Чăвашла та, вырăсла та хастар çыракан маçтăр

Хальхи вăхăтра «Тăван Ен» хаçата чăвашла та, вырăсла та паха материалсем çырса тăракансенчен пĕри – Тамара Кронидовна Верендеева. Вăл Шупашкарта пурăнать пулин те темиçе çул хушши Шупашкар район хаçачĕпе тачă çыхăну тытать.

Тамара 1941 çулхи сентябрĕн 3-мĕшĕнче Ишлей районне кĕрекен Анат-Кĕнер (Çÿлтикасси) ялĕнче учитель çемйинче çуралнă. Ун чухне унăн ашшĕпе амăшĕ Анат-Кĕнер шкулĕнче ĕçленĕ. Ашшĕ – Кронид Петрович Верендеев – ачасене ботаника, зоологи, хими предмечĕсене вĕрентнĕ. Амăшĕ – Ольга Васильевна Суркова – чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.

Кронид Верендеев 1910 çулта хальхи Муркаш районне кĕрекен Кашмаш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăл Карăшлăхри хресчен çамрăкĕсен шкулĕнче тата Саратов хули çывăхĕнчи Вольск хулинчи ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Мăн Сĕнтĕрти колхоз çамрăкĕсен шкулĕнче биологи вĕрентнĕ. Шупашкарти педагогика институтне пĕтерсен ăна Анат-Кĕнер шкулне ĕçлеме янă.

Ольга Суркова 1918 çулта Çĕньял-Покровски ялĕнче çуралнă, Ишекри вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ. Шкул вĕренсе пĕтернĕ çулах ăна Ишлей райĕçтовкомĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕн приказĕпе килĕшÿллĕн Явăш шкулĕнчи пуçламăш класри ачасене вĕрентме çирĕплетнĕ. Каярахпа вăл пĕр вăхăт Хыркасси шкулĕнче ĕçленĕ, çав хушăрах учительсен институтне вĕренсе пĕтернĕ.

1942 çулта учительсене те вăрçа илме пуçлаççĕ. Шкул директорĕнче тимлекен Кронид Петровича та 1942 çулхи мартăн 18-мĕшĕнче вăрçа кайма повестка параççĕ. Вăл вăрçăра связист-телефонист пулса çапăçнă, Великие Луки, Калуга, Смоленск, Псков хулисем патĕнче пулса иртнĕ çапăçусене хутшăннă. 1944 çулхи май уйăхĕнче пĕр çапăçура хытах аманать. Чылай вăхăт сипленнĕ хыççăн ăна киле яраççĕ.

Мăшăрĕ вăрçăран аманса таврăннă тĕле Ольга Васильевна икĕ пĕчĕк ачипе Çĕньял-Покровски ялне тăван килне куçса каять. Кунта ачасемпе пулăшакансем пулнă. 1945 çулта вăрçăран таврăннă Кронид Петрович кунти шкулта ĕçлеме тытăнать. Çак шкулта вăл 26 çул ĕçлесе хăйĕн хыççăн тарăн йĕр хăварать. Вăл 18 çул шкул директорĕнче тимлет.

Тамара Кронидовнăн çырас туртăм ашшĕ-амăшĕнченех сыхланса юлнă. Унăн ашшĕпе амăшĕ таврапĕлÿçĕсем пулнă. Хăй вăхăтĕнче Тамара ашшĕ Çĕньял-Покровски шкулĕн историне каласа паракан кĕнеке пичетлесе кăларнă. Амăшĕ вăхăтран-вăхăта район хаçатĕнче статьясем пичетлесе кăларнă.

Тамара Верендеева Çĕньял-Покровски тата Ишлей шкулĕсенче вĕреннĕ чухнех класра стена хаçатне кăларас ĕçе хастар хутшăнать. ЧППИ-н ют çĕршыв чĕлхисен уйрăмĕнче вĕреннĕ чухне те стена хаçатне статьясем çырсах тăрать. Институтран вĕренсе тухсан Улатăр районĕнчи шкулсенче ĕçленĕ чухне те стена хаçачĕсем кăларассине йĕркелесе пырать. Пĕр çулхине вăл ертсе пынипе тухнă стена хаçачĕ районти смотрта иккĕмĕш вырăн йышăнать.

Тамара Кронидовнăна пурнăç урапи И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧППУна илсе çитерет. Кунта вăл 1968-1994 çулсенче вăй хурать, 1994-2001 çулсенче ЧР Президенчĕн администрацийĕнче пĕтĕмĕшле пай редакторĕнче ĕçлет.

Тамара Верендеева статйисем иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче республикăра тухса тăракан хаçат-журналсенче пичетленсе тăнă. 2003 çулта вара вăл район хаçачĕпе те туслашать. Паянхи куна çитиччен унăн 400 ытла статья, тĕрленчĕк, очерк кун çути курнă. Вăл чăвашла та, вырăсла та çырма ÿркенмест. Унăн статйисен тематики те нумай енлĕ. Вăл ятлă-сумлă, паллă ентешсем, ĕçпе вăрçă ветеранĕсем, искусство, çут çанталăкри пулăмсем, чĕр чунсен тĕнчи, иртнĕ вăхăт çинчен çырма кăмăллать. Çĕршыв, республика, район историйĕсене аса илсе çырса кăтартма тăрăшать. Чăваш чĕлхин аталанăвĕ çинчен çырса кăтартассине те манăçа хăвармасть. Унăн юратнă теми – иртнĕ вăхăт çинчен каласа парса хальхи вăхăта хак парасси. Вăхăтран-вăхăта Анфиса Варкăш, Марта Амека псевдонимсемпе сăвăсем пичетлет.

Тамара Кронидовна хăй çуралса ÿснĕ Çĕньял-Покровскинче те час-часах пулать, кунти мероприятисене хастар хутшăнать. Ашшĕпе амăшĕ çуралса ÿснĕ, пурăннă, ĕçленĕ ялсене те хисеплет. Вăл – «ЧР хисеплĕ таврапĕлÿçи», Ĕç ветеранĕ, «Тăван Ен» хаçатăн штатра тăман корреспонденчĕ, «Край родной Синьял-Покровский» кĕнеке соавторĕ.

ФАДЕЙ КОНСТАНТИНОВ, КИПЕККАССИ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости