Чирлĕ çын сывални – пысăк телей

Шурă халатлă сестрасем професси уявне паллă тăваççĕ

Медицина ĕçченĕсем пире çут тĕнчене килме пулăшаççĕ, каярах вара пирĕн сывлăха пурнăç тăршшĕпех сыхласа, тĕрĕслесе тăраççĕ. Шурă халатлă пирĕштисем тесе ахальтен каламаççĕ вĕсем пирки. Вĕсен ăшă та çепĕç аллисем, ырă кăмăлĕ, вырăнлă сăмах тупма пĕлни чирлĕ çынна хăш чухне эмелтен те ытларах пулăшать…

Ача чухнехи ĕмĕт

Этем сывлăхĕшĕн тухтăрпа пĕр тан тăрăшакансем вĕсем – медицина сестрисем. Çур ĕмĕр Кÿкеçри больницăра вăй хуракан Людмила Сапожникова сахал мар çынна пулăшу кÿнĕ. 17 çултах сывлăх сыхлавĕпе çыхăнтарнă вăл хăйĕн пурнăçне, ĕç стажне статистикран тытăннă. Тин çеç шкул саккинчен уйрăлнăскер чирлĕ амăшĕнчен аякка кайма хал çитереймен. Ачалăхри ĕмĕт те кун-çула медицинăпа çыхăнтарма хистенĕ. Ветеринарта тимлекен ашшĕн «ĕç инструменчĕсемпе» выляса ÿсни, шприцпа пуканесене укол туни, пиччĕшĕ-йăмăкĕсене вылямалла эмелсемпе «сиплени» те професси суйлассине витĕм кÿнĕ.

1968-1970 çулсенче Шупашкарта Хĕрлĕ хĕрес сестрисен курсĕнче ăс пухнă хыççăн ăна гинекологи уйрăмне медсестрана куçараççĕ. «Ун чухне гинекологи тата лор уйрăмĕсем пĕрле пулнă, стационарта 40 койка-вырăн шутланнă», – аса илет Людмила Евстафьевна.

Тепĕр 5 çултан çав уйрăмсенчех аслă сестра тивĕçĕсене пурнăçлама тытăнать вăл. Юна улăштарнин пĕрремĕш процедури те, çак меслет йывăр çынна ура çине тăратма пулăшни те, «пыр стенозĕ» диагнозлă аран сывлакан ачана васкавлă пулăшу пани те, çĕр варринче телефон сасси вăратнипе больницăна васкани те паянхи пекех куç умĕнче унăн. Канмалли кунсене, уявсене пăхмасăр чирлĕ çын патне васкама лекнĕ унăн. Çапах та нимĕнле йывăрлăх та хăратман ăна, юратнă ĕçрен сивĕтмен: «Мана хамăн професси çав тери килĕшет. Медсестра – тухтăрăн пĕрремĕш пулăшуçи. Чирлĕ çын килне сывалса таврăннине курни – пысăк телей».

Ăшă та çепĕç алăсем

1986 çултанпа 22 çул Людмила Евстафьевна Шупашкар район больницин аслă медсестринче тимленĕ, районти медсестрасен ĕçне йĕркелесе пынă. Ун чухне штатра 400 яхăн шурă халатлă медперсонал шутланнă. Медикаментсемпе, инструментсемпе, сурана çыхмалли материалсемпе тивĕçтерессишĕн, санитари режимне пăхăнассишĕн, дициплинăшăн та, медицина сестрисен ĕçне йĕркелесе пырассишĕн те вăлах яваплă пулнă. Кашни салтак генерал пулма ĕмĕтленет теççĕ, медицина сестри тухтăр пулма ĕмĕтленнĕ-ши? «Халĕ ас тусах каймастăп, малтанах килти йывăрлăхсем чăрмантарнă, кайрантарах çулсем иртнĕ тесе шухăшланă», – чунне уçать 68 çула çывхаракан Людмила Евстафьевна. 2008 çултанпа вăл Кÿкеçри поликлиникăра медицина профилактикин кабинетĕнче медсестрара вăй хурать – диспансеризаци ĕçне йĕркелесе пырать. Хăйне пурнăçра, ĕçре хавхалантарса, пулăшса пынă тухтăрсемпе медсестрасене асрах тытать вăл. Пĕр-пĕринпе туслă пурăнни ĕçре те пулăшса пынине палăртать.

Чирлисем ăна çепĕç те ăшă аллисемшĕн кăмăллаççĕ, нумай çул каялла сипленнисем те пырса сăмах хушаççĕ, тав тăваççĕ. «Медицина сестри йывăр, анчах интереслĕ професси. Кĕпе-йĕм çĕлекен çитсăна пăсни темех мар, ăна тÿрлетме пулать. Медицина ĕçченĕсем çынпа ĕçлеççĕ, кунта пĕр йăнăш этемĕн пурнăçĕпе танлашма пултарать», – çын пурнăçĕ медицина ĕçченĕн ăсталăхĕнчен нумай килни курăнать унăн сăмахĕсенче.

Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн Людмила Сапожниковăна Сывлăх сыхлав отличникĕн ятне панă, Чăваш Ен сывлăх сыхлав министерствин, Шупашкар районĕн тата район больницин хисеп хучĕсемпе чысланă. Вăл – Ĕç ветеранĕ те.

ВЕРА ШУМИЛОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости