Хăнара – Елчĕк Енре

Шупашкаркассинчи Леонид Захаров ертсе пыракан «Шурăмпуç» фольклор ушкăнĕ концертсемпе тăтăшах тухса çÿрет. Çанталăк çил-тăманлă пулни те чăрмав мар. Иртнĕ шăматкун вĕсем хăйсен ертÿçин тăван енне, Елчĕк районĕнчи Тăрăм ял тăрăхне çитсе килчĕç.

Анатри Тимеш ялĕнче пĕтĕмпе 90 кил-çурт. Пултарулăх ушкăнне Леонид Захаровăн ялта пурăнакан ашшĕпе амăшĕ Вячеславпа Вера Захаровсем тарават кĕтсе илчĕç. Хăнасене Михаил кунĕ ячĕпе килте тунă сăрапа хăналарĕç. Леонид Захаров ашшĕ çырса кĕвĕленĕ «Анне» юрра шăрантарчĕ. Вячеслав Захаров Тăрăмри культура çурчĕн илемлĕх ертÿçинче тăрăшать. Вĕсен «Алмантай» фольклор ушкăнĕ пур. Пултаруллă çын ял тата ял тăрăх гимнĕсен сăввисемпе кĕввисене çырнă. Вăл юрăпа сăвăсен икĕ кĕнекисен авторĕ. Нумаях пулмасть юрăсен пуххин дискне кăларнă. Ашшĕ ывăлне Леонида 6 çултах, çырма вĕреничченех купăс калама хăнăхтарнă. 7-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтра Шупашкарта Александр Васильев ертсе пыракан «Янра, хут купăс» передача валли вĕсен пултарулăх ушкăнне ÿкернĕ.

Тăрăм – пысăк ял. Вăл 200 яхăн кил-çуртран тăрать. Культура çурчĕ кирпĕч çуртра вырнаçнă. Ăна 1974 çулта хăпартнă. Унăн ертÿçи Евдокия Каширина «Шурăмпуç» пултарулăх ушкăнне ăшă кăмăлпа, тулли залпа кĕтсе илчĕ. Тумсем ылмаштарса – малтан саппунсемпе, кайран вырăс хĕрарăмĕсен кĕписемпе, унтан чипер чăваш хĕр-хĕрарăмĕн тумĕсемпе – сарлака сцена çине тухрĕç Шупашкаркассисем. Куракансем вĕсем тухмассеренех тăвăллăн алă çупрĕç. Станъялта пурăнакан Владислав Эльмень ваттисен йăлипе сăмах каларĕ, чăваш ташшине ăста çаптарчĕ. Тăрăм ял тăрăх пуçлăхĕ Алексей Трофимов «Шурăмпуç» коллектива тата Шупашкаркассин клуб ертÿçине Любовь Ивановăна тури чăвашсен йăли-йĕркине, ташши-юррине упраса халăх умне кăларнăшăн тав хучĕсемпе чысларĕ. Пысăк сăмавартан чей ĕçнĕ хушăра пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен репертуарĕнчи юрăсемпе малалла паллаштарчĕç.

Николай Смирнов, Атăлъял

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости