Хĕл савăнтарать те, хăратать те

Чăн та, кунашкал хĕлле тахçанах пулманччĕ-ха. Юлашки çулсенче хĕллехи уйăхсем ăшăпа савăнтарчĕç пулсан кăçалхи ноябрьтех хăйĕн характерне кăтартма пуçларĕ. Çынсем ирĕксĕрех шкафран тăлăпĕсене, çăм аттисене кăларчĕç. Çут çанталăкăн ку вăхăчĕ сивĕ пулмалла пек-ха, ура айĕнчи юр кăчăрт-кăчăрт туни кирек кама та килĕшмелле, анчах унăн та тÿнтер енĕсем пур – хальхи вăхăтра шăнса чирлесрен, ал-урана шăнтасран тата хăрушăрах та – хытса вилесрен сыхланмалла.

Урамри пĕчĕк температурăна пула организм шăнса пăсăлсан кĕлетке тĕртĕмĕсем сиенленеççĕ. Чи малтанах ура, алă пÿрнисем, хăлха, сăмса, пит çăмартисем шăнаççĕ. Тĕрĕссипе, кун пек инкек кашнинех пырса тивме пултарать, уйрăмах ачасене, аслă çулсенчи çынсене тата юн çаврăнăшĕн чирĕсемпе аптăракансене. Кунсăр пуçне тата нÿрĕ тумтир, тăвăр атă-пушмак, вăйлă çил лару-тăрăва кăткăслатать.

Кĕлетке шăннине мĕнле пĕлмелле? Организм температури 34°C аяларах анать, органсем начар ĕçленипе çын хăйне япăх туйма пуçлать. Шăнса хытни шăнса пăсăлнинчен уйрăлса тăрать иккен. Сăмахран, тухтăрсем ăна çăмăл степеньпе палăртнă чухне шăннă вырăн кĕçĕтсе чĕпĕтме пуçлать, унăн тĕсĕ улшăнать, хăш чухне шыçать те. Чĕтретет, калаçу йывăрланать, кĕлетке температури 32-34°С таран анать, юн таппи минутра – 60-66.

Шăннине вăтам степеньпе палăртнă чухне çын çывăрса кайма хăтланать, кун пек чухне ăна ыйха путма памалла мар. Ÿт, тута, чĕрне кăвакарать, кĕлетке температури – 29-32°С, юн таппи – 50-60, юн пусăмĕ чакать, сывлав начарланать. Йывăр степень чухне этем температури 31°С та аяларах. Çын тăнне çухатать, йывăррăн сывлать, пульс япăх…

Сăмах май

Сивĕсем çитнĕ май республикăра шăнса вилнĕ тĕслĕхсене те регистрациленĕ. Сăмахран, эрне пуçламăшĕнче Йĕпреçре хăйĕн çурчĕ çывăхĕнче 60 çулти хĕрарăм кĕлеткине тупнă. Малтанхи пĕтĕмлетÿ тăрăх, вăл шăнса вилнĕ. Шупашкар районĕнче хальлĕхе кунашкал тĕслĕх пулман.

Инкек курас мар тесен, паллах, сыхланма пĕлмелле. Сивĕре тумтире темиçе сий тăхăнмалла, вĕсен хушшинчи сывлăш ăшша тытма пулăшать, алсиш, нуски икĕ хут пулсан лайăх. Хулăн та çемçерех тĕплĕ атă-пушмак суйламалла, ăшĕнче пÿрнесене вылятмалăх вырăн пултăр.

Пите, алăсене тухтăрсем çуллă кремпа сĕрме сĕнеççĕ, косметикăпа усă курма хушмаççĕ. Сивĕре хăлха ункисене, çĕрĕсене килте хăварсан лайăхрах. Урама тухас умĕн апатланмалла, япăх туйсан килтех юлмалла. Эрех-сăра, сигарет туртасси пирки манăр, вĕсем организма сивĕпе кĕрешме кансĕрлеççĕ. Урамра ытларах хускалмалла, ларма тата юр çинче йăваланма юрамасть.

Шута илме

Шăнсан – юрамасть:

 Вĕри душа тата ваннăна кĕме, шăннă кĕлетке пайĕсене вĕри шывпа ăшăтма;

 Ÿте спиртпа, çупа, ал шăллипе, юрпа сăтăрма – çакă юн çаврăнăшне йĕркелесе яма кансĕрлет;

 Çулăм çывăхĕнче ăшăнма, батарея, кăмака çумне тĕршĕнме, вĕри япаласемпе ÿте ăшăтма.

Шăннă çынна ăшă пÿлĕме илсе кĕмелле, сивĕ тумтире хывса типпине тăхăнтартмалла, утиялпа чĕркенсен лайăх. Çавăн пекех ăшă, анчах вĕри мар шыв тултарнă ваннăра выртсан аван. Ăшăнмашкăн çынна вĕри чей е сĕт ĕçтермелле, эрех-сăра, кофе пама юрамасть. Унтан вара тăхтаса тăмасăрах васкавлă пулăшу чĕнмелле е тухтăр патне илсе каймалла.

ЛЮБОВь МАН

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости