Чечеклен, Раççей!

1990 çулхи июнěн 12-мěшěнче РСФСР халăх депутачěсен сьезчě Раççей Федерацийěн Патшалăх суверенитечě çинчен калакан декларацие йышăннă. РФ Президенчěн 1994 çулхи июнěн 2-мěшěнче тухнă Указěпе çак куна патшалăх уявě – Раççей кунě тесе йышăннă.

Раççей кунě – çěршывăмăра пин ытла çул пулин те, чи «çамрăк» уявсенчен пěри. Пирěн мăн-мăн асатте-асаннесем, кукаçи-кукамайсем ěмěртен ěмěре çěршывшăн тăрăшнă, вăл никама пăхăнман патшалăх пултăр тесе ăна хÿтěленě. Раççей патшалăхěн хăйне нумай вăрçăсенче хÿтěлеме тивнě.

Вун сакăр çул çěнě демократиллĕ Раççей, тěрлě йывăрлăхсене пăхмасăр, малалла аталанать. Патшалăхра кашни гражданинăн пурнăçне тата экономикăна лайăхлатма условисем пур. Граждансен прависене хÿтěлекен никама пăхăнман суд системи ăнăçлă ěçлет. Раççей пур енчен те суверенлă патшалăха çаврăнчě.

Раççей патшалăхне çирěплетессинче çěнě Конституци тата патшалăхăн çěнě символěсене – ялав, герб тата гимн – йышăнни те питě пěлтерěшлě. Вěсемсěр кашни çынра патриотизм туйăмне тата çěршыва юратнине аталантарма май çук.

Раççей чечекленесси чи малтан унăн регионěсем ăнăçлă аталаннинчен килет. Çěршыв, регион пиртен кашнинчен тытăнать-çке. Раççей çыннисен паянхи ăрăвěн хăйěн мăн аслашшěсен ятне çÿлте тытма тăрăшмалла. Çамрăк ăру хамăр тата Раççейри ытти халăхсен культурине, историне, йăли-йěркине мěн пěчěкрен пěлсе, вěренсе ÿстěр. Çак пысăк çěршывра пурте туслă, килěштерсе, ăнланса пурăнсан кăна вăл малалла сулмаклă утăмсем тăвě.

Июнĕн 11-мĕшĕнче Раççей кунне халалласа Кÿкеç поселокĕнче тĕп культура çурчĕ умĕнче флешмоб иртет. 14 çул тултарнă Шупашкар район çамрăкĕсене савăнăçлă лару-тăрура çак кун паспорт парĕç. Июнĕн 12-мĕшĕнче вара Малти Ункăпуçĕнче çĕнĕ культура çуртне уçаççĕ.

Комментарии:

Николай Елагин, «Теплоэнергосети» ООО ертÿçи:

– Маншăн Раççей кунĕ – наци пĕрлĕхĕсен символĕн уявĕ. Пирĕн ентешсем кирек ăçта пурăнсан та ытти халăхпа пĕрлех вĕсем тăван чĕлхепе калаçма, культурăна, йăла-йĕркене аталантарма пултараççĕ. Пирĕн çĕршывра пур нацие те, йăла-йĕркене те хисеплеççĕ, çавăнпа Раççей вăйлă та, пуян та.

Леонид ПАВЛОВ, таврапĕлÿçĕ:

– Раççей кунĕ – çĕнĕ, çав вăхăтрах çирĕпленсе çитнĕ патшалăх праçникĕ. Ман шухăшпа, ăна пурте уявлаççĕ. Вăл пире илемлĕ те мăнаçлă çĕршывăмăр çинчен шухăшлама хистет. Раççей – ĕçлекен çĕршыв, кунта кăмăл-сипет енчен пуян, пуçа усман çынсем вăй хураççĕ. Енчен те халăх ыранхи куна шанчăкпа пăхать тăк пуласлăхра стабильлĕ пурнăç пулатех.

Юрий МИХАЙЛОВ, «ПромТехСтройСервис» ООО ертÿçи:

– Раççей кунĕ – тĕп уяв, вăл çĕршыв пĕрлĕхĕ, тăванлăхĕ пирки аса илтерет. Вăл пире мăнаçлантарать те. Çавăн пекех ăна паянхи пурнăçшăн тата ачасен пуласлăхĕшĕн яваплăха туймалли уяв пек те йышăнма пулать.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости