Чи хаклă çынсен кунĕ

Ноябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче Аннесен кунне халалласа уяв иртрĕ. Класс старости пулнă май уява та хамах ертсе пытăм.

Мана пулăшаканĕ 5-мĕш класс старости тата манăн юлташăм Екатерина Давыдова пулчĕ. Класс ертÿçипе пĕрле уяв программине хатĕрлерĕмĕр. Уява аннесемпе пĕрле кукамайсемпе асаннесем те килчĕç. Юратнă амăшĕсене халалласа ачасем илемлĕ сăвă-юрă шăрантарчĕç, ăшă сăмахсем каларĕç.

Çак çĕр çинчи чи хаклă та çывăх çынсене сума суса ăшă та савăнăçлă концерт нумайччен асра юлĕ.

КАРИНА КАНТЕЕВА, 6-МĔШ класс

Сипетлĕ сĕчĕпе тĕрек панă

Атте! Анне! Ытарайми чăваш сăмахĕсем. Мĕн чухлĕ ăшă та çепĕç сăмахсем калас килет вĕсене. Чăннипех те, анне пурри – телей. Хама çуратса ÿстернĕ çынран хакли никам та çук пек туйăнать. Кашни кун юратса анне хăй сипетлĕ сĕчĕпе мана тĕрек панă, сăпка сиктерсе лăплантарнă. Йăвашшăн-çепĕççĕн пуплесе йăпатнă. Миçе çĕр çывăрман-ши вăл?!

«Атте-анне паман ăса кĕнеке те параймĕ», – тенĕ ваттисем. Мĕн ачаран атте-аннерен вĕренсе пыратпăр, вĕсене ялан тенĕ пекех тĕслĕх вырăнне хуратпăр.

Акă чăваш халăх поэчĕ те Василий Давыдов-Анатри ашшĕ-амăш ĕçне мухтаса çак йĕркесене çырнă:

«Анне мана çунат пиллет,

Ытарайми чĕкеçĕм тет.

Чĕкеçĕм тет ăс вĕрентсе,

Ăс вĕрентсе, хисеплесе…

Анне мана кун-çул пиллет,

Тăван кил-çурт тĕрекĕ тет,

Тĕрекĕ тет, куçран пăхса,

Куçран пăхса, чунтан шанса».

Атте-анне умĕнчи парăма мĕнле татмалла-ши? Ку ыйту пурне те кăсăклантарать пулĕ. Манăн шухăшпа, ватăсене хисеплемелле, ырă сăмахпа чунĕсене ăшăтмалла, йывăр вăхăтра пулăшма тăрăшмалла. Атте-анне – пуянлăх. Çак пуянлăха çухатас марччĕ, вĕсене упраса пурăнасчĕ.

«Тав тăвасчĕ аттене,

Тав тăвасчĕ аннене,

Вĕсен ырă кăмăлне

Манас марччĕ ĕмĕрне».

АЛЕКСАНДР ЭЗЕНКИН, 7-МĔШ КЛАСС

Пĕчĕк шăрçаран – пĕчĕк чечек çыххисем

Шкулта мĕн тĕрлĕ кружок çук-ши?! Юлташăмпа иксĕмĕр «С миру по нитке» кружока кăмăллатпăр. Кунта эпир тĕрлеме, çыхма, тĕрлĕ йышши апат-çимĕç хатĕрлеме вĕренетпĕр. Халĕ вара бисертан хитре чечек çыххисем ăсталама тытăнтăмăр… Çĕнĕ çул çитиччен ĕçсене вĕçлеме тăрăшатпăр. Ман шухăшпа, чи хаклă парне – хăв тĕллĕн ăсталанă япала.

ЕКАТЕРИНА ДАВЫДОВА, 5-МĔШ КЛАСС

Чуна кантарма юрать

Манăн класс – чи туслă классенчен пĕри. Класри тата шкулти тĕрлĕ ĕçе хастар хутшăнатпăр. Уроксемпе кăна çырлахса лармастпăр, тĕрлĕ кружока çÿретпĕр. Юрлама та, ÿкерме те ăста эпир. Класра спортпа туслă ача чылай. Уроксем хыççăн вĕсем физкультура кружокне васкаççĕ. Йĕлтĕрпе ярăнма вара пурте юратаççĕ. Класĕпех юр çăвасса чăтăмсăррăн кĕтрĕмĕр. Халĕ йĕлтĕр сырса чуна кантарма та юрать ĕнтĕ.

НИКИТА НИКОЛАЕВ, 4-МĔШ КЛАСС

Çатракасси

Çатракасси – тăван ялăм!

Çук санран пахи, ырри…

Саншăн хытă тунсăхларăм

Пулнă чух эп инçетре.

Час-часах асра çÿрерĕç

Ытарайми вырăнсем…

Çав-çавах чуна илмерĕç

Ют çĕршывăн çĕрĕсем!

ИЛЬЯ НИКОЛАЕВ, 6-МĔШ КЛАСС

Урамри вăйă

Эпĕ тухрăм урама

Юлташсемпе выляма.

Нумай вăхăт выляса,

Вăхăта кайнă манса.

Киле панă ĕçсене

Тума тиврĕ çĕрĕпе!

ВЛАДИМИР БОНДАРЮК,
5-МĔШ КЛАСС

Манăн кукамай

Кукамай ман тĕр тĕрлет,

Пит ăста-çке вăл ĕçлет.

Ал шăлли е саппун?..

Ах, тĕрри илĕмлĕ ун!

Вăл мана та вĕрентет:

«Кур, çапла тĕрлеççĕ», – тет.

Хĕрлĕ çиплĕ хурçă йĕп

Пĕр тухать те пĕр кĕрет.

Эп вĕрентĕм тĕрлеме,

Халь тĕрлетĕп хам тĕрре.

Чăвашсен кунне-çулне

Эп кăтартăп хам ĕçре.

ЕКАТЕРИНА ДАВЫДОВА,
5-МĔШ КЛАСС

Юратнă шкулăм

Юратнă шкулăм, тăван шкул!

Пурăнатăн эс çĕр çул.

Пурне те эс пĕлÿ паратăн,

Ачасене чунтан саватăн.

Кунта çÿреççĕ çич ялтан:

Лапсартан та Çатраран,

Хĕрлĕçыртан, Вăрманкасран…

Пурне те ăс пама васкан.

ДИАНА АЛЕКСЕЕВА,
8-МĔШ КЛАСС

Çуралнӑ кунсем

Кашни уйӑхра тенĕ пекех эпир класри тус-юлташсен çуралнӑ кунĕсене паллӑ тӑватпӑр. Çак уявсенче тĕрлĕ вӑйӑ вылятпӑр, вĕсене саламласа юрлатпӑр.

Акӑ чӳк уйӑхĕнче Ульяна Андреевӑн, Элла Сорокинӑн, Настя Сергеевӑн, Вика Матьяновӑн çуралнӑ кунĕсене паллӑ турӑмӑр. Вĕсене саламласа çирĕп сывлӑх, вĕренӳре «4» тата «5» паллӑсемпе çеç ĕлкĕрсе пыма сунтӑмӑр, парнесемпе чысларӑмӑр.

Çак уявсем пĕр çемьери пек сĕтел хушшине ларса тортпа чей ĕçнипе вĕçленеççĕ.

Ульяна Андреева, Ишек шкулĕ, 4-мĕш класс

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости