Хĕллехи тапхăр – хĕрÿ

Республика влаç органĕсен, федераци ведомствисен территорири органĕсен Правительство çуртĕнче кашни эрне пуçламăшĕнче иртекен канашлăвĕнче хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене пăхса тухнă.

ЧР Граждан оборонин тата чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров хĕллехи тапхăр (2015 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа паянхи кунччен) халăх умне тĕрлĕ çивĕч ыйту кăларса тăратнине палăртнă: пÿрт-çурта хутса ăшăтмалла, кăмакана, электроприборсене пăхса тăмалла. Çак тапхăрта республикăра 169 (пĕлтĕр – 198) пушар тухнă. Инкекре вилекенсен шучĕ кăçал чакнă: 16 çын (32). Пушарсен тĕп сăлтавĕсем электроприборсемпе пĕлмесĕр усă курнипе е юсавсăррипе çыхăннă. Автомашинăсемпе çыхăннă пушарсем 136 хут пулнă. Хĕлле пăр та тĕрлĕ кĕтменлĕх хатĕрлет: виçĕ çын путса вилнĕ, пиллĕкĕшне çăлма май килнĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости