Шупашкартан – Пенза тăрăхне

Июлĕн 2-мĕшĕнче Чăваш çамрăкĕсен «Сувар» пĕрлĕхĕн ертÿçи Олег Цыпленков ертсе пыракан ушкăн черетлĕ 27-мĕш чун çÿревне тухрĕ. 86 хĕрпе каччă, чăваш хастарĕ икĕ автобуса вырнаçса инçет çул çÿреве тухса кайрĕç.

Вĕсен йышĕнче – Раиса Сарпи поэтесса, Чаканарти Николай Фомиряков таврапĕлÿçĕ, Виталий Яковлев ÿнерçĕ, Геннадий Федотов çыравçă… Чи малтанах пирĕн тĕллев инçе çула кĕскетсе Пенза чăвашĕсем патне çитесси пулчĕ. 160 км хыçа хăварса çул çÿревçĕсем чăвашсен историллĕ вырăнне, Тикеш хулашне, çитрĕç. Унта X ĕмĕрте пурăннă авалхи несĕлсен хули пулнă. Вĕсене асăнса ЧНК пайташĕ Эдуард Бахмисов юпа лартса хăварнă. Хулаша кĕме авал 3 хапха пулнă. Раиса Сарпипе Олег Цыпленков ун çинчен каласа кăтартрĕç. Патăрьел районĕнчи Первомайски ял тăрăх пуçлăхĕ Владимир Секретов пире – çăкăр тăварпа, сăрапа, «Шуçăмпа» «Çăлкуç» пултарулăх ушкăнĕсем юрă-кĕвĕпе кĕтсе илчĕç. Унтан пире Чăваш халăх поэчĕн Митта Ваçлейĕн вил тăпри çине пуç тайма илсе кайрĕç. Раиса Сарпи Петĕр Хусанкайпа Митта Ваçлейĕ вĕсен ялĕнче, тăван килĕнче пулнине аса илчĕ. Олег Цыпленков 1984 çулта Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ Патшалăх премине йĕркеленине асăнчĕ, пĕрремĕш лауреачĕ Геннадий Айхи пулнă. «Митта Ваçлейĕн çурчĕ çинче асăну хăми çакăнса тăрать. Ялти шкул унăн ячĕпе хисепленет», – терĕ Владимир Секретов.

Ушкăнпа Геннадий Айхин вил тăприйĕ çинче пулса поэта асăнтăмăр. Чĕмпĕр хулине çитсен Николай Кондрашкин писатель, скульпторпа Тутар Республикинчи Пăлхар хулинчен килнĕ Валентина Якинчева ертсе пыракан «Çеçпĕл» пултарулăх ушкăнĕ хутшăнчĕç. 600 км ытла хыçа хăварса Пенза облаçĕнчи Çăрттанлă районĕнчи чăвашсем пурăнакан Пикмăрсай ялне çитрĕмĕр. Пире Çăрттанлă ял тăрăх администрацийĕн строительство пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Курташов, Пикмăрсай ял тăрăх пуçлăхĕ Анатолий Юртаев, Пензăри Чăвашсен культура автономийĕн ертÿçи Денис Щербаков тата Надежда Родионова ертсе пыракан «Ахаяс» фольклор ушкăнĕ çăкăр-тăварпа, сăрапа кĕтсе илчĕç. «Ял тăрăхне 2 ял – Пикмăрсай тата Çĕнĕ вырăс – кĕрет. Вырăнти депутатсем 7-шĕ те чăваш. Пикмăрсайра 220 кил-çурт, 550 чăваш пурăнать. Ялти шкула 3 чăваш тата 1 вырăс ялĕсенчен çÿреççĕ, анчах та чăваш чĕлхи вĕрентмеççĕ», – терĕ Анатолий Юртаев пуçлăх. Вĕсем пире илемлĕ вырăна – Илем ятлă юхан шыв хĕрринчи лапама – вырнаçтарчĕç. Палаткăсенчен лагерь йĕркелерĕмĕр. Каçхине, хуран пăттипе хăналаннă хыççăн кăвайт умĕнче калаçса ларма та, ташлама та питĕ аван.

Тепĕр кун Пикмăрсайри культура çурчĕ умĕнче уяв иртрĕ. Чи малтанах Денис Щербаковпа Анатолий Юртаев сăмах илчĕç. Унтан Олег Цыпленков çул çÿрев çинчен каласа кăтартрĕ. Уяв программине ЧР вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ Галина Николаева ертсе пычĕ. Малтанах Николай Фомиряков чăвашсен тĕрлĕ инструменчĕпе – шăхличĕпе, шăпăрпа тата варханпа – каласа тĕлĕнтерчĕ. Пухăннисем умĕнче «Шуракăш», «Калинка», «Çеçпĕл» ушкăнĕсем пулчĕç. Çавăн пекех Тутар Республикинчи Пăваран Вероника Шуркина тата Пушкăрт Республикинчи Алина Савельева, Иркутскри Полина Тимофеева, Светлана Мерчен, Виталий Романов поэт-юрăç юрă шăрантарчĕç. Нумай сăвă-юрă янăрарĕ. Ташă ушкăнĕсем чăваш, вырăс, тутар, удмурт, пушкăрт, иран, чикансен ташшисемпе чуна илĕртрĕç. Вĕсемпе пĕрле ялтисем те тухса ташларĕç. 76 çулти Зинаида Романовăна концерт питĕ килĕшнине пĕлтерчĕ. Çĕнĕ ялта 58 çулти чăваш фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Вăл 25 ĕне, пăрусемпе сурăхсем усрать. 30-40 га çинчĕ кишĕр, утă тата ытти выльăх апачĕ туса илни çинчен 60 çулти Мария Жукова каласа кăтартрĕ. Чăвашсем пур çĕрте те ĕçчен, ĕçлеме те савăнма та пултараççĕ – питĕ кăмăллă. Илем юхан шыв хĕрринче канса, апатланса илнĕ хыççăн малалла çула тухрăмăр, вăл Фанагори еннелле выртрĕ.

НИКОЛАЙ СМИРНОВ, АТĂЛЪЯЛ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости