Штраф пысăк

Май уйăхĕн 22-мĕшĕнчен Чăваш Ен территорийĕнче пушара хирĕçле уйрăм йĕрке вăя кĕрет. Çакăн пек йышăнăва регион премьер-министрĕ алă пуснă.

Йышăну типĕ курăк ĕннĕ тĕслĕхсем йышланнипе çыхăннă. Хальхи вăхăтра ятарласа уйăрман, çунтармалли хатĕр çук вырăнта вут тивертме хăтланни, вăрман е ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен çывăхĕнче типĕ курăка çунтарни йĕркене пăсакансемшĕн пысăк штрафпа вĕçленме пултарать – унăн виçине кăçалтан ÿстернĕ. Çанталăка кура вăрмана кĕртессине чарма та пултараççĕ. «Çак йышăну юлашки шăнкăрав мероприятийĕсем умĕн уйрăмах вырăнлă. Шкул пурнăçĕпе сыв пуллашакан çамрăксем шухăланса кăвайт тивертме, шашлăк пĕçерме кăмăллаççĕ», – палăртать Кÿкеçри 41-мĕш пушарпа çăлав чаçĕн пуçлăхĕ Константин Яковлев. Вăл райадминистрацин вĕрентÿ управленине вун пĕрмĕшсемпе кану мероприятийĕсем йĕркеленĕ чухне çакна шута илме сĕннĕ.

Аса илтерни вырăнлă: çулталăк пуçланнăранпа районта 26 пушар тухнă, унта 2 çын пурнăçĕ татăлнă.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости