсенче канма май пулать.

Шупашкар районĕнче ачасен канăвне йĕркелессипе çыхăннă ĕçсем пирки Владимир Димитриев каласа пачĕ. Хула тулашĕнчи сывлăха çирĕплетмелли лагерьсене 345 ачана яма палăртнă. Кунсăр пуçне пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 21 шкул çумĕнче лагерьсем ĕçлемелле. 5 тата ытларах ачаллă çемьесенчи çул çитмен ачасем лагерьсенче тÿлевсĕр канма пултараççĕ. Кăçал ачасен сывлăхне çирĕплетме район бюджетĕнчен 6 млн та 150 пин тенкĕ уйăрнă.

Уй-хир ÿкерчĕкĕсем

Çавăн пекех Владимир Павлович çурхи уй-хир ĕçĕсемпе те паллаштарчĕ. «Çанталăка пула чылай хуçалăх уй-хире вăхăтра тухаймарĕ. Çавăнпа халĕ ĕçсене хăвăртлатма тивет», – терĕ вăл. Майăн 17-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх организацийĕсем тата хресченпе фермер хуçалăхĕсем тырă йышши культурăсене 2566 га çинче (планăн 65,5%) апатлантарнă, нумай çул ÿсекен курăка – 3899 га (планăн 68%). Кĕрхи культурăсене 3383 га çинче сÿреленĕ, нумай çул ÿсекен курăка – 4422 га, çĕртмене – 5431 га. Тырăллă тата пăрçаллă культурăсене 5153 га çинче (планăн 46%) акнă. «Ольдеевская» Агрофирма» ЗАО, «Агарикус» ОАО тата А.Н. Игнатьевăн, А.В. Прокопьевăн хресченпе фермер хуçалăхĕсем ака ĕçĕсене вĕçленĕ. «Чурачикское» ОАО планланă лаптăкăн 60% акнă, «Атлашевский» СХК – 78%, «Прогресс» ЗАО – 61,5%. Районти 19 ял хуçалăх организацийĕнче тата хресченпе ферма хуçалăхĕнче çурхи ака пырать. Уй-хирте 82 ял хуçалăх техники тата агрегат кĕрлет. Талăкне вăтамран кунне 304 га лаптăка акса хăвараççĕ (2016 çулта – 341 га).

Ачасем те хутшăнчĕç

Денис Портнов ачасене вут-çулăмпа асăрхануллă пулмалли пирки аса илтерчĕ. «Кашни килте огнетушитель пулмалла кăна мар, унпа усă курма та пĕлмелле», – терĕ вăл. Çунтармалли-сĕрмелли япаласемпе вут тĕртме юраманни пирки те асăрхаттарчĕ вăл. Çакăн чухне пите, алăсене пĕçертсе яма пулать. Денис Портнов Чăваш Республикинче пушара хирĕçле уйрăм режим вăя кĕнине пĕлтерчĕ. Унпа килĕшÿллĕн вăрманта вут тĕртме, ирĕклĕн кĕрсе çÿреме чарнă. Çÿлтикасси шкулĕн вĕренекенĕсемпе пушар тревогипе ирттернĕ эвакуаци хыççăн вĕрентÿ учрежденийĕн сотрудникĕсем тата вĕренекенсем пушар машинипе паллашрĕç. Вут-çулăм хăрушлăхĕ тухсан пĕрлехи çăлав службине 112 телефон номерĕпе çыхăнмаллине ачасенчен кашни пĕлме тивĕç. Вăрман-Çĕктер ял тăрăх пуçлăхĕ Олег Ерманов ял пухăвĕсенче кашни килте огнетушитель пулмалли пирки аса илтерсех тăнине каларĕ.

«Район предприятийĕсенче мĕнле специалистсем çитмеççĕ», – кăсăкланчĕç Вăрман-Çĕктерте. Владимир Павлович ял хуçалăх предприятийĕсенче бухгалтерсемпе экономистсенчен пуçласа агрономсемпе инженерсем, водительсем кирлине пĕлтерчĕ. «Çĕктер поселокĕнче вĕри шыв сÿнтерсе хучĕç. Килте сивĕ, кранран та сивĕ шыв юхать…» – хăçан вĕри шыв пулассине пĕлес тесе ыйтрĕ пухăннисенчен пĕри. Владимир Павлович çак йывăрлăхсем котельнăя пăхса тăракан организаци газпа тивĕçтерекенни умĕнче пысăк парăма кĕрсе ÿкнипе çыхăннине ăнлантарчĕ. Кăçалхи хутса ăшăтмалли тапхăр вĕçленсен çак организаципе килĕшĕве татнă. Поселок çыннисене вĕри шывпа тивĕçтерме малтан укçа-тенкĕпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва татса пама тивни пирки каларĕ Владимир Димитриев. Вĕри шывпа вара çак уйăх вĕçлениччен тивĕçтерме тытăнасса шаннине пĕлтерчĕ.

Уйăхлăх юсав

Çÿлтикасси шкулĕнче М7 трассăран пăрăнса Малти Ункăпуçне каякан çул çинчи шăтăк-путăка япăх юсани пирки сăмах хускатрĕç. Çакăн пек юсав темиçе уйăхлăха кăна чăтать, кайран шăтăксем татах тухаççĕ. «Шăтăк-путăк юсавĕ тĕпрен илсен пĕр сезон чăтмалла. Чылай çул тăракан юсава валли укçа-тенкĕ ытларах кирлĕ. Районти çулсен вăрăмăшĕ вырăнтисене шута илмесĕр 300 км. Шăтăксене хуплас ĕçе «Чувашавтодор» ОАО банкрота тухнă тапхăрта пурнăçланă», – терĕ Владимир Димитриев. М7 трассăран Салапайкассине пăрăнакан çул çинчи шăтăксене шывлă-шурлă вăхăтра сарни пирки те сăмах хушрĕç. Юсав ĕçĕсене технологисене тĕпе хурса типĕ çут çанталăкра пурнăçламаллине тепĕр хут аса илтермелли сăлтав пулчĕ ку – райадминистрацин пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ шăпах çакна ăнлантарчĕ те. Ишлей енчен килекен нумай тоннăллă автомашинсем ГИБДД постĕнчен пăрăнас шутпа ялсем урлă çÿресе унти çулсене пăсни те вырăнти халăха калаçтарчĕ.

Сăмах май

ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов информкунра пĕлтернĕ тăрăх, майăн 17-мĕшĕ тĕлне республикăри 67 хуçалăх çурхи культурăсене акса пĕтернĕ. Уй-хирте 1700 техника тата 7 пин ытла çын ĕçлет.

АНЖЕЛИКА ТИХОНОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости