Шкул улăштарни ăса хушĕ-и?

Вĕрентÿ заведенийĕсенче юсав ĕçĕсене тивĕçлĕ шайра ирттернĕ-и, шкулсемпе ача сачĕсем ачасене йышăнма хатĕр-и – çак ыйтăва çу кунĕсенче районти шкулсемпе ача сачĕсенче иртекен тĕрĕслевсем хуравлама пулăшаççĕ. Унăн июлĕн 21-мĕшĕнче пуçланнă тапхăрĕ августăн 1-мĕшĕччен тăсăлать.

2015 çулта районти 4 вĕрентÿ учрежденийĕнче 5715,3 пин тенкĕлĕх, вĕсенчен 1484,5 пин тенкĕ – Шупашкар район бюджетĕнчен, пĕтĕмĕшле юсав ĕçĕсем ирттерме палăртнă. Ялсенче хăтлă тата çăтă çурт-йĕр тăвас пилотлă программăна хутшăннă май Çĕньял шкулĕнче чÿречесене ылмаштарассипе 1122,5 пин тенкĕлĕх тĕп юсав ĕçĕсем иртнĕ. Ачасене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас, физкультурăпа тата спортпа туслашма майсем туса парас тĕллевпе Кÿкеçри 1-мĕш шкулта тата Ишлейри шкулта 2360,0 пин тенкĕлĕх спортзалсене юсас ĕçсем пыраççĕ. Çак шкулсенчех район бюджетĕнчен 1260 пин тенкĕ (Кÿкеçри 1-мĕш шкула – 800 пин, Ишлей шкулне – 460 пин тенкĕ) уйăрнипе шкул тăрри, тир юсаççĕ.

«Чăрмавсăр хутлăх» («Доступная среда на 2011-2015 годы») федераци программипе килĕшÿллĕн Ишлей тата Апаш шкулĕсенче 972,8 пин тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем иртеççĕ.

Виçĕм кун райадминистрацин вĕрентÿ управленийĕн ертÿçи Борис Романов ертсе пыракан комисси Кÿкеçри лицейра, «Ягодка», «Крепыш», «Пÿрнеске» ача сачĕсенче пулса вĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне епле хатĕрленнипе паллашрĕ.

Лицейра Борис Григорьевич учительсемпе тĕл пулчĕ. Пилотлă проект, «чăрмавсăр хутлăх» йĕркелес программа пирки калаçу пулчĕ, тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе яврĕç. Вĕрентекенсем лайăх вĕренекен шкул, район чысне çÿле çĕклеме пултаракан ачасем пĕлĕве урăх шкулсенче тăсма шут тытнăшăн пăшăрханнине пĕлтерчĕç. Шкул директорĕ Анжела Григорьева классенче юсав ĕçĕсем ирттерме учительсем нумай тăрăшнине, ачасен ашшĕ-амăшĕсем пулăшнине палăртса хăварчĕ.

Комисси членĕсем «Ягодка» тата «Крепыш» ача сачĕсен территорийĕсене пăхса çаврăнчĕç, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăннине, юсав ĕçĕсене хак пачĕç.

Сăмах май

Районти 27 вĕрентÿ заведенийĕнче кăçал 5005 ача вĕренĕç. 1-мĕш класа 630 ача каймалла, 10-мĕш класа – 211, 11-мĕш класра 216 ача вĕренĕ.

ВЕРА ШУМИЛОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости