Чемпионсене хатĕрлет район

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев иртнĕ эрнере Шупашкар районĕнче пулни пирки эпир хамăрăн сайтра çырса пĕлтернĕччĕ. Ĕçлĕ çул çÿреве вăл «Улăп» спортпа сывлăх центрĕнчен пуçларĕ. Тÿрех аслă классенче вĕренекенсем баскетболла вылякан спортзала кĕчĕ.

Спорт шкулĕсене – сывлăха çирĕплетме

Пуçлăх апат-çимĕç, пылак шĕвексем сутакан суту-илÿ павильонĕ умĕнче те чарăнчĕ. Ачасен сывлăхĕшĕн усăллă мар апат-çимĕçе курса спортпа сывлăх центрĕнче ун йышшисем пулмалла марри çинчен çирĕппĕнех асăрхаттарчĕ вăл. Бокс залĕнче çан-çурăмĕсене çирĕплетекен çамрăксем çине пăхса савăннă хыççăн тĕл пулу конференц-залра малалла тăсăлчĕ. Ăна кунта район шкулĕсенчи физкультура учителĕсем, тренерсем, спортсменсем кĕтсе илчĕç.

Районта спортпа физкультура аталанăвĕ пирки пухăннисене «Улăп» спортпа сывлăх центрĕн директорĕн çумĕ Надежда Николаева каласа пачĕ. Вăл кăçалхи вĕренÿ çулĕнче спорт шкулĕсенче 1409 ача вĕреннине палăртрĕ. Ÿсĕм куç умĕнчех – 2007-2008 çулта спорт шкулĕнче 682 ача ăсталăха туптанă пулсан, 2013 çулта ДЮСШ-па спортпа сывлăх центрĕ пĕрлешнĕ хыççăн вĕсен йышĕ 41% ÿснĕ.

«Паянхи кун районти шкулсенче физкультурăн 32 учителĕ тата 41 тренер вăй хурать. Вĕсен тăрăшулăхне кура Европăра, федерацин Атăлçи округĕнче, республика шайĕнче çĕнтерÿçĕсен ятне тивĕçнĕ çамрăксен йышĕ ÿссех пырать. Ентешсен ретĕнче те чи пысăк разряд, спорт мастерĕн кандитачĕн нормативĕсене пурнăçлакансем сахал мар – 25 тата 3. Пĕлтĕр Александр Новиков Раççей спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ, 2017 çулта çак сумлă ята тепĕр 4 спортсмен илме хатĕрленет. 33 ентеш Чăваш Енĕн çамрăксен тата тĕп пĕрлештернĕ командисен йышне кĕреççĕ», – пĕлтерчĕ Надежда Николаева.

Çитĕнÿсем пысăк

Михаил Васильевич залра пухăннисен йышĕнче çамрăк чылаййине кура çапла ыйтрĕ: «Çакăнта тĕнче, çĕршыв шайĕнче палăрнă чемпионсем пур-и?» Пĕрин хыççăн тепри ура çине тăрса Пуçлăха хăйĕнпе паллаштарчĕ. Чăннипех те, район чысне çÿле çĕклекенсем сахал мар ентешсен йышĕнче – алă вăйĕ виçессипе Европа тата тĕнче шайĕнчи ăмăртусен çĕнтерÿçи Юлия Долгова, биатлон енĕпе Раççей çамрăкĕсен пĕрлештернĕ командин членĕ Анастасия Иванова, çăмăл атлетикăпа Раççей чемпионĕ Александр Новиков, ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе Европа призерĕ Ирина Алексеева тата ыттисем те. Чăваш Ен Пуçлăхĕ спортсменсене малашне те çитĕнÿсем сунчĕ, вĕсене кăсăклантаракан ыйтусем пирки пĕлесшĕн пулчĕ. Çамрăксем хăюсăрлăха çĕнтерсе тренер ĕçĕпе тимлекенсене кÿрекен пулăшу çинчен ыйтрĕç. Ачасене йĕлтĕрпе ярăнма вĕрентекен Евгений Марунов тренер Кÿкеçре йĕлтĕрпе ярăнма юратакансен йышĕ ÿссе пынине палăртрĕ. Çавна май унăн çакăн пек ыйту çуралнă: «Кÿкеçре йĕлтĕрпе роллер трасси тума, ăна çутăпа тивĕçтерме май пур-и?» Шупашкар райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриев çакна пурнăçа кĕртме тĕллев лартнине пĕлтерчĕ.

Тĕллев – условисем тăвасси

Михаил Игнатьев физкультурăпа спорта аталантарасси патшалăх политикин чи пĕлтерĕшлĕ çул-йĕрĕсенчен пĕри пулнине, юлашки çулсенче спорт инфраструктурине аталантарма 6 млрд ытла тенкĕ хывнине, кашни çул ача-пăчапа çамрăксен спорт шкулĕсене тытса тăма 700 млн ытла укçа-тенкĕ уйăрнине каларĕ. «Пирĕн тĕллев – массăллă спорта аталанма условисем туса парасси, çынсемшĕн çывăхрах катоксем, йĕлтĕр трассисем йĕркелесси», – палăртрĕ вăл. Çав вăхăтрах спортпа сывлăх центрĕсем ачасемпе çамрăксене çителĕклĕ явăçтарайманнине те асăнчĕ. «Эпир çĕршер миллион тенкĕ физкультурăпа спорта аталанма хыватпăр, тренерсене, инструкторсене укçа тÿлетпĕр, çавăнпах вĕсем çынсен сывлăхне çирĕплетессипе тата сыхласа хăварассипе ĕçлеме тивĕç. Тренерсенчен, вĕренме çÿрекенсен йышне ÿстерсе кăтартаканнисенчен, уйрăмах çирĕп ыйтмалла», – çавăн йышши тĕслĕхсене сиресси пирки çирĕп каларĕ Пуçлăх.

Тĕл пулу вĕçĕнче спортра 1-мĕш разряд нормативĕсене пурнăçланă çамрăксене Михаил Игнатьев малашне те ăнăçусем сунса зачетлă кĕнекесемпе чысларĕ. Çак хисепе 7 çамрăк спортсмен тивĕçрĕ.

АННА ФИЛИППОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости