Шĕпĕн канăçсăрлантарсан

Ĕне çилли çинче шĕпĕн нумай. Çавăнпа вăл канăçсăр, сутарасшăн мар. Шĕпĕне мĕнле майпа пĕтерме пулать-ши?

Татьяна МАКСИМОВА, Шемшер

Алексей ХУНДИМИРОВ, ветврач (выльăх тухтăрĕ):

– Шĕпĕн мĕншĕн тухнине тĕпчевçĕсем тĕрлĕ енлĕн палăртаççĕ пулин те пĕрешкел шухăш çук. Пĕрисем ăна ерекен чир вырăнне хураççĕ, теприсем япаласен ылмашăвĕпе çыхăнтараççĕ, виççĕмĕшĕсем вара пачах урăх сăлтавпа. Шĕпĕне пĕтермелли меслет чылай. Халăх хушшинче анлă сарăлни – ир-каç ĕне çиллине шĕпĕн курăкĕпе (чистотелпа) çуса тăни. Шĕпĕнрен тасаласси вăрăма тăсăлма пултарать, çавăнпа та чăтăмлăх кирлĕ.

Тепĕр меслет – ветеринари аптекисенче сутакан эмелпе усă курни. Унăн тытăмĕнче те шĕпĕн курăкĕ пур. Унта «от папилломы» тесех çырнă. Çав эмелпе усă курсан шĕпĕнсем типсе хăрса пĕтмелле.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости