ЧР Пуçлăхĕн статусĕ улшăннă

Июнĕн 9-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин «Чăваш Республикин Пуçлăхĕн полномочийĕсем срок тухичченех чарăнни çинчен» Указа алă пуснă. Республика Пуçлăхне суйличчен Михаил Игнатьева Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлама лартнă.

РФ Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн Михаил Игнатьев «Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан çинчен» Указ кăларнă, 2015 çулхи июнĕн 9-мĕшĕнчен хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçлама тытăннă. Çав кунах ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев «Единая Россия» партин Чăваш Республикинчи уйрăмĕн политика канашĕн ларăвне хутшăннă. Унта палăртнă йышăнусенчен пĕри – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне сĕнме кандидатсене палăртмашкăн малтанхи тапхăрта партире суйлав (праймериз) ирттересси. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май унăн полномочийĕсен срокĕ сасăламалли пĕрлехи кунччен, сентябрĕн 13-мĕшĕччен, августăн 28-мĕшĕнче вĕçленнине пĕлтернĕ Михаил Игнатьев.

– Иккĕмĕш срока тухмашкăн чи кирлĕ услови – РФ Пуçлăхĕн Президенчĕн Владимир Путинăн тата суйлавçăсен шанăçне тивĕçни, – тенĕ Михаил Игнатьев. – Срок тухичченех манăн отставкăна йышăннăшăн тата ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлама хăварнăшăн РФ Президентне тав тăватăп. Ку шанăç мана яваплăха тата та ытларах туйма май парать.

Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕн статусĕ Пуçлăхăн тата Республика Правительствин ĕçĕсене нимĕнле те витĕм кÿмест. «Чăваш Ен Правительстви яланхи пекех республикăра пурăнакансен ырлăхĕшĕн ĕçлет», – палăртнă вăл.

Шухăшсем

Юрий Попов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ:

– Президентăн Михаил Игнатьев Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ пулни пирки калакан Указĕ вăл полномочисенчен вăхăтсăр хăтарма ыйтса çырнă хыççăн çуралчĕ. Владимир Путинăн çак йышăнăвĕ Михаил Васильевича хисеплесси 2010 çулхипе, вăл должноçе йышăннă чухнехи вăхăтпа, танлаштарсан ÿснине çирĕплетет. Пилĕк çул каялла вăл федераци шайĕнче палăрсах та кайман, çак тапхăрта вара республикăра питĕ нумай ĕç туса ирттернĕ. Çакăнта Михаил Игнатьевăн тÿпи иксĕлми. Çитес суйлавра «Единая Россия» парти ятне хÿтĕлеме вăл нихăш кандидатран та ытларах тивĕçлĕ.

Николай Малов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн патшалăх строительстви, вырăнти хăй тытăмлăх, Регламент тата депутатсен этикин комитечĕн Председателĕ, «Единая Россия» партин регионри чăваш уйрăмĕн секретарĕ:

– Регионри уйрăм ĕçĕ-хĕлĕн шайĕнче пĕлтерĕшлĕ чылай ыйту тĕлĕшĕпе йышăну тунă. Пĕрремĕшĕнчен, партин малтанхи сасăлавне йĕркеленĕ. Вăл чăннипех те тивĕçлĕ кандидатурăна кăтартса парĕ. Иккĕмĕшĕнчен, «Единая Россия» партин регионри уйрăмĕн 22-мĕш конференцине ирттермелли куна палăртнă. Июнĕн 24-мĕшĕнче йышăну туса парти уйрăмĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне хăй сĕнекен кандидат ятне пĕлтерĕ. Виççĕмĕшĕнчен вара закон тăвакан орган – Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ – Федераци Канашне сĕнекен член пирки пĕр шухăш патне пырса тухма май килчĕ.

Ыйтăва татса панине çирĕплетме, паллах, иртерех-ха, апла пулин те вырăнти политканаш йышăнăвĕ пур. Эпир Вадим Иванович Николаев кандидатури çинче чарăнтăмăр. Унăн ятне илтнĕ тăрăх кăна пĕлмеççĕ. Анчах та палăртсах калатăп, чи кайранхи йышăнăва Патшалăх Канашĕн июнĕн 11-мĕшĕнчи сессийĕнче тăваççĕ.

Александр АНДРЕЕВ, Шупашкар хула депутачĕсен пухăвĕн депутачĕ, «Юрат» ООО çутă техника предприятийĕн генеральнăй директорĕ:

– Июнĕн 9-мĕшĕнче пĕлтерĕшлĕ истори пулăмĕпе палăрса юлчĕ тесе шухăшлатăп. Раççей Президенчĕ Владимир Путин Михаил Игнатьева Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлама çирĕплетнине ырлатăп. Михаил Васильевич пирĕн республикăна ертсе пынă хушăра халăхшăн сахал мар ĕç турĕ, тăвать те. Çакна эпĕ бизнесмен пек те, хула депутачĕсен пухăвĕн депутачĕ пек те, тăватă ача ашшĕ пек те питĕ аван куратăп. Депутат пулнă май манăн хамăн округри çынсемпе тăтăшах тĕл пулма тивет. Вĕсем мана яланах хăйсем Михаил Васильевич Игнатьева шаннине тата ĕненнине, хăйсен пуласлăхне унăн ячĕпе тата командипе çыхăнтарнине пĕлтереççĕ.

Юрий Кислов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Шупашкарти 2-мĕш çăкăр завочĕ» ОАО генеральнăй директорĕ:

– Владимир Владимирович Путин алă пуснă Указ маншăн кĕтменлĕх пулмарĕ. Михаил Васильевич Игнатьев Раççей Президенчĕпе тата «Единая Россия» партин регионри чăваш уйрăмĕпе пĕр командăра пулнине эпĕ питĕ лайăх пĕлнĕ. Пирĕн пĕтĕм ĕç юратнă республика пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе çыхăннă. Пĕтĕмлетÿсем вара эпир тĕрĕс çул-йĕрпе пынине çирĕплетеççĕ. Эпĕ шанатăп: Раççей Президенчĕ хăйĕн йышăнăвĕпе республика çыннисен шухăш-кăмăлне мала хучĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости